Гурьева Маргарита Валентиновна (1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кĕçĕн Тивĕш ялĕнче çуралнă) — чăваш сăвăçĕ, актриси, режиссёрĕ.
Маргарита Гурьева | |
Çуралнă вăхăт: | 1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Кĕçĕн Тивĕш ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
Чыславсем: | Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен парни (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парни (1999) |
Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Маринистсемпе баталистсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацин пайташĕ (1999), Театр ĕçтешĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1989), «Ахрăм» халăх театрĕсен ассоциацин пайташĕ (1997).
Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен парнин (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парнин лауреачĕ (1999).
1985 çулта Чăваш республикин культурăпа çутĕç училищин хареографи уйрăмĕнче вĕренсе тухнă. Вĕрентӳçи Нянина Людмила Николаевна пулнă. Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистикăпа режиссура факультетĕнче вĕренет.
1979 çултанпа Чăваш патшалăх пукане театрĕнче актриса, «Пӳрнеске» чăваш халăх театрĕн режиссёрĕ пулса ĕçлет.
Чăваш телекуравĕнче «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» телекăларăма ертсе пырать.
Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырма пуçланă. Унтанпа унăн сăввисем Чăваш Енĕн, Пушкăрт Республикин, Тутарстанăн тата Азербайджанăн хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Тăтăшах ăна чăваш радиовĕпе телекуравĕнче илтме пулать.
Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Вырăсла тата чăвашла тухнă кĕнеки:
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ. Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Гурьева Маргарита Валентиновна, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.