Ульянов Александр Ильич

Алекса́ндр Ильи́ч Улья́нов (ака, 12 1866, Чулхула — çу, 20 1887, Шлиссельбург) — революционер-халăхирĕкçи, Владимир Ильич Ульянов (Ленинăн) пиччĕшĕ.

Ульянов Александр Ильич
Алекса́ндр Улья́нов

Александр III императăра вĕлерме хатĕрленнĕ чух аресленĕ, Раççей империн сучĕ йышăннипе айăпласа вĕлернĕ (çакнă). Александрăн вилĕмĕ Владимира питĕ тарăн шухăша янă.

Кун-çулĕ

Паллă педагог Илья Николаевич Ульянов çемйинче, Чулхулара çуралнă. 1883 çулта Чĕмпĕр гимназинчен ылтăн медальпе вĕренсе тухать те Петербург университечĕн çутçанталăк факультетне пĕлӳ пухма кĕрет, вĕренӳре ăслăлăх хевтелĕхĕпе палăрать. III курсра вăл тепĕр ылтăн медаль — хăй тĕллĕн зоологи ĕçне тунăшăн.

Революци ĕç-пуçĕ

Александр Ульянов студентсен вăрттăн пухăвĕсене, демонстрацисене хутшăннă,хула ĕç çыннисен кĕтесĕсенче пропаганда ĕçлĕхне туса пынă. 1886 çулхи раштавра П. Я. Шевырёвпа пĕрле «Халăх ирĕкĕ» партин «террор фракцине» туса хунă, унăн касине Петербург университетĕнче вĕренекенсем кĕнĕ. Çак фракци халăх ирĕкĕн урăх ушкăнĕсенчен уйрăм ĕçленĕ пулин те, çапах та вĕсемпе çыхăну тытнă. «Фракци» ĕçтешĕсем, пĕр енчен, Карл Маркспа Фридрих Энгельс тата Георгий Плеханов ĕçĕсен сĕмĕпе, çаплах «Халăх ирĕкĕн» программи йĕркипе пурăннă. 1887 çулхи нарăсра Ульянов «Террорлă фракцин» программине çырать.

1887 çулхи пушăн 1-мĕшĕнче «Террорлă фракци» Александр III патшана вĕлерме кавар тунă, анчах та çак пулăма татăлтарнă, йĕркелевçĕсемпе хутшăнаканĕсене (пурĕпе 15 çын) аресленĕ. Акан 15—акан 19-мĕшĕсенче тӳре ĕçĕн йышăнăвĕпе, Ульянова, Шевырёва, Андреюшкина, Генералова тата Осипанова айăпласа вĕлерме, ыттисене — каторгăна яма, кайран ссылкăра тытма йышăннă.

Александрăн амăшĕ — Мария Александровна, Александр III император патне ыйтса çыру янă, ывăлĕпе тĕл пулма ирĕк илнĕ.

Александр Ульяновăн хăйĕн патша патне вилĕмрен хăтарма каçару ыйтса çырмалла пулнă, анчах та вăл хăйне çак шанчăкран уйăрать. Князев прокурор каласа панипе, Александр амăшĕпе юлашки хут тĕлпулăвĕнче çапла каланă:

«Представь себе, мама, двое стоят друг против друга на поединке. Один уже выстрелил в своего противника, другой еще нет, и тот, кто уже выстрелил, обращается к противнику с просьбой не пользоваться оружием. Нет, я не могу так поступить».

1887 çулхи çăвăн 8-(20)мĕшĕнче Александр Ульянова тата унăн юлташĕсене Шлиссельбург карманĕнче çакса вĕлернĕ.

Санкт-Петербургри вырăнсем

  • 1883 — 01.03.1887 года - Санкт-Петербург Император университечен тĕп çурчĕ — Университет çыран хĕрри, 7;
  • 01.03.1887 çултанпа — тупăç çурчĕ — Средний проспект, 8, кв. 40.

Вуламалли

  • Осипов В. Д. Река рождается ручьями: Повесть об Александре Ульянове. — М.: Политиздат. Пламенные революционеры, 1971. 2-е изд. — 1978 г.
  • Вл. Канивец. Александр Ульянов. Жизнь замечательных. людей Молодая гвардия, 1961 г.

Каçăсем

Tags:

Ульянов Александр Ильич Кун-çулĕУльянов Александр Ильич Революци ĕç-пуçĕУльянов Александр Ильич Санкт-Петербургри вырăнсемУльянов Александр Ильич ВуламаллиУльянов Александр Ильич КаçăсемУльянов Александр Ильич18661887Çу, 20Ака, 12ЛенинЧулхула

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

СывлăхАрагон Екатерини«МК Ультра» проекчĕДемократиБаннер тĕртĕмĕТăпăрчăАлексей ШадриковБаренц тавралăхĕКремль çăлтăрĕсемБайкал-Амур магистралĕ1853Ассошиэйтед Пресс1889Атмосфера физикиСефидрудПулăШăратавДрозд Максим ГеоргиевичТурккă чĕлхиЗулуWindows XP.crОмскWayback Machine2010ТанайФлоридаБаден-ВюртембергПатăрьел районĕЧул купалавМăн кунАйдын (ил)Конюшев Николай СтепановичПротонИншааллахФторБарбоскинсемГаванаХаракатНааман (юханшыв)Википеди.slАлина ВарнаХĕрлĕ Çыр (Исаклă районĕ)Чăваш пускăч хăмин калăпĕсем.erОрлеан301ПрозаНидерланд ВикипедийĕĂста тата Маргарита (фильм, 2024)USS Langley (CV-1)Перпетуум мобиле1413Рональд РейганQÇуллахи вăхăтПуçиле хасаПельш Валдис ЭйженовичПарăслă линилле карапЦерераРаççей Федерациллĕ Социализмлă Совет РеспубликиБаскак (ял)Варай ВикипедийĕОмоним.beЭдгар Аллан ПоПерт (Австрали хули)🡆 More