Раççей Федерацийĕ

Раççей (выр.

Россия) е Раççей Федерацийĕ, кĕске РФ (выр. Российская Федерация) — Тухăç Европăри тата Çурçĕр Азири патшалăх. Раççей — тĕнчери чи пысăк патшалăх, унăн территорийĕ тĕнчере йышăннă чикĕсенче 17098246 км².

Россия

Раççей Федерацийĕ

Раççей Федерацийĕ Раççей Федерацийĕ
Раççей ялавĕ Раççей гербĕ
Раççей Федерацийĕ
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Тĕп хула Мускав
Чи пысăк хула Мускав
Президент Улатимĕр Путин
Премьер-министр Михаил Мишустин
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
1 вырăнта
17 125 191 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2023)
 - Йышлăхĕ
7 вырăнта
146 447 424
8,55/км²
Валюта ячĕ (RUB)
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +02 пуçласа +12 таран
Патшалăх гимнĕ Раççей гимнĕ
Тетел доменĕ .ru, .su, .рф
Тел. префиксĕ 7

Раççей Федерацийĕ вунпĕр сехет тăрăхĕнчен тăрать, вăл вунтăватă çĕршывпа чикĕленет. Пурăнан халăх йышĕпе тĕнчере тăххăрмĕш вырăн йышăнать. Чи пысăк тата тĕп хули — Мускав. Патшалăхри тĕп культура хули вырăнĕнче Санкт-Петербург шутланать, халăх йышĕпе вăл иккĕмĕш вырăн йышăнать. Ытти пысăк хуласем: Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Çĕршывăн мĕнпур çĕрĕсенчи патшалăх чĕлхи — вырăс чĕлхи, хăшпĕр регионсенче хăйсен патшалăх тата официаллă чĕлхесем. Укçа виçи — раççей рублĕ.

РФ — тĕрлĕ этнос тата культура нумайлăхлĕ Нумай нациллĕ патшалăх. 2010 çулта пурăнан халăх çырса тухнипе, çав шутрах Крым тата Севастополь (2014 çул хыççăн), çĕршывра 190 ытла национальнăç пуррине палăртнă, вĕсен хушшинче вырăссем — 80 %, вырăс чĕлхипе 99,4 % ытла раççейсем калаçаççĕ. Пурăнан халăхăн чылайрахăшĕ (75 % яхăн) православи тĕн йăлине тытса пурнать, çакна пула Раççей тĕнчери чи нумай йышлă православиллĕ çĕршыв шутланать.

Раççей — федерациллĕ президент-парламент республики. 1999 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнченпе (2008—2012 çулсенче Дмитрий Медведев президент пулнă) РФ президенчĕн вырăнне Владимир Путин йышăнать. 2020 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнченпе правительство председателĕ — Михаил Мишустин.

Раççей 18 патшалăхсемпе чикĕленет (вунулттăшĕпе — çĕрпе, те иккĕшĕпе — тинĕспе). Раççей йышне унăн конституципе 89 субъектсем кĕреççĕ, вĕсенчен — 48 облаç, 24 республика, 9 край, 3 федераллă пĕлтерӳпе хула, 4 автономиллĕ округ тата 1 автономиллĕ облаç. Пĕтĕмпе çĕршывра 157 пин пурăнан вырăнсем.

Раççей — ядерлă патшалăх. Космос патшалăхсенчен пĕрри. Раççей ПНО Хăрушсăрлăх Канашне ялах хутшăнакан, вето правипе кӗрет. Çавăнпа, Раççей нумай тĕнчери организацисенче пур: ПНО, G20, ЕАЭП, ППП, КХКО, ТСО, OSCE, SCO, APEC, БРИКС, ТОК тата ыттисем.

1991 вĕçĕнче ССРП арканăвĕ хыççăн тĕнчери пĕрлешӳ Раççее ССРП-н тĕпкĕч пекех йышăннă.

2021 çулхи ШПП-н калăпăшĕ (номиналлă) — 1,8 трлн доллар, Раççей унта 11-мĕш вырăнта вырнаçнă (анчах ИПП-пе 6-мĕш вырăнта).

Географи

Раççей вунтăваттă ирĕклĕх (ПНО-çĕршывсен нумайрахăшĕ йышăннă) патшалăхĕсемпе чикĕленет.

çавăн пекех Раççейĕн тинĕс чиккисем пур.

Чи пысăк хуласем

Миллион ытла çын çак хуласенче пурăнать: Мускав, Санкт-Петербург, Çĕнĕ Çĕпĕр, Екатеринбург, Хусан, Чулхула, Челепи, Красноярск, Самар, Ĕпхӳ, Тан-çинчи-Ростов, Омск, Краснодар, Воронеж, Перĕм, Волгоград.

Халăх

Халăх йышĕ

Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %). Хула çыннисем 73%.

Чĕлхесем

Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Кунçул

Раççей ФедерацийĕРаççей Федерацийĕ  Раççей Федерацийĕ Раççей кун-çулĕ

Авалхи славянсемруссем IX ĕмĕр
Киев Руçĕ 862—1242
Вырăс кнеçлĕхĕсем XII—XVI:
• Новгород республики 1136—1478
• Улатимĕр кнеçлĕхĕ 1157—1363
• Литва, Вырăс, Жемойта тата урăххисем 1236—1569
Мускав кнеçлĕхĕ 1263—1478
Вырăс патшалăхĕ 1478—1721
Раҫҫей империйӗ 1721—1917
 Раççей республики 1917
• Совет Раççейĕ 1917—1922
• Альтернативлă йĕркелӳсем 1917—1924
Совет Союзĕ 1922—1991
Раççей Федерацийĕ 1991 çултанпа


Ертӳçисем | Хронологи | Экспанси
Пĕрлешĕвĕ: XIV—XVI ĕмĕрсем | 1922
Аркану: XII ĕмĕр | 1917 | 1991

Проект | Портал | Категори

Раççей кунçулĕн тапхăрĕсем:

Федераци тытăмĕ


Раççей Федерацийĕ 89 субъектсенче пайланă. РФра 6 субъект тĕсĕ пур. Ку 24 республика, 9 ен, 48 облаç, 4 автономи тăрăхĕ, 1 автономи облаçĕ тата 3 федераллă пĕлтерĕшпе хула.

Раççей Федерацийĕ 
РФ субъекчĕсен картти

Субъектсем

Республикасем

Енсем

Облаçсем

Автономи тăрăхĕсем

Автономи облаçĕ

Федераллă пĕлтерĕшпе хуласем

Федераци тăрăхĕсем

Раççей Федерацийĕ 
Федераци тăрăхĕсен картти

РФре 8 федераци тăрăхĕсем пур. Кашни тăрăхра президент элчи пур.

Экономика районĕсем

Раççей Федерацийĕ 
Экономика районĕсен картти

Раççей Федерацинче 12 экономика районĕ пур. Калининград облаçĕ ку уйрăм экономика район, пĕр субъект унăн тытăмĕнче.

Вуламалли

  • Kniivilä, Kalle. La strato de Tanja: Vivo en Rusio 1917-2017, Novjorko, eld. Mondial, 2017, 159 paĝoj.
  • География России: Энциклопедический словарь. М., 1998.
  • Геологическое строение СССР и закономерности размещения полезных ископаемых. В 10-ти тт. Л, 1984—1989.
  • Красная книга Российской Федерации: Животные. М, АСТ, 2001. ISBN 5-17-005792-X.
  • Новая Российская Энциклопедия, Природа России, т. 1, с. 11—157. М., Энциклопедия, 2003. ISBN 5-94802-003-7
  • Волкова О. А., Борсук О. А., Бадюков Д. Д. География России. М., Энциклопедия. 2005. ISBN 5-94802-011-8).

Асăрхавсем

Каçăсем


Tags:

Раççей Федерацийĕ ГеографиРаççей Федерацийĕ ХалăхРаççей Федерацийĕ КунçулРаççей Федерацийĕ Федераци тытăмĕРаççей Федерацийĕ ВуламаллиРаççей Федерацийĕ АсăрхавсемРаççей Федерацийĕ КаçăсемРаççей ФедерацийĕÇурçĕр АзиВырăс чĕлхиПатшалăхсен лаптăка кура йĕркеленĕ ят-йышĕТухăç Европа

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ТанкСулаБельгиКибернетикаКурт чĕлхиАлжир (патшалăх)Тӗнчери патшалӑхсен списокӗБатальонПĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас йĕркелӳӇИсториГиппократТури АльпМенделевийӲт касниХворостовский Дмитрий АлександровичОб (департамент)Тăрăх (координат)ТурткăшсемХутаҫлисемКукамай (чĕрчун)МарисемФрансиско ГойяЫлтăнЮптаруПуш, 5Горский Семён ПетровичКорина Прасковья ТихоновнаКузнецова Екатерина ОлеговнаХӳреÇăткăнниÇурла, 10АнтарктидаГаусс, Карл ФридрихЛазерНельсон МанделаШанăçланиZРаççей империйĕСасă хăвăртлăхĕУтă, 12Прицак Омельян ИосифовичТопинамбурБукварьСофиЛенинграда хупăрланиПурăшМетцерлен-МариаштайнАкира Куросава.luВалем ЫрăАпат тăварĕПакшаКоперник Николай350Китай историйӗКофи АннанСингапурПортугалиЕгипетИсланд чĕлхиШлюхтНосков Николай Иванович (мусăкçă)Чурина Анна ВалерьевнаФутболĂшăяраслăхУильям ТёрнерГрачёвка районĕ (Ăренпур облаçĕ).zwТеннесинМаксимилиан КрахЭрмени🡆 More