Воронеж Фрончĕ

Воронеж фро́нчĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн операци пĕрлешĕвĕ.

Воронеж Фрончĕ Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Воронеж фрончĕ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Воронежа хӳтĕленĕ Брянск фрончĕн çар чаçĕсенчен 1942 çулхи утăн 7-мĕшĕнче йĕркеленĕ. 1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ят панă.

Воронеж фрончĕ
Вр.Ф
Воронеж Фрончĕ
ХВ эмблеми
Пулнă çулсем утă, 7, 1942 ç. - юпа, 20, 1943 ç.
Патшалăх Воронеж фрончĕ СССР
Пăхăну фронт çарпуçне
Тĕс фронт
Унăн шутĕнче управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем
Функци хӳтĕлев, тапăну
Йышĕ йĕркелев
Хутшăнни Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
Командирсем
Паллă командирсем Çарсен çарпуçĕсем, ят-йыша пăхăр

Фронт ĕçĕсем

1942 çулхи утă уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Воронеж-Ворошиловград операцине хутшăннă, кайран тăшманăн Сталинградпа Кавказ çине куçарса каймалли çарĕсене чарса тăнă. Сталинград патĕнчи хирĕç тапăнура фронт Кăнтăр-Анăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле раштавăн иккĕмĕш çурринче Вăта Дон операцинче 8-мĕш итал çарне аркатнă.

1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Воронеж фрончĕ Острогож-Россошань операцине, кăрлач-нарăс уйăхĕсенче Брянск фрончĕпе пĕрле — Воронеж-Касторна операцине, нарăс-пуш уйăхĕсенче — Харьков тапăну операцине ăнăçлă иртернĕ, çав çапăçусенче Курск, Харьков, Льгов хуласене тăшманран хăтарнă. Пушăн 16-мĕшĕнче (урăх хыпарсемпе пушăн 14-мĕшĕнче) фронт çарĕсем Харьков хăварнă та (Харьков хӳтĕлев операцийĕ), Сумы хулинчен тухăç енче, Белгородран çурçĕрелле, Север Донецĕ тăрăх, Чӳкуйе çити çирĕпленсе, нимĕç-фашист çарĕсене чарса лартнă.

Курск çапăçавĕнче Воронеж фрончĕ, Хирти фронтпа пĕрле тăшмана Белгород-Харьков операцинче çĕмĕрсе тăкать. Авăн — юпа уйăхĕсенче фронт çарĕсем, Тăнăвар çапăçавĕ тапхăрĕнче, Сумă-Прилук операцине хутшăннă, Тăнăвара каçса Кейӳрен çурçĕр тата кăнтăр енчи операци валли кирлĕ плацдармсене ярса илнĕ, çак ĕнтĕ Кейӳ хулине ирĕке кăларма тата Сылтăм çыранри Украинăн территорине тăшманран тасатма çул уçнă. Юпан 20-мĕшĕнче Воронеж фронтне 1-мĕш Украина фрончĕ ята панă. Çак ячĕпех фронт Берлина илсе, Прагăна ирĕке кăларса Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине вĕçлет.

Фронт йышĕ

Малтанах фронта кĕнĕ:

  • 40-мĕш çар,
  • 60-мĕш (3-мĕш резерв) çар,
  • 6-мĕш (6-мĕш резерв) çар,
  • 2-мĕш сывлăш çарĕ,
  • 4-мĕш танк корпусĕ,
  • 17-мĕш танк корпусĕ,
  • 18-мĕш танк корпусĕ,
  • 24-мĕш танк корпусĕ;

малашне:

  • 13- мĕш çар,
  • 21- мĕш çар,
  • 27- мĕш çар,
  • 38- мĕш çар,
  • 47- мĕш çар,
  • 52- мĕш çар,
  • 64-мĕш çар,
  • 69-мĕш çар,
  • 4-мĕш гварди çарĕ,
  • 5-мĕш гварди çарĕ,
  • 6-мĕш гварди çарĕ,
  • 7-мĕш гварди çарĕ,
  • 1-мĕш танк çарĕ,
  • 3-мĕш танк çарĕ,
  • 3-мĕш гварди танк çарĕ,
  • 5-мĕш гварди танк çарĕ тата
  • уйрăм пĕрлешӳсемпе вăйлату чаçĕсем.

Çарпуçлăхĕ

Çарпуçсем

  • Голиков Филипп Иванович (07.07.1942 — 14.07.1942), генерал-лейтенант
  • Ватутин Николай Фёдорович (14.07.1942 — 22.10.1942), генерал-лейтенант
  • Голиков Филипп Иванович (22.10.1942 — 28.03.1943), генерал-лейтенант, 19.01.1943-па генерал-полковник
  • Ватутин Николай Фёдорович (28.03.1943 — 20.10.1943), генерал-лейтенант, 07.12.1942-па генерал-полковник, 13.02.1943-па çар генералĕ.

Вăрçă Канашĕн пайташĕсем

  • Сусайков, Иван Захарович (июль — сентябрь 1942), корпус комиссарĕ
  • Мехлис, Лев Захарович (сентябрь — октябрь 1942), корпус комиссарĕ
  • Кузнецов, Фёдор Федотович (октябрь 1942 — март 1943), 2-мĕш рангри çар комиссарĕ, с декабря 1942 генерал-лейтенант
  • Хрущёв, Никита Сергеевич (март — октябрь 1943), генерал-лейтенант
  • Крайнюков, Константин Васильевич (октябрь 1943), генерал-майор

Штаб пуçлăхĕсем

  • Шевченко, Фёдор Иванович (июль 1942), генерал-майор
  • Казаков, Михаил Ильич (июль 1942 — февраль 1943), генерал-лейтенант
  • Пилипенко, Антон Петрович (февраль — март 1943), генерал-майор
  • Корженевич, Феодосий Константинович (март — май 1943), генерал-майор
  • Иванов, Семён Павлович (май — октябрь 1943), генерал-лейтенант

Разведуйрăм пуçĕсем

  • Чекмазов П. Н. (1942-па)
  • Кочетков М. А. (1943 çулхи утăччен)
  • Виноградов И. В. (1943 çулхи утă-юпа)

Вуламалли

  • Воронежский фронт. // — Воронеж, 2005, Центр.-Чернозем. книж. изд-во.
  • На Воронежском направлении. // — Воронеж, 2-е изд., 1973. Новый Оскол

Каçăсем



Tags:

Воронеж Фрончĕ Фронт ĕçĕсемВоронеж Фрончĕ Фронт йышĕВоронеж Фрончĕ ÇарпуçлăхĕВоронеж Фрончĕ ВуламаллиВоронеж Фрончĕ КаçăсемВоронеж Фрончĕ1-мĕш Украина фрончĕ19421943Брянск фрончĕВоронежТăван Çĕршывăн Аслă вăрçиУтă, 7Юпа, 20

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Некрасов Виктор ПлатоновичЮлиан календарĕАристотельМаргарет ТэтчерЛаптак кĕлеткеКуккурусӨзбек тылБрин Сергей МихайловичЙăхТеннĕсси ВильямсУзбекистанКозенцаТури ПиренейThe Glenlivet (виски)Ричард Арăслан ЧĕриСăпсаАлимова Матлюба ФархатовнаМерло1898Мăн КавказЛиберализмМесси ЛионельВикихыпарИонАрхеологиАвалхи Египет975Мĕтри ВаçлейĕТомас МорКăрлач, 25.huСтатистикаДиафрагма (анатоми)1576Фукусима-1 АЭС-ĕнчи авариСиирт (ил)СыпăкКăнтăр Китай тинĕсĕФутболВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемАозайЭйнштейн танлăхĕсемДжузеппе ВердиСпрингфилд (Иллинойс)970Кира НайтлиСулавеси тинĕсĕАрдешИндонези1401ВикиверситетПортугал чĕлхиЮриллe интеллектСтерлинг ФунчĕАвăн, 29Харитоновка (Çĕрпӳ районĕ).ilШуйтанРаштав, 2ЛазерПуштунсемВискиЧăваш РеспубликиИллирисемЗельц🡆 More