18-мĕш çар — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсен пайĕ.
1941 ç. çĕртме уйăхĕнче Харьков тата Кейӳ ятарлă çар тăрăхĕсен тытăмлăхĕсен никĕсĕнче йĕркеленĕ. Çар шутне 17-мĕш стрелок корпусĕ (96-мĕш, 60-мĕш ту-стрелок тата 164-мĕш стрелок дивизисем), 16-мĕш механикăланă корпус (15-мĕш тата 39-мĕш танк тата 240-мĕш моторланă дивизи), 64-мĕш тата 45-мĕш хутăш авиаци дивизисем кĕнĕ. 1941 çулхи çĕртме, 25 çара АТÇ Ставкин резервĕ шайĕнчен кăларнă та Кăнтăр фронтне куçарнă. Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче çар 55-мĕш стрелок корпусĕпе, 10-мĕш тата 12-мĕш хӳтĕлĕх районĕсемпе хăватлатнă. 1941 çулхи çĕртме-çурла уйăхĕсенче 18-мĕш çар фронтăн урăх çарĕсемпе пĕрле Украина çĕрĕсенче, Прутпа Днепр хушшинче, авăн уйăхĕнче — Днепрăн сулахай çыранĕнче çапăçнă.
Вермахтăн 1-мĕш Танк çарĕн юпа уйăхĕнчи çавăрса илев манёврĕ хыççăн, çар Черниговка посёлокĕ патĕнче хупăрлава кĕрсе ӳкет те чылай çухату тӳсет. Тыткăна 100 пинрен ытла хĕрлĕ çар çынĕ лекет. Çарпуçĕ, А. К. Смирнов генерал-лейтенант, 1941 çулхи юпа, 8 çапăçура пуçне хурать. 212 танка тата 672 артиллери кĕпçине çухатнă.
Çарпуçĕсем:
Вăрçă канашĕн пайташĕсем:
Штаб пуçлăхĕсем:
Ку СССР Хĕçпăшаллă вăйĕсем пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article 18-мĕш çар (СССР), which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.