Мария Каллас (акăл.
Чи малтанах драмаллă колоратура саспа юрланă, каярах — лирика-драмаллă сопрано саспа, пурнăçĕн юлашки çулĕсенче вара юрă партисене меццо-сопрано саспа юрлама тытăннă.
Мария Каллас | |
Тулли ят | Мария Анна София Сесилия Калогеропулу |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1923 çулхи раштав уйăхĕн 2-мĕшĕ |
Çуралнă вырăн | Нью-Йорк, АПШ |
Вилнĕ вăхăт | 1977 çулхи авăн уйăхĕн 16-мĕшĕ (53-ре) |
Вилнĕ вырăн | Парис, Франци |
Патшалăх | АПШ |
Профессисем | юрăç |
Мария Каллас Винченцо Беллини, Джоаккино Россини тата Гаэтано Доницетти оперисенчи кăсăк колоратурасемпе çех çырлахман, вăл хăйĕн сасĕнчен тĕп ÿнер хатĕрĕ туса хунă. Вăл операн анлă репертуарне классикаллă опера-сериасенчен пуçласа (Гаспаре Спонтини çырнă «Весталки» опера) Джузеппе Вердин юлашки оперисен, Джакомо Пуччинин веризм юхăмлĕ оперисемпе тата Вагнерăн кĕвĕллĕ драмисен таранах çĕнтерсе илет.
Каллас карьери XX ĕмĕр варринче çÿлле хăпарса кайни сасă çырнин ĕçре вăраххăн вылякан пластинка тухнă пирки тата юрăç сасă çыракан EMI фирма ĕçченĕ, Вальтер Леггепе туслă пулнинчен та килнĕ.
Опера театрĕсен пусми çине çĕнĕ ăру — Герберт фон Караян тата Леонард Бернстайн пек дирижёрсем, Лукино Висконти тата Франко Дзеффирелли пек кинорежиссерсем килни, Мария Каллас хутшăнакан кашни спектакле паллă лару-тăру туса тăратнă. Вăл операран чăннипех те драмаллă театр туса хунă, унăн сасси хĕпĕртÿ, хумхану е тунсăх туйăмĕсене сисме хистенĕ.
Мария Каллас Викиампарта? |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Мария Каллас, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.