Кĕвĕç Васильев Александр Георгиевич

Васильев Александр Георгиевич, — чăваш кĕвĕçи.

1948 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă, çавăнтах 8 клас вĕренсе тухнă.

Чăваш Енĕн ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), М. Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ («Весенние хороводы» хор кантатишĕн, 1982), Пĕтĕм Раççейри çамрăк кĕвĕçĕсен курав-конкурсăн лауреачĕ (Иккĕмĕш струнăллă квартетшĕн, 1969). 1997 çулта «Поклонение Земле и Предкам» ятлă хорпа солист валли çырнă концертшăн Чăваш Енĕн Патшалăх премине тивĕçнĕ.

Пурнăçĕ

Çамрăклах купăспа вылянă, кайран — баянпа. 1963-1967 çулсенче Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕнче В. А. Ходяшев патĕнче вĕреннĕ. 1967-1972 çулсенче Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Музыкăпа педагогика институчĕн композици класĕнче вĕреннĕ. 1982-2001 çулсенче — Чăваш Енĕн кĕвĕçĕсен пĕрлĕхĕн правлени пуçлăхĕ.

Ӗçĕсем

Кĕвĕçĕн чи пысăк ĕçĕ — С. Эльгерăн поэми «Под гнетом» тăрăх (либретто — Г. Краснов) çырнă 3 пайлă «Чакка» опера. Ăна институтра Г. И. Литинский класĕнче çырнă. Оперăри ĕçсем Пугачев пăлхавне пуcарнă хыççăн чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Чакка — хресченсен ертӳçи.

Симфониллĕ ĕçсенчен паллисем:

  • «Праздничная увертюра» (халăх йăлисем тăрăх, 1974),
  • «Токката» (1974),
  • «Приношение Федору Павлову» (кĕвĕç 100 çул тултарнă май çырнă, 1992).

Паллă ĕçĕсем шутне çавăн пекех икĕ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чăвашсен кĕвĕ фольклорĕпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчĕсем, т.ыт. кĕреççĕ.

Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлă ун ĕçĕсен пуххине пичетленĕ (1990).

Каçăсем

Tags:

1948Кăрлач, 9КĕвĕçТăрмăшЧăваш Енĕн Тăвай районĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Софрон Иванч кин кĕртет (камит)Çĕртме уйăхĕАрафур тинĕсĕПсихологиАслă сержант1552Тĕс (биологи)Чăваш Енĕн администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕКивĕ Купавна1576СпамMetro-Goldwyn-MayerДонецкФизикаПапанов Анатолий Дмитриевич.mcДжастин БиберКăнтăр Китай тинĕсĕШуйтанУзбекистанУйăх (Çĕр çулташĕ)Ункă (математика)ВьетнамHTMLИонНимĕç чĕлхиДоренко Сергей ЛеонидовичПеруРеал Мадрид ФКСалоникиКавказри АлбаниРаштав, 2MediaWikiАн (координат).ilÇурçĕр АмерикаМарадона ДиегоУкраина800817Ричард Арăслан ЧĕриНубиWМарк АврелийÇурла, 22Çĕрпӳ уесĕП. эрч. 103Горбачёв Михаил СергеевичФашизмТольяттиNБретаньЦилиндрла хумСанкт-Петербург патшалăх университечĕРубин Хусан ФКИвашов Леонид ГригорьевичПи (хисеп)949А «Антей» проекчĕн шывай киммисемЭлистаПрешов районĕ2000ВикиCreative CommonsЧухăнлăх.mn292.gnВосток (антарктика станцийĕ)Бикин (юханшыв)🡆 More