Потанина Александра Викторовна

Потанина Александра Викторовна, — Тĕп Азине тĕпчекен, çулçӳревçĕ, этнограф.

1843 çулхи нарăс уйăхен 6 (ç.с.) Чулхула кĕперниĕнчи (халĕ Чулхула облаçĕ) Горбатов хулинче çуралнă. 1893 çулхи юпа уйăхĕн 1 вилнĕ. Кяхта хулинче çĕре кĕртнĕ.

Тĕп Азине тĕпчекен хĕрерамсенчен пĕрремĕш шутланать. Г. Н. Потанин арăмĕ.

Пурнăçĕ

В. Лавровскийĕн, Чулхулари ăс-тăн семинариĕн вĕрентекенĕн интелегент çемьинче çуралнă. Хĕрсен училищинче вĕреннĕ, воспитательница пулса ĕçлене. 1872 çулта Вологда кĕперниĕн Никольска ссылкăна янă Константин пиччĕшĕ патне кайса килнĕ. Унта Константинăн юлташĕпе, Г. Н. Потанинпа паллашнă. Кăштахран Григорий Потанинпа пĕрлешнĕ.

Ачаранах ӳкернипе тата естество ăслăлăхĕсемпе кăсăкланнă. Мăшăрĕ Тĕп Азине çулçӳреве кайнă чухне унпа пĕрле пынă. Мăшăрĕпе пĕрле 1876-1877, 1879-1880 çулсенче Монголин çурçĕр-хĕвеланăç енне, 1884-1886, 1892-1893 çулсенче çурçĕр енчи Китая, Тибетăн хĕвелтухăç енне тата Монголин тĕп районĕсене çитсе килнĕ. Юлашки çулçӳревĕнче Янцзы юханшывĕ çинче чирлесе вилнĕ.

Ӗçĕсем

  • «Бурятсем» (Буряты, 1891);
  • «Хĕвелтухăç Çĕпĕре, Монголине, Тибета тата Китая кайса килни çинчен» (Из путешествий по Восточной Сибири, Монголии, Тибету и Китаю, 1895);
  • Статьясен пуххи (1895).

Tags:

18431893КяхтаНарăс, 6Тĕп АзиХулаЧулхула облаçĕЭтнографЮпа, 1

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

WВăхăт тăрăхĕХутласси19766532020ТосканаЧăваш РеспубликиГималай тăвĕсем1783П. эрч. 51Нидерландсем1703Быков Ролан АнтоновичGoogle (компани).shWindows XPТрубина Марфа ДмитриевнаВьетнам41977R.euКапица тата Семёнов профессорсен портречӗЯпони историйӗТĕнчери халăх йышĕ284Mункун1951Çуран çар1940-мĕш çулсем23ИншааллахÇурла, 62000Приключения ФликаКăрлач, 27Сиракуза чиркӗвӗ1982УдмуртиРаççей Федерацийĕ1990Гейдрих РайнхардМальта (патшалăх)Любляна1955Çĕрпӳ уесĕЛюксембург (патшалăх)M189899ВатиканC++Протеинсем1913194664XУильям ШекспирМăкшă чĕлхиМакиавелли Никколо1965ДецибелЛис Никита84АвстриТĕп АзиМехикоЯркăч (тумтир)2007113🡆 More