Коков Валерий Мухамедович

Коков Валерий Мухамедович, — Кабардино-Балкари Республикине виçĕ президент тапхăрĕ хушшинче ертсе пынă президент.

1941 çулхи юпа уйăхĕн 18 Кабардино-Балкари Республикинчи Тырныауз хулинче çуралнă. Кабардин. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 29 чирленĕ хыççăн Мускавра вилнĕ.

Пурнăçĕ

1964 çулта Кабардино-Балкарин патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ. Çавăн пекех Пĕтĕм союзри ял хуçалăх экономикин ăслăлăхпа тĕпчев институчĕнче аспирантурăна, 1978 çулта заочлă майпа Ростов-На-Дону хулара вырнаçнă ЦК КПССăн аслă парти шкулне пĕтернĕ.

Хăйĕн ĕçне Баксан районĕнчи «Трудовой горец» ятлă колхозра агроном вырăнĕнче пуçланă. 1990-1991 çулсенче Кабардино-Балкари АССРăн Верховный Совечĕн председателĕ пулнă. 1991 çултанпа Кабардино-Балкари АССРăн Министрсен совечĕн председатĕлĕн пĕрремĕш çумĕ пулнă.

1992 çулта халăх Валерий Кокова Кабардино-Балкари Республикин президентне суйласа илнĕ. 1997 çулхи кăрлачăн 12 ăна иккĕмĕш срока, 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнче виççĕмĕш срока суйласа илнĕ. Унăн кандидатурине суйлавçăсен 80% ытла хăйсен сассине панă.

Tags:

19412005Кабардино-Балкари РеспубликиМускавТырныаузЮпа, 18Юпа, 29

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

WЛатин чĕлхиЛуаре (департамент)УзбекистанЧăн хисепАвăн, 29Кăтартăшла функциВикихыпарАка, 11Старикова Светлана ИвановнаАслӑ Константин I1573ФранциМарк Аврелий1154Аслă КарлЛиндон ДжонсонПуш, 28Тĕп страницаЖанна д’АркПсихологиМегалополисАка, 24Ӳкерчĕк1555Өзбек тылДиафрагма (анатоми)СтатистикаМоника БелуччиУтă, 3Юлиан календарĕУйăх (Çĕр çулташĕ)Нимĕç чĕлхиМанилаВикипедин чĕлхе уйрăмĕсемМораБикин (юханшыв)ШахнамеФерма ПьерÇурçĕр тинĕсĕАлимова Матлюба ФархатовнаКалевалаНаполеон I БонапартТеннисСулавесиПалеонтологиПĕрлĕхле чи пысăк пайлавçăПокровка (Федоровка районĕ)Сӳретле ӳнерÇĕнĕ МексикаЭлиста.myХабенский Константин ЮрьевичАвалхи Новгород диалекчĕ1867Вĕрмер1995Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçиКатолицизмСофрон Иванч кин кĕртет (камит)Жозефина БогарнеИонНарăс, 29СыпăкАрхимед спиралĕТеннĕсси ВильямсВольфганг КубикиСтамбулАхмеев Селивестр НиколаевичЖак Луи ДавидДжим КерриАда ЛавлейсМасайсем🡆 More