Пауль Томас Манн (Paul Thomas Mann, 1875—1955) — аслă нимĕç çыравçи, эссе ăсти, эпиос роман ăсти, литературăпа Нобель преми лауреачĕ (1929), Генрих Маннăн шăллĕ , Клаус Маннпа Эрика Манн ашшĕ.
Пауль Томас Манн 1875 çулхи çĕртме, 6 пуян Любек купси Томас Йоханн Генрих Маннăн (хула сенаторĕ шутланнă) çемйинче çуралнă. Томасăн амăшĕ, Юлия Манн, хĕр чухне да Сильва-Брунс, Бразили тымарĕсемле пулнă. Маннсен çемйи чылай шутлă пулнă. Томасăн шăллĕпе пичĕшĕ, икĕ йăмăкĕ: пиччĕшĕ, паллă çыравçă Генрих Манн (1871—1950), шăллĕ Виктор (1890—1949) йăмăкĕсем: Юля (1877—1927, хăй çине ал хунă) тата Карла (1881—1910, хăй çине ал хунă). 1891 çулта ракран Томасăн ашшĕ вилет. Халал хучĕпе çемьен фирми, Любекри Маннсен кил-çурне сутаççĕ. Арăмпе ачисене тупăç укçин проценчĕсем çеç юлаççĕ.
1901 ç. пĕрремĕш роман, «Будденброки».
1905 ç. Томас Катя Пингсхайм хĕре качча илет.
1929 ç. Манна Нобель премине «Будденброки» романшăн тивĕçтереççĕ.
1933 ç. çыравçă наци Германиинчен тухса каять те Цюрихра вырнаçать. 1942 ç. АПШ-на çитет, Пасифик-Палисейдз хулинче чарăнать.
II Тĕнче вăрçи хыççăн АПШ-ра Манн çине сталин режимне çыхланнă тесе айăпсем янă. 1952 çулхи çĕртмере Томас Манн çемйипе Швейцарине таврăнать.
Манн — интеллектуаллă прозăн ăсти. Хăйен вĕрентӳçĕсен вырăнне вăл вырăс çыравçи-романичĕсене Лев Толстойпа Достоевские хурать; тĕпĕ-йĕрĕллĕ, тулли, васкавсăр стиллĕ çыракан çыравçă XIX ĕмĕр ĕн литературин кăнарне туянса юлнă. Çапах та романĕнчи XX ĕмĕрĕнчи ĕçсене кăтартаççĕ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Томас Манн, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.