Вăрман Сăсарĕ

Вăрман сăсарĕн кĕлетки 50 см çитет, йывăрăшĕ - 1 килограмран иртет.

Ытларах юманлăхра, чăрăшлăхра пурăнма килĕштерет. Апачĕ - шăши йышшисем, пакшасем, вĕçенкайăксемпе вĕсен çăмартисем. Сунара каçхине тухать. Йывăç тăрăх çăмăллăн çӳрет, анчах та сунар ытларах çĕр çинче иртет. Йăвине вара йывăç хăвăлĕнче тăвать. Питĕ сивĕ вăхăтра çапă айне е юр ăшне кĕрсе выртма пултарать. Çуллахи вăхăтра шăшисемпе кайăксене ытларах тапăнать пулсан, хĕллехи вăхăтра пакшасене, ăсансемпе пăчăрсене аптратать. Сăсар ами 8-9 уйăхран çăвăрлать: çĕртме-çурла уйăхĕсенче чупать, акапа çу уйăхĕсенче çăвăрлать. Кĕркунне çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăсарсем 15 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ вĕсен нумай чухне 5-6 çултан иртмест. Пирĕн тăрăхра çак çăткăн чĕрчунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Çынсем кăна ăна хаклă тирĕшĕн тытма пултараççĕ. Çамрăк сăсар çине тата ӳхĕ е пысăк хурчка тапăнма пултарать. Вăрман сăсарĕ питĕ вăрттăн чĕрчун. Ăна асăрхама питĕ йывăр. Сăсар йышĕ Чăвашра 1000 пуç шайĕнче тытăнса тăрать.

Вăрман Сăсарĕ
Вăрман сăсарĕ
Вăрман Сăсарĕ
Вăрман сăсарĕн ареалĕ

Tags:

ÇăмартаÇĕрÇĕртмеÇапăÇуÇурлаÇынĂсанĔмĕрАкаАхаль пăчăрЙывăçЙывăç хăвăлĕКĕркуннеКаçПакшаПуçСунарТирУйăхХурчкаЧăвашШăшиЮманлăхЮрӲхĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Новодевичье çăвиВăрмана кĕнĕ чух савăнса кĕр (юрă)ВисантиАфинАПШ долларĕ.gnКвантăллă химиÇĕртме, 22Повалий Таисия НиколаевнаÇăваХиндиУтă, 17Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?ЭфиопиХарвăрт УниверситечĕАлимова Матлюба ФархатовнаКараккаЯлавЮратуОшьяЯклашкин Морис НиколаевичЧăхТавăт ял тăрăхĕКĕрĕшевçĕ1 (хисеп)Кури ВантерПархатарлă металлКокси-Пех.rsТĕп страницаБурят чĕлхиАвтор тивĕç-ирĕкĕ.auПысăк кăсăяТелевизорАлексей МосковскийТуркай Валери ВладимировичКлаус Мартин Шваб841ЕвразиНарăс, 3ТавăтДжомолунгмаНорвегиКальций гидроксичĕZУкропПирамида (геометри)1931Грек чĕлхиКрепков Пётр ЕгоровичАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемСамар облаçĕнчи чăваш ялĕсемРБК dailyЕделево (Кузоват районĕ)ШиваХĕрлĕхенПечникова Светлана ВладимировнаКĕпер (автомобиль)9091955Пурăнан вырăнЙытă хӳриРаççейĔçлекенÇĕлевТерминУра лаппиMail.ru🡆 More