Тевтон Орденĕ

Тевто́н о́рденĕ (лат.

Тевтон орденĕ
Тевтон Орденĕ
Никĕсленĕ çул 11901809
1915 — хальхи вăхăта
Патшалăх Тевтон Орденĕ
Пăхăну Роман паппи, Таса Роман империн императорĕ
Шутĕнче {{{шутĕнче}}}
Тĕс Католици тĕн орденĕ (1192—1929 — Христиансен вăрçă орденĕ)
Роль
Йышĕ {{{йышĕ}}}
Пай
Вырнаçăвĕ {{{вырнаçăвĕ}}}
Витлев {{{витлев}}}
Хӳтĕлевçĕ {{{хӳтĕлевçĕ}}}
Йыхрав ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)
Сăрăсем Хура хĕреслĕ шурă манти
Марш
Талисман
Кăрал
Вăрçăсем {{{вăрçăсем}}}
Хутшăну Пăрлак çапăçăвĕ,
Грюнвальд çапăçăвĕ
Уйăру паллисем
Командирсем
Хальхи командир Бруно Платтер
Паллă командирсем Герман фон Зальца
Зигфрид фон Фейхтванген
Винрих фон Книпроде
Конрад фон Юнгинген

Тевтон орденĕн йыхравĕ: ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)

Ордена никĕслени

Тевтон Орденĕ 
Тевтон орденĕн символĕ

Пĕрремĕш верси

Чун-чĕм çĕнĕ орденне нимĕç рыцăрĕсен çулпуçĕсенчен пĕри Фридрих Швабский (ним. Friedrich VI., Herzog von Schwaben) херцăк 1190 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Акра карманне туртса илсен пульница никĕслевçисем ăна валли хулара пĕрмайхи вырăна тупса панă.

Иккĕмĕш верси

3-мĕш хĕрес харçи тапхăрĕнче, рыцăрьсем Акрăна хупăрланă чухне, Любекпа Бремен купсисем хирте хоспитăль туса лартнă. Фридрих Швабский херцăк хоспитăле чун-чĕм орденне куçарать, пуçне Конрад капеллан тăрать. Орден вырăнти епископа пăхăнса тăнă, Иоаннитсен орденĕн уйрăмĕ шутланнă.

Орден ячĕ

Официаллă ордена латинла çапла палăртнă:

  • Fratrum Theutonicorum ecclesiae S. Mariae Hiersolymitanae
  • Ordo domus Sanctae Mariae Teutonicorum in Jerusalem (иккĕмĕш ячĕ)

Нимĕçле çаплах икĕ вариантпа усă курнă:

  • тулли ячĕ — Brüder und Schwestern vom Deutschen Haus Sankt Mariens in Jerusalem
  • кĕскетнĕ ячĕ — Der Deutsche Orden

Вырăс историографинче ордена Тевтон орденĕ е Нимĕç орденĕ (Тевтонский орден или Немецкий орден) ят панă.

Çаплах тĕрĕс мар вĕсенен йытă-рыцăрьсем тенĕ.

Орден структури

Аслă магистр

Тĕп статья: Тевтон орденĕн аслă магистрĕсем

Ландмейстер

Ландмейстер (ним. Landmeister) — орден тытăмĕнчи тепĕр ĕç вырăнĕ. Ландмейстер Орденăн хăшпĕр территоринче аслă магистрăн çумĕ шутланнă. Пурĕпе Тевтон орденĕнче виçĕ тĕслĕ ландмейстерсем пулнă:

  • Нимĕç ландмейстерĕ (ним. Deutschmeister) — нимĕç ландмейстерĕсем пĕрремĕш 1218 çулта пулса каяççĕ. 1381 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнченпе пуçласа орденăн итал харпăлахĕсене те влаçа илеççĕ. 1494 çулта Император Карл V Нимĕç ландмейстерĕсене импери кнеçесен статусн парнелет.
  • Пруссири ландмейстер (ним. Landmeister von Preußen) —
  • Ливонири ландмейстер (ним. Landmeister von Livland). Ĕç вырăнне 1237 çулта, Тевтон орденне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсен, çирĕплетнĕ.

Ландкомтур

Тӳррĕн «çĕр комтурĕ» вуланать. Орденăн баллейне ертсе пынă.

Комтур

Аслă комтур

Тевтон Орденĕ  Çавăн пекех пăхăр: Тевтон орденĕн аслă комтурĕсем.

Аслă комтур (ним. Großkomture) — аслă комтурăн çумĕ шутланнă.

Маршал

Тевтон Орденĕ  Çавăн пекех пăхăр: Тевтон орденĕн маршалĕсем.

Орденăн маршалĕ (ним. Marschalle или ним. Oberstmarschall ) — орденăн вăрçă операцисене ертсе пырасси унăн тĕп тивĕç ĕçĕ шутланнă. Чылай вăхăта вĕсем вăрçă-харçăра е Литвана хирĕçле харçăсене хатĕрленме Кёнигсбергра ирттернĕ. Орден хутшăннă çапăçусенче аслă магистр хыççăн иккĕмĕш пайăр çын шутланнă.

Мăн хоспитальер

Мăн хоспитальер (ним. Großspittler) — ордена туса хунă хыççăн пĕрремĕш çулĕсенче орденăн хоспитăльсемпе пульницăсене ертсе пынă. Пруссие çĕнтерсе илсен резиденцине Эльбинга куçăрнă.

Мăн интендант

Мăн интендант (ним. Ordenstrappier) — лăпкă пурнăçра вăл орденăн тăванĕсене тум-тирпе, апат-çимĕçпе тата кулленхи урăх япалапа тивĕçтерсе тăмалла. Пруссие çĕнтерсе илсен унăн резиденцийĕ Христбург карманĕнче пулнă.

Тĕп хыснаçи

Тĕп хыснаçи (ним. Ordenstressler) — орденăн финансă операцисене туса пынă, орденăн укçа янттисене тытса тăнă.

Урăх ĕç вырăнĕсем

  • Kommandeur(ним.). «Командор» — çарпуçĕ, командир.
  • Capitularies(ним.). «Капитульер» — капитул (пуху, лару, комисси) ертӳçи.
  • Rathsgebietiger(ним.) — Канаш пайташĕ.
  • Deutschherrenmeister(ним.). Германин тĕп магистрĕ.
  • Balleimeister(ним.). Харпăрлăх магистрĕ.

Орден кун-çулĕ

Тевтон Орденĕ 
Герман фон Зальца, Мальборк карманĕн музейĕнчи скульптура.

Орден Хĕвел анăç Европăра

Тевтон Орденĕ 
Вольфрамс-Эшенбахри Нимĕç орденĕн çурчĕ

Орденăн еткерлĕхне илес текенсем

Орден тата Прусси

1813 çулта Пруссире «Тимĕр Хĕрес» ордена йышăннă. Тĕсĕпе вăл орден символĕ евĕр пулнă. Орденăн кун-çулне прус шкулĕсенче ăнлантарнă.

Орден тата нацистсем

Нацистсем хăйсене орденăн ĕçĕсен, уйрăмах геополитика енĕпе, еткерĕсем тесе шутланă. Орденăн «Хĕвел тухăçнелле хĕстерсе пырас» доктринине пĕтĕмĕшлех Виççĕмĕш Райх ертӳлĕхĕ алла илнĕ.

Нацистсем орденăн материаллă харпăрлăхне те хапсăннă. Австрие 1938 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче аншлюссласан, орденăн харпăрлăхне Германи национализациленĕ. Çавăн пекех Чехословакие 1939 çулта ярса илсен те ĕç-пуç çаврăннă. Хăйсен ирĕклĕхне Югославири тата Тиролĕн кантăрĕнчи орден пульницисемпе çурчĕсем сыхласа юлнă.

Ордена чĕртни. Орден паян

Тевтон Орденĕ 
Орденăн Мальборкри карманĕн панорами

Ордена 1834 çулта австри императорĕ Франц I пулăшăвĕпе çĕнетме тытăннă. Çĕнĕ Орденăн политика тата вăрçă амбицисем пулман, вăл хайĕн вăйне ыркăмăллăха, чирлĕ çынсене пулăшма т. ыт янă.

Нацистсем Ордена хăваланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтсех ларнă.

Вăрçă вĕçленсен ордена нацистсем аннексиленĕ австри харпăрлăхĕсене тавăрса панă.

1947 çулта ордена пĕтерес декрета аннулленĕ.

Ордена социаллă Чехословакинче çĕнĕрен туман, çапах та Австрире тата Германире чĕрĕлнĕ. Совет блокĕ аркансан орденăн уйрăмĕсем Чехинче (Моравипе Богемире), Словенире тата хăшпĕр европа патшалăхĕсенче йĕркеленнĕ. АПШра та орденăн пайташĕсем (20 çынна яхăн) ĕçлеççĕ.

Аслă магистр резиденцийĕ халĕ те Венăра вырнаçнă. Унтах орденăн хысна çурчĕ тата истори архивĕсене, 1000 яхăн кивĕ пичете, урăх документсене упракан библиотека. Орден аббат-хохмейстер ертсе пырать, ордена ытларах хĕрарăмсене пĕрлештерет.

Орден виççĕ çĕртен — Германи, Австри тата Кăнтăр Тироль — тата икĕ командорлăхран — Рим тата Альтенбисен (Бельги) — тытăнса тăнă.

Орденăн хĕрарăм мăнахĕсем Фризах хулинчи Каринтии (Австри) пульницăна тата Кёльнр пĕр харпăр санаторинче ĕçлеççĕ. Орден аппăшĕсем çаплах Бад-Мергенгемри, Регенсбургри тата Нюрнбергри ытти пульницăсемпе санаторисенче вăй хураççĕ.

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Бискуп М. Великая война Польши и Литвы с Тевтонским орденом (1409—1411 гг.) в свете новейших исследований // Вопросы истории. — № 12, 1991.
  • Бокман Х. Немецкий орден: Двенадцать глав из его истории / Пер. с нем. В. И. Матузовой — М.: Ладомир, 2004. — ISBN 5-86218-450-3.
  • Краўцэвіч А. Тэўтонскі ордэн. Ад Ерусаліма да Грунвальда 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. — Мінск: Навука і тэхніка, 1993. — 46 с. (белар.)
  • Урбан В. Тевтонский орден. — М.: АСТ, 2007. — 416 с. — ISBN 978-5-17-044178-5.

Çавăн пекех пахăр

Каçăсем

Tags:

Тевтон Орденĕ Ордена никĕслениТевтон Орденĕ Орден ячĕТевтон Орденĕ Орден структуриТевтон Орденĕ Орден кун-çулĕТевтон Орденĕ Орденăн еткерлĕхне илес текенсемТевтон Орденĕ Ордена чĕртни. Орден паянТевтон Орденĕ АсăрхавсемТевтон Орденĕ ВуламаллиТевтон Орденĕ Çавăн пекех пахăрТевтон Орденĕ КаçăсемТевтон ОрденĕXII ĕмĕрЛаттин чĕлхиНимĕç чĕлхи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Грана Падано (чăкăт)СăвăМонакоСловениАка, 29КĕпĕрнаттăрПуш, 28Викимедиа фончĕ1813628СцевкаДрозд Максим ГеоргиевичВельки КртишКургинян Сергей ЕрвандовичМусăкКопт чĕлхиРуç королĕ1943Назарбаев Нурсултан АбишевичАнтонова Наталия Сергеевна651Архангельск облаçĕМалахов курганĕ (фильм)IBMВĕçенкайăкАдольф ГитлерЧăваш арçын ячĕсемПурçăн тутăрне çыхма пĕлес пулатьЧӑвашсемАПШЯпониЭлектробусОпераци системиЭкономика (ĕçхĕл)ПлаценталлисемАвăн, 23524Людовик XVIII (Франци патши)1794C++Фрида БелинфантеМПУ Тĕп çурчĕХĕн-хур айĕнче (поэма)XVII ĕмĕрГалилей, ГалилеоТĕп хула.neБерлинВикипеди кун-çулĕНахраВикивулавăшКушакАслă БританиЧĕркаш2010КонтинентТегеранЕфремов Олег НиколаевичВасильев Александр МихайловичГуданов Евгений АлексеевичТăваткал километрПсамметих IХушма хак çине хуракан налук1895ДюймЕИДПХулаМатт (Гларус)Шыв курăкĕсемТăхăмла хайлавРамблерАтăлЮпа, 18🡆 More