Хура тинĕс (выр.
Хура тинĕс | |
Вăрăммăшĕ | 1150 км |
---|---|
Анлăшĕ | 580 км |
Лаптăк | 422 000 км² |
Калăпăш | 555 000 км³ |
Çыран хĕррин вăрăммăшĕ | 3400 км³ |
Чи тарăнăшĕ | 2210 м |
Вăтам тарăнăш | 1240 м |
Шыв пухăмĕн лаптăкĕ | 2 млн ытла км² |
Юхса кĕрекен шывсем | Тăнай, Днестр, Тăнăвар |
Хы шIуцIэ, грек Μαύρη θάλασσα, пăлх. Черно море, укр. Чорне море, груз. შავი ზღვა, рум. Marea Neagră, крым-тут. Qara deñiz, туркк. Karadeniz) — çĕрсем хушшинче вырăнаçнă, Атлантика океанĕпĕ çыхăннă тинĕс. Шывĕ тăварлă. Тинĕс Раççей, Украина, Грузи, Турци, Болгари тата Румыни çыранĕсем хушшинче вырăнаçнă. Хура тинĕс тăрăх Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинчи чикĕ иртет.
Лаптăкĕ — 422 000 км², чи тарăн вырăн — 2210 метр. 150 метртан аяларах сероводород кăна, çавăнпа та унран тарăнрах вырăнсенче нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнмасть.
Тинĕс Босфор проливĕ тăрăх Мрамор тинĕсĕпе, Керчь тинĕс пырĕ тăрăх Азов тинĕсĕпе çыхăннă.
Грексем ку тинĕсе Понт Аксински (ав.гр. Πόντος Ἄξενος Япăх кĕтсе илекен тинĕс) тенĕ. Каярахпа, тинĕс çыранĕсене тишкерсе тухнă хыççăн тинĕсе Понт Эвксински ят панă (Лайăх кетсе илекен тинĕс). Хальхи ячĕ сероводородран пулнă тесе шутлаççĕ. Якорьсем 150 метр аяларах самай вăхăт тăнă хыççăн хура тĕслĕ пулса ларнă. Çавна пулах тинĕсе моряксем хура ята панă.
Паллă портсем: Батуми, Бургас, Варна, Стамбул, Керчь, Констанца, Новороссийск, Одесса, Поти, Севастополь, Сочи, Сухум, Ялта.
Тинĕс хĕрринче курортсем питĕ нумай.
Ку тинĕс пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Хура тинĕс, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.