Скворцов Юрий Илларионович

Скворцов Юрий Илларионович, (1932 çул, кăрлачăн 11 Чăваш АССР Хурăнкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, — 1977 çул, çурлан 11-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ, куçаруçи.

Скворцов Юрий Илларионович Скворцов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Юрий Скворцов
Çуралнă вăхăт: Раштав, 11, 1932
Çуралнă вырăн: Хурăнкас ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Вилнĕ вăхăт: Çурла, 11, 1977
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх: ССРП ялавĕ
Ĕçлев тĕсĕ: прозăç, сăвăç, тăлмач
Жанр: проза, публицистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

СССР ÇП пайташĕ (1964).

Кунçул

1932 çул, кăрлачăн 11-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Хурăнкас ялĕнче çуралнă. Анчах та унăн ачалăхĕ тата ÿсмек тапхăрĕ, тĕпрен илсен, хальхи Патăрьел районне кĕрекен Первомайски (Аслă Арапуç) ялĕнче иртнĕ. Вăл вăхăтра ку ял райцентр шутланнă, Юрий Скворцов ашшĕне (Скворцов Илларион Титович, 1899-?) вăл яла «пуçлăхра» ĕçлеме янă пулнă. Вăл КПСС Первомайски райкомĕнче 1942-1952-мĕш çулсенче ялхуçалăх пайĕн тата шутаилÿ секторĕн ертÿçисенче ĕçленĕ.

Аслă Арапуçне киличчен Скворцовсен килйышĕ ытларах Çĕрпÿ районенче пурăннă темелле, ку каллех килйыш пуçĕн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă.

Вырăнти вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерсен, Юрий Скворцов, çав çулах (1951), Хусанти авиаци институтне вĕренме кайса вырнаçнă. Унта вăл мĕн чухлĕ пулни паллă мар, анчах çур çултан ытла мар пулĕ. Хусантан Шупашкарти пединститута куçса килнĕ (1952).

1956 çулта Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă, 1956-1965 çулсенче чăваш кĕнеке издательствинче, «Тăван Атăл» журналра ĕçленĕ.

1977 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Ытти тăванĕсем

  • Пиччĕшĕ, Скворцов Аркадий Илларионович (1927 çур.), Мускаври Ломоносов ячĕлле университета пĕтернĕ, Иккĕмĕш тĕнче вăрçине хутшаннă (Инçет хĕвелтухăсĕнче), журналист.

Пултарулăх ĕçĕсем

Унăн пĕрремĕш сăвви 1953 çулта «Ялав» журнала вырнаçтарнă.

Чăвашла ĕнчĕ, серб, венгер, марий çыравçисен, вырăссен Сергей Есенинăн тата беларуссен Янка Купала сăввисене куçарнă. Унăн литература пултарулăхне тĕпченĕ ĕçсем илемлĕ философи йышне кĕртеççĕ.

«Телейлĕ пурнăç юрри», «Манаймастăп сана», «Чун савăнать», «Савнă ялӑмра», «Пурçăн тутăр», «Куккук» юрă сăввисен авторĕ.

Кĕнекисем

Ӳкерчĕк:Обложка книги Юрия Скворцова, 1.jpg
  • "Сурăм хĕрĕ" (1959)
  • "Çын ăшши" (1969, 1978)
  • "Сăваплă вут" (1982)
  • "И все стало иным" (1985)
  • "Уках хурăнĕ" (1993)

Вуламалли

  • Никифорова, В. В. Особенности художественной прозы Юрия Скворцова : автореф. дис. ... канд. филолог. наук / В. В. Никифорова. – Чебоксары: Б.и., 2002. – 26 с.
  • Вихров, Г. Юрий Скворцова асaнса / Г. Вихров // Хыпар. – 2002. – 29 кaрлач.
  • Хлебников, Г. Я. Особенности поэтики художественной прозы Юрия Скворцова / Г. Я. Хлебников // Чăваш филологийeпе культури. – Шупашкар, 1998. – С. 76–78.
  • Чăваш прозин пысăк ăсти: Республикăри ăслăлăхпа практика конференци материалăсен пуххи (Шупашкар, 2011 ç., пуш, 30-31) / Ăслăлăх ред. В.В. Никифорова. Шупашкар ЧПГĂИ, 2012. 108 С.

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Скворцов Юрий Илларионович КунçулСкворцов Юрий Илларионович Ытти тăванĕсемСкворцов Юрий Илларионович Пултарулăх ĕçĕсемСкворцов Юрий Илларионович ВуламаллиСкворцов Юрий Илларионович АсăрхавсемСкворцов Юрий Илларионович КаçăсемСкворцов Юрий Илларионович19321977Çурла, 11Кăрлач, 11Муркаш районĕПрозăçăСăвăçХурăнкасЧăваш АССРШупашкар

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Каспи тинĕсĕ2011КириллицаИнтернетC++HХристианлăхUИвритПакистанТĕнче Никита АндреевичФранцине тапăнса кĕниÇутă1919Пархисем38 çулВырăс ВикипедийĕКазахстанLМария-Антуанетта20011467Марк ТвенКёльнКатовицаЙывăç (йăмлăх)1955Генрих VIII.kg1988BАвалхи РимАка, 19Уильям ШекспирВермонт6467ЗайцевУйăх ачи тата унăн тусĕсем1922Mozilla Firefox1959SkypeСурăхАçаМартин Лютер КингВикиПуш, 2719061957Децибел1994E193498Революци1875Хиггс бозонĕПушкин Лев Сергеевич2016Леонард ЭйлерСанскритТĕрĕк чĕлхисемМай Порецкий1979МагнитÇурла, 22Хайдеггер МартинНормаль🡆 More