Линилле алгебрăлла танлăхсен тытăмĕ (линилле тытăм, çавăн пекех аббревиатурăсемпе: СЛАУ, СЛУ) — танлăхсен çавнашкал тытăмĕ, хăшĕнче кашни танлăх линилле — алгебрăлла пĕрремĕш капашлă танлăх.
Линилле алгебрăлла танлăхсен тытăмсен пĕтĕмĕшле курăмĕ:
Кунта — танлăхсен шучĕ, — улшăнавçăсен шучĕ, — тупма кирлĕ улшăнавçăсем; коэффициентсем тата ирĕклĕ пайташсем паллă шутланаççĕ. Тытăмсенчи () коэффициентсен индексĕсем ак çапла пулаççĕ: пĕрремĕщ () индекс танлăх номĕрне кăтартать, иккĕмĕш () — ун тĕленчи улшăнавçă номĕрне.
Линилле алгебрăлла танлăхсен тытăмне матрицăлла формăпа та çырма пулать:
е:
Кунта — тытăмăн матрици, — улшăнавçăсен юпи, — ирĕклĕ пайташсен юпи. Енчен те матрица çумне сылтăм енчен ирĕклĕ пайташсен юпине хушса çырсан, пулса тăнă матрица анлăлатнă шутланать.
Кронекер — Капелли теореми линилле алгебрăлла танлăхсен тытăмĕн пĕрлĕхлĕхĕн кирлĕ тата çителĕклĕ малсăлтавĕсене матрицăлла курăмăн палăрăмĕсем урлă кăтартса парать: тытăм пĕрлĕхлĕ çавăн чухне тата çавăн чухне çеç, хăçан унăн рангĕ анлăлатнă матрицăн рангĕпе тан.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Линилле алгебрăлла танлăхсен тытăмĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.