Сăмах, — япаласене, вĕсен паллисене, пулăмсене, ĕç-хĕле ят паракан пĕлтерĕшлĕ чĕлхе единици.
Ун кашни чĕлхерех хăйне килĕшекен фонетика, грамматика тата пĕлтерĕш паллисем пур. Сăмахăн лексика тата грамматика пĕлтерĕшĕсем пур: çын «ăсласа калаçма пултаракан чĕр чун» — лексика пĕлтерĕшĕ; çынсем — нумай хисепри, тĕп падежри япала ячĕ — грамматика пĕлтерĕшĕ.
Сăмах чĕлхе единицисем хушшинче тĕп вырăн йышăнать. Анчах ку тарана çитсе те чĕлхеçĕсем сăмахăн тĕп паллисене палăртса çитереймен-ха. А.М. Пешковский чĕлхеçĕ уйрăм сăмахăн çак паллăсем пуррине кăтартать:
Кашни сăмах сасăсенчен тăрать. Çав сасăсен пĕрлешĕвĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Сасăсен пĕлтерĕшсĕр пуххине сăмах теме çук. Каланине çирĕплетме тĕслĕх илсе пăхар. Б.Н.Головин çырнă тăрăх, вырăс çынни урывчок, кульшша, утакан сасăсен пуххине сăмах теме пултараймасть, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхинче вĕсен пĕлтерĕшĕ çук. Çав вăхăтрах утакан тени чăваш чĕлхинче сăмах шутланать, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ пур. Çапла вара, вăл е ку сасăсен пуххи сăмах пулнипе пулайманнине палăртас тесен унăн пĕлтерĕшне тупмалла. Сăмахсен семантикине тĕрĕс уçса пама чĕлхе пĕлни пулăшать. Кирек мĕнле чĕлхене вĕренме те сăмахсенчен пуçлатпăр. Вĕсем вара пире чĕлхен фонетикине, морфологине, синтаксисне вĕренме май параççĕ.
Сăмахăн янравĕпе пĕлтерĕшне пĕр-пĕринчен уйăрма çук, кунсăр пуçне тĕпчевçĕсем сăмахăн ытти паллăсем пуррине те кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, Н.М.Шанский унăн 15 уйрăм паллă пуррине палăртать. Вĕсенчен пиллĕкĕшне кăна сăмахăн тĕп паллисем шутне кĕртет:
Сăмаха Н.М.Шанский çакăн пек определени парать: «Сăмах — чĕлхе единици, хăйĕн пуçламăш форминче (вăл ударенисĕр сăмах мар пулсан) пĕр ударениллĕ пулать, унăн пĕлтерĕшĕ, лексикăпа грамматика уйрăмлăхĕсем тата пĕлтерĕш пытарăнчăклăхĕ пур».
Сăмах чĕлхере хăйне евĕр единица шутланать, вăл морфемăсенчен лексикăпа грамматика пĕлтерĕшĕсем пуррипе уйрăлса тăрать. Сасăсемпе пĕлтерĕш яланхи пĕрлĕх туни сăмаха фонемăран уйăрма май парать. Сăмах майлашăвĕсенче икĕ ударени пулма пултарать, анчах уйрăм сăмахсем пĕр тĕп ударениллĕ кăна пулаççĕ. Сăмахăн тĕп паллисенчен пĕри — кашни сăмахпах чĕлхере темиçе хут та усă курма май килни. Сăмаха ытти чĕлхе единицисенчен уйăрса илме ку çителĕксĕр, мĕншĕн тесен морфемăсем те, фразеологизмсем те чĕлхен хатĕр единицисем шутланаççĕ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Сăмах, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.