Филипп Иоганн Страленберг

Филипп Иоганн Страленберг (шв.: Philip Johan von Strahlenberg), — швед офицерĕ, географĕ, чĕлхеçи.

1676 çулта Штральзунд хулинче çуралнă, 1747 çулта Фрёллинге хулинче вилнĕ. Çуралнă чухне Philip Johan Tabbert ятлăччĕ.

Филипп Иоганн Страленберг
1725 çулти Раççей картти, алă ӳкернĕ: Филипп Иоганн Страленберг

Пурнăçĕ

Швеци патша Карл XII çарĕнче пулнă, Полтава патĕнчи çапăçăва хутшăнă. 1709 Раççейре тыткăна лекнĕ. 1711-1721 хушшинче Тобольск хулинче пулнă май, Çĕпĕре тĕпченĕ. 1730 çулта Стокгольма таврăннă чух хăй тĕпченине пичетлесе кăларнă. Вăл ĕçĕ тĕнчене интереслентернĕ, акăлчанла, франци чĕлхине, испанла куçартарнă. Вăл çырнă кĕнекере çĕнĕ Раççей карртисем пулнă, вăл çĕнерен Европăпа Ази хушшинче чикĕсене лартнă. Унтанпа чикки Урал тăвĕсем май иртрĕ. Ку ăнлану юлашки официаллă чикĕ пулса тăчĕ. Континентсем хушшинчи чикĕ пирки унччен питĕ хытă тата нумай тавлашнăччĕ. Раççей патши 1730 çулта ку чиккине ырланă, ун хыççăн тĕпчевĕ /наука/ та çакна килĕштернĕ.

Çакăн пекех Страленберг чĕлхисемпе нумай интересленнĕ. Вăл тутар, якут, чăваш, крым-тутар, узбек, пушкăрт, кăркăс, туркмен, монгол чĕлхисен сăмахсарне хатĕрленĕ. Страленберг хăй кĕнекинче пĕрмĕш хут 28 чăваш сăмахне пичетленĕ.

Ӗçĕсем

  1. Philip Johan von Strahlenberg. Vorbericht eines zum Druck verfertigten Werckes von der Grossen Tartarey und dem Königreiche Siberien. mit einem Anhang von Groß-Russland. Schneider, Stockholm 1726
  2. Philip Johan von Strahlenberg. Das Nord- und Östliche Theil von Europa und Asia, in so weit solches das gantze Russische Reich mit Sibirien und der grossen Tatarey in sich begriffet. in Verlegung des Autoris, Stockholm 1730

Вуламалли

  • Федотов М., "Чăваш чĕлхин тĕпчевçисем", "Тăван Атăл", 1994, №8

Урăх çĕртре кăтартни

Tags:

Филипп Иоганн Страленберг ПурнăçĕФилипп Иоганн Страленберг ӖçĕсемФилипп Иоганн Страленберг ВуламаллиФилипп Иоганн Страленберг Урăх çĕртре кăтартниФилипп Иоганн Страленберг16761747ЧĕлхеçĕШвед чĕлхиШвеци

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Стамбул1693Латышсем.lb1489Тольятти (пĕлтерĕшсем)Комсомольски районĕБари (элемент)Улисс ГрантЧестер Алан АртурЛогарифмToyota.myРумыниКалькутта.glМуратова Кира ГеоргиевнаУйгур чĕлхи.hkMediaWikiАнтропоморфизмЗахар Прилепин.auВулавThe New York TimesДанангКурăкНью-ЙоркКăмпасемСовет Социализм Республикисен Пĕрлешĕвĕ17941974Лагос.bgАртвин (ил)1927РуçÇурла, 19Тăвай районĕПолянсемМĕрселинÇурçĕр Македони РеспубликиСати (ритуал)СербиКатолицизм1162ЛиберализмХĕрлĕ тĕсПанама каналĕЮнайтед Пресс ИнтернэшнлИндуизмАвстриАПШ Республика партийĕМаматăш районĕЧечекДжимми КартерМинскРиони (юханшыв)Өзбек тылЛьвовЧехи ялавĕ1152ЮвентусНидерландЧечеклĕ ӳсентăранТӳре-шараПатăрьел районĕЙытă хӳриСевильяСтандартлă модель1962ВеспасианШифрин Ефим Залманович🡆 More