Д

Дд — кириллица çинче тытăнса тăракан алфавитсенчи, чăваш алфавитĕнчи улттăмĕш саспалли.

Унăн ячĕ — «дă». И.Я.Яковлев 1871 çулта хатĕрленĕ пĕрремĕш алфавита Дд саспаллине кĕртнĕ пулнă, вăл тĕп чăваш сăмахĕсенчи янăраса илтĕнекен шавлă хупă сасса пĕлтернĕ (малдан «малтан», сандан «сантан»), анчах та алфавитăн иккĕмĕш вариантĕнчен (1872) ăна кăларнă.

Çĕнĕ чăваш çырулăхне тепĕр хут 1938 çулта кĕртнĕ. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче çеç çыраççĕ (директор, домна, художник, отряд).

Дд саспалли кивĕ чăваш çырулăх палăкĕсенче те тĕл пулать. Унта вăл икĕ уçă сасă хушшинчи тата янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинчи янăраса илтĕнекен шавлă хупă сасса пĕлтернĕ (вада «ватă», ялды «ялти»).

Tags:

18711872КириллицаЯковлев Иван Яковлевич

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

КуславккаСарăту облаçĕАтăлçи Пăлхар ислам йышăнниПӳреУтă, 3БерлинАртвин (ил)XVI ĕмĕрЯкутиЮнайтед Пресс ИнтернэшнлАбсурдопедиЛандау Лев ДавидовичГермани историйĕCBSПрагаАфганистанПекинСеулТурциНью-ОрлеанКаялла таврăнман ĕмĕлкеАлгебраИккĕмĕш Тĕнче вăрçиДанте АлигьериУнструтГрузиГерц (виçев пĕрчи)Чăваш РеспубликиМерлоТуберкулёзРоуз О'НилÇурла, 4АртемидаМĕтри ВаçлейĕWindows 2000Ньютонăн туртăм теорийĕРаççей ФедерацийĕЮпа, 15БурятиКăлнăкDiary.ruПатăрьел районĕПек ГрегориДананг1918Авăн, 22Сахăрлă диабетЧике шăммиСетЕвропа ПĕрлешĕвĕӲт касниАка уйăхĕМишина Ксения АлександровнаÇĕнçул чăрăшкиУлисс Грант1581Вăрă (ботаника)ПолянсемУкраина Советлă Социализмлă РеспубликиБлокчейнАПШ президенчĕСивĕ вăрçăКариб тинĕсĕХаяр ЙăванАдольф ГитлерВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемАвстриАндреевка (Курманай районĕ)Настасен🡆 More