Кузоват Районĕ Еделево

Еделево (выр.

Кузоват Районĕ Еделево Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Еделево (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Пурăнакансенчен чи пысăк йыш ирçесем. Ял ятне ирçелле ятарласа урăхла каланисене тупса палăртман. Ахăртнех, пурте "Еделево" теççĕ пулмалла.

Ял
Еделево
ирçе Еделево
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чĕмпĕр облаçĕ
Муниципаллă район Кузоват
Ял тăрăхĕ Еделево
Координатсем HGЯO
Шалти пайлану урамсем
Никĕсленĕ XVII ĕмĕр
Ял  Ял
Наци йышĕ ирçесем
Конфесси йышĕ православсем
Этнохороним еделевăсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 84237
Почтă индексĕ 433763
Автомобиль кочĕ 73, 173
ОКАТО кочĕ 73 216 820 000
Еделево (Кузоват районĕ) (Раççей)
Точка
Еделево (Кузоват районĕ) (Чĕмпĕр облаçĕ)
Точка

Ялйыш

Ялти урамсен вырăсла ячĕсем ак çапла: Улица Гагарина, Гражданская улица, Красноармейский переулок, Ленинградская улица, Молодежная улица, Московская улица, Набережная улица, Новая улица, Песчаная улица, Пролетарский переулок, Советская улица, Ульяновская улица, Школьная улица. Ирçелле ятсем паллă мар. Ку ялта çынсем ĕлĕкренпех нумайăн пурăннă. Çавна май пĕр вахăтра "иккĕмĕш Киттай" тенĕ.

2010-мĕш çулти çырсатухупа килĕшуллĕн 986 çын пурăннă, пурте тенĕ пекех ирçесем. 2002-мĕш çулта мĕнпурĕ 1350 çын пулнă, вĕсенчен 55% çеç ирçесем (документсенче "эрзя") пек пулса тухнă; анчах та кун пек цифра ултавлă, мĕншĕн тесен хăшпĕрисем "мордвин" е "мордва" тенĕ те, çапла вара çынсем çак статистикăна кĕмен.

Истори

Ял историйĕ пирки ак çакăн пек хыпарсем пур:

<Куçару: Улатăр шывĕн таршшĕпе, кайран вăл тĕлте Ардатов никесленнĕ вырăнта, Еделев кнеçсем пурăннă. 17-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче, Фёдор Алексеевич патшара чухне, вĕсем Ардатовран Томышевка шывĕ çинчи хăйсене шанса панă çĕрсем çине куçса кайнă (хальхи Еделево ялĕ).>

Камсем-ха вĕсем Еделевсем? Чĕмпĕрти таврапĕлÿçĕсен перлешĕвĕ çак ятлах тепĕр ял пирки çапла пĕлтерет:

<Куçару: Еделево Майна районĕнче пулнă ял, унчченхи Чĕмпĕр кĕпернин Пăва уесне кĕнĕ. Çĕнĕ Мăклавăш ялĕнчен 4 километр çурçĕр-хĕвеланăçнерех Руссалимка пулса тăнă Иерусалимка шывĕ çинче вырнаçнă пулнă. С.Л.Сытин таврапĕлÿçĕ пĕлтернĕ тăрăх, яла И.А.Еделев 1675-мĕш çулта никĕсленĕ.>

Ахăртнех çак икĕ яла никĕслекенсем пĕр йăхран тухнă çынсемех пулнă пулас. Эппин, ятсем пĕр пек пулни те ăнсăртран мар.

Тĕлĕнмелле пулин те, яла çутçанталăк газĕ 2017-мĕш çул тĕлне çеç çитнĕ пулас.

Ялти шкулта факультативлă майпа ирçе чĕлхине вĕрентеççĕ. Анчах та хăш классенче тата миçе сехет — çакă паллă мар. Пуçламăш классенче вĕрентекен Селькова О.В. облаçра иккĕмĕш хут ирттернĕ "Тăван-чĕлхе вĕрентевçи — 2012" конкурс çĕнтерÿçи шутланать.

Вуламалли

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • Деревнин Виктор Петрович, — бизнесмен, меценат, ООО "ПЖРЭП" тата ООО "Сервис-благоустройство" ертÿçи (Похвиçнĕ хули).
  • Кистанов Михаил Тимофеевич (1949 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1980).
  • Коткова Лидия Николаевна (1951 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (1996).
  • Селькова Ольга Васильевна (1966 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006).
  • Селькова Степанида Ивановна (1932 çур.) — РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентевçи (1980).

Урăх тĕлте çуралса ÿссе кунта пурăннисем

  • Климушкина Галина Владимировна (1947 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006).
  • Князькина Мария Петровна (1931 çур.) — "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята тивĕçнĕ (2006).

Çавăн пекех "Халăх вĕрентĕвĕн шеплĕхçи" ята кунти шкултах ĕçленĕ Склярова Агриппина Сергеевна (1925 çур.) тивĕçнĕ. Анчах та вăл ăçта çуралса ÿсни паллă мар.

Çавăн пекех пăхăр

  • Çĕнĕ Питенкĕ.

Асăрхавсем

Каçăсем


Tags:

Кузоват Районĕ Еделево ЯлйышКузоват Районĕ Еделево ИсториКузоват Районĕ Еделево ВуламаллиКузоват Районĕ Еделево Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсемКузоват Районĕ Еделево Çавăн пекех пăхăрКузоват Районĕ Еделево АсăрхавсемКузоват Районĕ Еделево КаçăсемКузоват Районĕ ЕделевоВырăс чĕлхиИрçе чĕлхиИрçесемКузоват районĕЧĕмпĕр облаçĕЯл

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Жанна СамариКурган облаçĕСапаккелТаиландФрэнк СинатраЕИДПВулавУрайМичĕтКӳлĕШвейцариАка уйăхĕМикронезиThe DoorsИуда ИскариотИтали8АПШ Республика партийĕБерлинВеспасианХĕрлĕ эрехКамбоджаЛаптак кĕлеткеАлфавитПуш, 8КисанАйсин РусланГонконгСингапур1918КазахстанЕвропа ПĕрлешĕвĕÇурла, 4Дин РидÇулталăкИсториографиЛаосӨзбек тылТурккă чĕлхиЧăваш наци радиовĕЕвро695Кăркăсстан1435Честер Алан АртурМенделевийWindows XPÇу, 7Санкт-Петербург патшалăх университечĕМуркаш районĕЭросИудаизмСССР арканăвĕВырăс чĕлхиТайваньБари (элемент)АвстралиПăлхарсемÇурла, 171905ШардонеАрапсемИеремия БентамГлазгоФинляндиБуддизмДжордж ОруэллПарижГавана1995ВӗрентӳĔлĕкхи вырăс чĕлхиБРИКСДревлянсем🡆 More