Сементер Юрий Семёнович

Юрий Сементер (1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ, Танăш ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.

Сементер Юрий Семёнович Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сементер (пĕлтерĕшĕсем) пăхăр.
Юрий Семендер
Сементер Юрий Семёнович
Çуралнă вăхăт: Кăрлач, 2, 1941
Çуралнă вырăн: Танăш ялĕ, Трак ен районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш сăвăçĕ тата тăлмачĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Парнесем: Çеçпĕл Мишши парни (1983) Нестер Янкас парни (1996) Фатых Карим парни (2002).
Чыславсем: «Çарти хастарлăхшăн» медаль (1970) ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕ (1984) Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.) Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1988 ç.) Халăхсен туслăхĕ орден  — 1996

СССР ÇП пайташĕ (1973 ç.), Чăваш халăх сăвăçи (1999 ç.), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1988 ç.).

Пурнăçĕ

Юрий Семенов Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çиччĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă.

Вăтам пĕлӳ илнĕ çамрăк Çĕрпӳри культурăпа çутĕç училищинче вĕренет, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар хĕсметĕнче тăнă.

1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕ вырăнĕнче, 1964-1966 çулсенче Çĕрпӳ комсомол райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен пуçлăхĕ пулнă. 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ.

Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю. Сементер çирĕм пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), «Чĕнтĕрлĕ кĕпер» (1998), «Хуркайăк çулĕ» (2002).

1975-1980 çулсенче — РСФСР çыравçисен пĕрлешĕвĕн ревизи комиссин пайташĕ, Шупашкар хула канашĕн депутачĕ.

Ялав журнал тĕп редакторĕнче ĕçленĕ.

Харпăр пурнăçа илес пулсан, унăн Людмила Юрьевна хĕрĕ пулни паллă, вăл Шупашкар хулин В. Маяковский ячĕллĕ тĕп библиотекинче ĕçлет; поэтăн кĕрÿшĕ Владимир Калистратович — телемастер. Мăнукĕ, Баклушин Константин Владимирович, 2001-мĕш çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче çуралнăскер, контрактпа çар хĕсметĕнче тăнă, 2022-мĕш çулхи мартăн 8-мĕшĕнче, ятарлă çар операцийĕ пынă май, Киев облаçĕнче паттăррăн пуç хунă.

Пултару ĕçĕсем

Ю.Сементер сăвă, юрă, поэма, либретто тата илемлĕ куçару ĕçĕнче те палăрнă.

  • Пирĕн вăйа карти: сăвăсем. Шупашкар. 2005. ISBN 5-7670-1423-X

Чыславсемпе парнесем

  • Çеçпĕл Мишши парни (1983),
  • Нестер Янкас парни (1996),
  • Фатых Карим парни (2002).

Сăвăçа ЧАССР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хучĕпе (1984), Туслăх орденĕпе (1996), «Çарти хастарлăхшăн» медальпе (1970) чысланă.

Вуламалли

  • «Чăваш литературин антологийĕ», составители: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Сементер Юрий Семёнович ПурнăçĕСементер Юрий Семёнович Пултару ĕçĕсемСементер Юрий Семёнович Чыславсемпе парнесемСементер Юрий Семёнович ВуламаллиСементер Юрий Семёнович АсăрхавсемСементер Юрий Семёнович КаçăсемСементер Юрий Семёнович1941Кăрлач, 2СăвăçТанăшТрак ен районĕЧăваш АССРЯл

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

7716032016654ТеннисÇуран çарÇутăСаксони-Анхальт.neЧăваш РеспубликиДан чĕлхиЮпа, 19ДаниJ1915Растеряев Игорь Вячеславович19462001СулаРязанова Раиса ИвановнаМикушкаKЕвропа ПĕрлешĕвĕБрасс ТинтоДагестан2010СанскритДезоксирибонуклеин йӳҫекӗDКатарХайдеггер Мартин1922Азот41ТӗсШвед чĕлхиСад1953Хиггс бозонĕПархисемБуряти6491918Windows XPВермонт64Изабелла I (Кастили патши)19521134Вăхăт тăрăхĕЛаос170380Йывăç (йăмлăх)ХристианлăхУильям ШекспирТĕнче8СăртăшВикингсемАтăлКени1934АзербайджанТип тытниЛаптăкИгнатьев Василий ГерасимовичQueen🡆 More