Нар Урини (паспортпа Петрова Ираида Алексеевна, 1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ, Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ - 1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ, Мускав) — чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçĕ.
Нар Урини | |
Çуралнă чухнехи ят: | Петрова Ираида Алексеевна |
---|---|
Суя ятсем: | Нар Урини |
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 13, 1913 |
Çуралнă вырăн: | Йăлпăлак ялĕ, Ĕпхӳ кĕпĕрни, (халĕ Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕ) Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1983, юпа, 4, |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР |
Пăхăнулăх: | Раççей империйĕ, |
Ĕçлев тĕсĕ: | прозăç, драматург, сăвăç |
Тĕлĕ: | трагеди, эпос |
Жанр: | повеç, калав, сăвă |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш, вырăс |
1980 çултанпа ССРП ÇП пайташĕ.
Хусанти чăваш педагогика техникумĕнче, Тĕп театр ӳнер текхникумĕнче пĕлӳ пухнă. Хор ушкăнĕсен ертӳçи ĕçне алла илнĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче Ленинградри хоспитăльсенче ĕçленĕ.
1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă.
Автобиографирен:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)Родилась в Башкирской АССР, деревня Елбулак Бижбулякского района в 1913 году в семье сельского учителя Петрова Алексея Петровича. Мать – Петрова Елизавета Васильевна – учительница. В 1914 году умер отец. Мать учительница до сего времени в селе Бижбуляк БАССР. Есть отчим, который сейчас на фронте, Рябухин Алексей Иванович – член ВКП (б).
Фёдор Павлов статйинче Нарс Уринине «Петрова-Агакова» пек асăннă. Çапла вара, ку унăн пĕрремĕш упăшки Агаков Леонид Яковлевич иккенне пĕлтерет пулмалла.
Иккĕмĕш упăшки — Григоров Диодор Иванович (1909.01.05 — 2002): уçă çăлкуçсенчен килйыш хăш адреспа пурăнни те паллă: Московск.обл. Калининград р-н, Карла Маркса ул. Дом.25 Кв.81.
Упăшки аçта ĕçлени те паллă:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)...Немедленно, а точнее 3-го апреля 1957 г., он [Сергей Павлович Королев] создает в ОКБ-1 отдел № 9, которому поручается проектирование космических объектов, в том числе и для пилотируемых полетов. Руководство отделом он поручает Михаилу Клавдиевичу Тихонравову, добившись перевода его из НИИ-4 в ОКБ-1.... Григоров Диодор Иванович — зам. руководителя проектного отдела № 9
Пичетленме XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă.терет Калавсене, автобиографи повеçне («Тятюк») тата «Пурнăç çиппи» сăвăсен пуххине хайланă. Унăн сăввисем çаплах Чăваш кĕнеке арсиздательстви кăларакан «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăнла ĕçĕсенче кун сути курнă. Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ драматургăн «Телейпе Илем» пьесине темиçе çул кăтартнă.
«Кун-çул юппинче» сăвăсен, «Телейпе Илем» пьесăн тата «Савпипе Кришна» юмахăн никĕсне автор Атăл Пăлхарĕ тапхăрĕнче пулнисене халапласа çырнă.
Çаплах Ираида Алексеевна чăваш литературипе театр ӳнерне Мускавра кăтартас ĕçе хастар туса пынă.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Нарс Урини, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.