Михаил Мерчен (чӑн ячӗ Захаров Михаил Захарович, 16.3.1933, Анаткас Тӑрӑн, Шупашкар районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРП — 7.12.2020, Шупашкар, Чăваш Ен, РФ) — чăваш çыравçи тата журналисчĕ.
Михаил Мерчен | |
Çуралнă чухнехи ят | Захаров Михаил Захарович |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1933 çулхи пуш, 16-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2020 çулхи раштав, 7-мĕшĕ (87 çул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Альма-матер |
ССРП журналисчĕсен пĕрлешĕвӗн пайташӗ (1981), РФ çыравҫисен пĕрлешĕвĕн пайташӗ (1999).
1933 ҫулхи пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Анаткас Тӑрӑн ялӗнче ҫуралнӑ.
Малтан тӑван колхозра вӑй хунӑ, бригадир ҫумӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарти автомотоклубран вӗренсе тухнӑ.
1953–1973 ҫулсенче пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ. 1955–1917 ҫулсенче хӗсметре Лӑпкӑ океан флотӗнче танă.
Горький хулинчи бухгалтерсен каҫхи курсӗнче вӗреннӗ. 1975 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1975–1979 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх кӗнеке палатинче библиограф, 1979–1992 ҫулсенче Пичетре патшалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене сыхлакан управленире редакторта ӗҫленӗ. 1993–1994 ҫулсенче Шупашкарти 17-мӗш вӑтам шкулта вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗн директор ҫумӗ, 1994–1995 ҫулсенче Атӑлҫи халӑхӗсен университетӗнче методист пулнӑ. 1995–1999 ҫулсенче Шупашкарти 10-мӗш, 25-мӗш, 6-мӗш шкулсенче ачасене чӑваш чӗлхине вӗретнӗ. 1999–2000 ҫулсенче Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче литература теорийӗ вӗрентнӗ.
Михаил Мерчен хайлавӗсем республикӑри тата тулашри хаҫатсемпе журналсенче пичетленнӗ.
Унӑн сӑввисемпе Ю.Д. Кудаков «Юратнӑ шкул», «Кӑвак чечек» юрӑсем хайланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗн гимнӗ валли сӑвӑ ҫырнӑ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Михаил Мерчен, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.