Гольфстри́м (кӳлмекрен юхни) — Атлантика океанĕн ăшă тинĕс юхăмĕ.
Гольфстрим юхăмĕн кун-çулĕнче темиçе ĕç-хĕл вылять. Çавсен шутне атмосферăн циркуляцийĕ тата çурçĕрелле куçнă сĕм хăватланса пыракан Кориолис вăйĕ те кĕрет. Гольфстримăн тăхăмĕ — Флорида юхăмĕ — экватортан Мексика кӳлмекне Кубăпа Юкатан хушшинчи тинĕс пырĕпе шуçса пырать. Сехет сăни шунă евĕр, Флорида юхăмĕ тата Кубăпа Флорида хушшинчи татах хĕсĕртерех тинĕс пырĕпе Атлантика океанне кĕрет.
Мексика кӳлмекĕнче ăшă шывпа тулнă Флорида юхăмĕ Пахам утравĕсем патĕнче Антиль юхăмĕпе пĕрлешĕнет те Гольфстрим ятне кĕрет, малалла çăтă ярăмлăн Çурçĕр Америкăн çыранĕпе юнашар юхать. Çурçĕр Каролина тĕлĕнче Гольфстрим материкран уçăмлă океана тарать. Тепĕртак 1500 çухрăмран вăл сивĕ Лабрадор юхăмĕпе тĕл пулать, çавна пула тухăçалла, Европа еннелле тайăлать. Тухăçалла ăна Кориолис вăйĕ хăвалать. Европа çулĕнче пăсланнипе, сивĕннипе тата уйрăлса каякан юхăмĕсене пула Гольфстрим чылай хăватне çухатать, çапах та вăл ватă Европăна самаях çемçе çанталăк парнелет. Мăн Ньюфаундленд банкинчен иртсен Гольфстримăн çурçĕр-тухăç малашлăхне Çурçĕр-Атлантика юхăмĕ теççĕ.
Флорида кӳлмекĕнче çак юхăм 25 млн. м3/ç куçарать, ку вара Çĕр çинчи пур юханшывсен пĕрлĕ куçаракан шывĕнчен 20 хут ытларах шутланать.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Гольфстрим, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.