Пулнисем
- 44 — Консулсем: Г. Ю. Цезарь (патриций) тата Марк Антоний (плебей). Цезарь — пурнăç вĕçленичченех диктатор тата цензор. Консул-суффект Публий Корнелий Долабелла (патриций). Преторсем: Гай Кассий Лонгин тата Марк Юний Брут. Тепĕр иккĕ халăх эдилне кĕртнĕ. Плебей трибунĕсем: Флавий Цезетий тата Эпидий Марул.
- Марк Антоний диктатор ĕç вырăнне пăрахăçланă.
- Консул: Марк Антоний
- Хула преторĕ: Гай Антоний, Марк Антоний шăллĕ.
- 44 — 15.2 — Антоний Луперкалий уявĕнче Цезарь пуçĕ çине диадемăна тăхăнтарма хăтланнă. Марк Брут, Децим Брут, Кассий, Публий Сервилий Каска, Луций Корнелий Цинна (кĕçĕнни) таат урăххисем кавара хатĕрленеççĕ. 15.3 — Убийство Цезаря заговорщиками на заседании сената.
- 44 — 16.3 — Сенат Цезаре турă евĕр чысланă. Ăна вĕлерекенсем провинцисене ярса илеççĕ. Клеопатра Икĕпата таврăнать. Сицилире Секст Помпей тĕрекленсе ларнă. Антоний Цезарĕн хыснине тата архивне ярса илнĕ. Риме Аполлонирен Октавий (Гай Юлий Цезарь Октавиан) таврăннă. Брундизири çар ăна Цезарь ывăлĕ тесе йышăнать. Октавиан Антонирен Цезарь еткерлĕхне ыйтать. Октавиан халăха хăйĕн шутĕнчен Цезарь халалĕпе юлнă укçана валеçсе парать, «Цезарь çĕнтерĕвĕсене чысланă вăйăсене» иртерет. Сенат Цизальпа Галлине Децим Брута ярасшăн пулнă, анчах та Октавиан сената унта Антоние яма ыйтать. Октавиан трибуна суйланасшăн пулнă, анчах та Антоний çак саккуна пăсни тесе пĕлтерет, суйлава чарать те Октавиана ăна вĕлересшĕн тесе калать. Октавиан Кампание каять те унта 5 легион пуçтарать. Антоний Брундизие каять те Македонирен 4 легиона чĕнет. Децим Брутран вăл Галлие ыйтать. Брут килĕшмест те 3 легионпа Мутинре пытанать. Антоний Мутинăна хупăрлать.
- 44 — Клеопатра XIV Птоломея наркăмăшлантарса вĕлернĕ те хăй пĕччен патша пулса юлнă.
- 44-30 — Икĕпат патши Птолемей XV Цезарион (47-30), VII Клеопатрапа Гай Юлий Цезарĕн ывăлĕ.
Вилнĕ
Çавăн пекех
П. эрч. 44 категори тупăнмарĕ
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article П. эрч. 44, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.