Айришсем

Айришсем, (айр.

Çаплах Аслă Британире (14 млн çын), АПШ (36 млн яхăн çын), Канадăра (4,3 млн çын), Австралире (1,9 млн çын) тата урăх патшалăхсенче вырнаçнă.

Айришсем
Тăван ячĕ айр. Éireannach, нум. х. Éireannaigh; акăл. Irish
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 8 500 000 çын (çуралнипе шутласан — 80 000 000)
ИрландиАйришсем Ирланди — 3 900 660 çын
АПШАйришсем АПШ — 33 348 221

Чĕлхе Акăлчан, айриш
Тĕн Католицизм, кăштах протестантизм
Расă тĕсĕ Европеоидный
Кĕрет  Кельт халăхĕсем

Наци чĕлхи — айриш, анчах халăхăн чылайрахăшĕ, патшалăхăн анăçĕнчи уйрăм районсенче (гэлтахтсем), тĕп чĕлхе вырăнĕнче —акăлчан чĕлхи.

Истори

Утрава пурăнма куçни

Историксен тĕпчев ĕçĕсем тăрăх Ирландие этем йăхĕ 9000 çул маларах килнĕ. Чи пĕрремĕш куçса килнисем пирки хыпар çук. Хăйсем хыççăн вĕсем темиçе хăй евĕр мегалити çурт-йĕр хăварнă, ячĕ те, чĕлхи те сыхланса юлман.

Христианлăх тапхăрĕ

Рим истори çырăвĕсенче Ирландире 16 уйрăм йăх-ăру пулни паллă.

V ĕмĕрте Ирландире христианлăх тымар янипе утравçăсем кӳршисемпе урăхларах хутшăнма тытăнаççĕ.

Малтанхи вăтам ĕмĕрсенче куçса çӳренисем, çĕрсене туртса илнисем

Айришсем 
Дал Риада

VII ĕмĕр хыççăн айрришсем (ирландсем) хăйсен сĕмне Шотландире сарса Дал Риада патшалăхне йĕркелет. Ирланд миссионерĕсем христос тĕнне пикт Шотландине илсе килеççĕ, вĕсене Европăра та пĕлнĕ.

Викингсем IX — X ĕмĕрсенче утрав çинче нумай хула— Дублин, Лимерик, Корк, Уотерфорд — никĕсне хунă. Викинг сĕмĕ ирланд этносĕнче чылайах пулман, çапах та чуранлăха лекнĕ ирландсем скандинавсемпе хутăшса исланд этносĕ йышне кĕнĕ. Çав тапхăрти Ирланди кăсайĕсенче çапла каланă: «Чаплă ăратран тухнă чурасем те пулнă, Ирланди патшалăхĕнчен».

Ирландие анкăл-нормансем, валлисем, фламандсем, анкăл-саксонсем тата бретонсем килсе кунта пурĕ те хутăшса пырса ирланд халăхĕ, этеплĕхĕ йĕркеленсе пынă.

Кайранхи вăтам ĕмĕрсем

Кайранхи вăтам ĕмĕрлĕхре Ирландие акăлчансем оккупациленĕ. XVI ĕмĕрте Генри VIII хăйĕн çарне Ирландие кĕртсе ярать.

Британ колонисчĕсем

Ирландие колони тăвас тесе акăлчансем 1160-мĕш çулсенче талпăнма пуçлаççĕ, анчах та анкăл-норман куçса килнĕскерсем вырăнти халăхпа хутшăнса çухалаççĕ. Иккĕмĕш хут Ирландие пăзăнтарас ĕç-пуçра XVI ĕмĕрте акăлчансемшĕн ăнăç тухать. Ирландсене чи вăйлă аркатаканни Кромвель шутланать, вăл 1657 çулта ирландсен нумай çĕрне туртса илсе акăлчансене валеçсе парать, кунта пурăннă çынсем çĕршывăн урăх районĕсене куçса каяççĕ.

Хальхи лару-тăру

Ӗненекенсен чылайăшĕ — католиксем. Ирланд халăхĕ ял хуçалăхĕнче (выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси), пулă ĕç-пуçĕ, промăçлăхĕнче вăй хурать. Çулçӳрев ĕç-хĕлĕ пур.

Культура

Наци тум-тирĕ

Ирланд халăхĕн тум-тирĕ — чĕркуççине çити апельсин тĕслĕ килт, вăрăм жакет, çухавсăр кĕпе тата берет (çемçе çавра калапак). Тум-тирне çухатнă теме пулать. Ăна мусăкçăсем кăна тăхăнаççĕ.

Апат-çимĕç

    Тĕп статья: Айриш апат-çимĕçĕ


Айриш хушамачĕсем

Айриш хушамачĕ «О'» тата «Мак» префиксран пуçланать.

Ятра «Мак» е «О» пур пулсан —
Ирландран сире салам.
«О» та, «Мак» та çук —
Ирланд кунта çук.

«О'» гэл Ó пулса тухать, малтан вăл Ua (hUa) пек илтĕнет, «мăнук», такамăн «несĕлĕ» тени пулать. «Мак» (Mac, Mc, е Ма в хушамат пуçламăшĕнче) «ывăл» тени пулать. «Фитц»- (Fitz) франци fils de фразинчен пулса тухать, унпа нормансем усă курнă, вăл çаплах «ывăл» пĕлтерĕшлĕ.

Асăрхавсем

Вуламалли

Tags:

Айришсем ИсториАйришсем Хальхи лару-тăруАйришсем КультураАйришсем Айриш хушамачĕсемАйришсем АсăрхавсемАйришсем ВуламаллиАйришсемÇурçĕр ИрландиАПШАвстралиАйриш чĕлхиАслă БританиИрландиКанадаКельтсем

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Иншааллах1579Çĕртме уйăхĕGoogle (компани)МегалополисАнтонова Наталия Сергеевна.mcМорфологи (лингвистика)Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисемЧӳк, 3Кингстон (Ямайка)КуккурусМюнхенВосток (антарктика станцийĕ)Вутлан (Çĕрпӳ районĕ)МасайсемMetro-Goldwyn-MayerМилан (футбол клубĕ)ТвиттерАвалхи ЕгипетЭквадорПуш, 28Сăнарлă пĕрчĕЛатин чĕлхиСтарикова Светлана ИвановнаИллирисемАслӑ Константин IКивĕ Эйпеç (Улатăр районĕ)Ионио тинĕсĕКозенцаМаргарет ТэтчерРаштав, 21РеспубликаФашизмАвалхи вырăс чĕлхиvxg3pКăрлач, 25УнкăУнкă (математика)Жозефина БогарнеИсториТайнЮпитерЧингисхан949А «Антей» проекчĕн шывай киммисемЛаптăкУт хатĕрĕÇурла, 22Адюков Виталий Иванович1552Таль (тăрăх)1263ГеографиАПШ Демократи партийĕСанкт-Петербург патшалăх университечĕКлеопатра IТăван Çĕршывăн Аслă вăрçиКăрлач, 29Сан-Франциско292Реал Мадрид ФКНанкин377ГоминидсемАлександров Алексей ГеннадьевичПортугал чĕлхиИрак🡆 More