Митта Ваçлейĕ (паспортра: Митта Василий Егорович; 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ, Аслă Арапуç ялĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ — 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ, тăван ялĕнчех), — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ.
СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.)
Митта Ваçлейĕ | |
Василий Егорович Митта | |
Çуралнă чухнехи ят: | Митта, Василий Егорович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 5, 1908 |
Çуралнă вырăн: | Аслă Арапуç ялĕ, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ), Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | Çĕртме, 10, 1957 |
Вилнĕ вырăн: | Аслă Арапуç ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР |
Ĕçлев тĕсĕ: | сăвă, куçару ĕçĕ |
Ĕçсен чĕлхи: | чăваш |
1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă.
Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă.
Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ.
Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçачĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă.
1937 çулта айăпсăр айăпланă. 1954 çулта таса ятне тавăрнă.
1955-1957 – литконсультант, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ.
1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче хăй тăван ялĕнче вилнĕ.
Паллă кинорежиссёрăн, Александр Наумович Миттан, чăн хушамачĕ — Рабинович. Ăçтан тупăннă-ха уншăн Митта тени? Ак мĕн аса илет çак çын:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)В Строительном институте я учился с очень милой девушкой Нарсей Митта, которая вышла замуж за прекрасного парня Сашу Белоусова и стала Белоусовой. И фамилия Митта как бы растворилась в воздухе.<Куçару: Çурттăвăм институтĕнче эпĕ Нарся Митта ятлă питĕ кăмăллă хĕрпе пĕрле вĕренеттĕм. Кайран вăл Саша Белоусов ятлă лайăх йĕкĕте качча тухрĕ те Белоусова пулса тăчĕ. Çапла вара Митта хушамат сывлăшра ирĕлсе çухалнă пекех пулчĕ.>
Эппин, паллă кинорежиссёр хăйне валли псевдоним суйласси çак пулăм витĕмĕпе пулни каламасăрах паллă.
Поэтăн тăхăмĕсем.
1924 çултан пичетленнĕ, Çеçпĕл Мишшин чăваш сăвви реформине малалла тăснă. Хайлавĕсен тĕп теми — тăван çĕр-шыв çĕнелни. 1930-мĕш çулсенчен пуçласа хайлавĕсем публицистика енне туртăнни, Маяковски витĕмне курни палăрать. 1950-мĕш çулсенчи сăввисем философилле. «Тайăр» поэмăра Чăваш поэчĕ Тайăр Тиммкин кун-çулĕ, шăпине çырса кăтартнă. А. Пушкин, М. Горкий, С. Есенин, Л. Кассиль, Н. Островский, А. Кунанбаев, М. Джалиль ĕçĕсене чăвашла куçарнă.
Пичетленсе тухнă кĕнекисем:
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Митта Ваçлейĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.