Сухоруков Глеб Борисович

Глеб Борисович Сухоруков (акăл.

Сухоруков Глеб Борисович Сухоруков хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Хими, материалсен физики, инженери облаçĕсенче ĕçлет. Халĕ — Лондонри Мария королева университетĕнчи (QMUL) Инженери тата материала тĕпчекен шкулĕнче биоматериалсен профессорĕ.

Глеб Борисович Сухоруков
Çуралнă вăхăт: 1969
Çуралнă вырăн: Пущино хула, Мускав облаçĕ, РСФСР
Патшалăх:

Раççей ФедерацийĕСухоруков Глеб Борисович Раççей Федерацийĕ

Ĕç вырăнĕ: Лондонри Мария королева университечĕ (QMUL)
Ăсчах степенĕ: физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕ
Ăсчах хисепĕ: профессор
Альма-матер: МПУ физика факультечĕ

Тĕнчери вырăсла калаçакан ăсчахсен ассоциацийĕ RASA координацилекен комитечĕн пайташĕ тата 2014—2015 çулсенче çак ассоциацин Европăри секцийĕн президенчĕ.

Биографи

М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче 1991 çулта вĕренсе тухнă. Физика-математика ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине тăван факультетĕнче «Биофизика» специальнăçĕпе 1994 çулта хӳтĕленĕ. Каярах ăслăх учрежденисенче тата индустрире вăйне хунă, 2001 çулта Александр фон Гумбольдт фондчĕн Софья Ковалевская ячĕллĕ прогамми пулăшнипе Макс Планк институтĕнче Коллоидсене тата чикĕри пулăмсене тĕпчекен группăна ертса пыма пуçланă, 2006 çулта Лондон университетне куçнă. 2014 çулта Сарăтури патшалăх университетĕнче Мегагрантсем (4-мĕш конкурс) программипе «Дистанционно управляемые системы для тераностики» лабораторие йĕркеленĕ, мегагрантсене илекен вунă çын ушкăнĕнче В. В. Путинпа 2016 çулхи авăнăн 19-мĕшĕнче тĕл пулнă.

Г.Б. Сухоруков Ăсчахсене пулăшакан президент программине пуçарса яракансенчен пĕри пулать.

Ăслăх ĕçĕсем

Глеб Сухоруков сийĕн-сийĕн çыпăçтарнă полиэлектролитлă микрокапсулăсене тĕпчекен облаçре пионер шутланать. Вăл эмеле турттарса çитерекен нумай функциллĕ системăсене тăвас енĕпе çеç мар, çаплах вĕсене йĕркелессипе те ĕçлет. Forbes версипе (Юпа, 2011) Глеб Сухоруков раççей кăкĕнчен тухнă тĕнчипех паллă ăсчахсен ТОП-10 йышне кĕнĕ.

300 ытла ĕçе публикациленĕ, вĕсене 30 000 ытла цитатăланă (Хирш индексӗ > 95 (Google Scholar мелĕпе) тата > 83 (Web of Science мелĕпе).

Публикацисем

  • А. А. Кокорина, E. C. Прихожденко, Г. Б. Сухоруков, A. V. Sapelkin, И. Ю. Горячева, “Люминесцентные углеродные наночастицы: способы получения, методы исследования, области применения”, Усп. хим., 86:11 (2017), 1157–1171 mathnet elib; A. A. Kokorina, E. S. Prikhozhdenko, G. B. Sukhorukov, A. V. Sapelkin, I. Yu. Goryacheva, “Luminescent carbon nanoparticles: synthesis, methods of investigation, applications”, Russian Chem. Reviews, 86:11 (2017), 1157–1171

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Сухоруков Глеб Борисович БиографиСухоруков Глеб Борисович Ăслăх ĕçĕсемСухоруков Глеб Борисович АсăрхавсемСухоруков Глеб Борисович КаçăсемСухоруков Глеб БорисовичАкăлчан чĕлхи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Ăс-тăнАфрика771957Юпа, 1916ISO 4217Люксембург (патшалăх)СăртăшПроституциТухьяТаиланд95Яковлев Иван ЯковлевичФранцине тапăнса кĕниСапсан (электропуйăс)АББАAИзабелла I (Кастили патши)Çуран çарÇĕр1915ВикипедиÇуха (пĕлтерĕшсем)Франс чĕлхиТĕнче Никита АндреевичÇумăрКăрлач, 27УдмуртиИншааллахИспаниЛюблянаВырăс ВикипедийĕРомантизмI15MediaWikiЗубков Олег АлексеевичАçаКăрлач, 30Глаголица.clХăваласа яни (фильм)ДюнкеркСанскритСифПакистанДоминикансемПадонксен жаргонĕ1913Хутласси1134631941Тип тытни1528Космос карапĕХулаçумПаскаль Блез1952ИнтернетХура тăхланБотаникаМиллиметрМалти АзиТуринИнди (элемент)🡆 More