Кӗркури календарӗ — Ҫӗр Хӗвал тавра ҫавӑрӑннӑ вӑхӑта никӗс вырӑнне илнӗ вӑхӑт виҫевӗн системи.
Ҫулӑн вӑтам тӑршши редняя продолжительность 365,2425 талӑкпа танлаштарнӑ; 400 ҫула 97 високослӑ ҫул лекет.
Пӗрремӗш хут Кӗркури календарьне Рим папи Григорий XIII католи ҫӗршывӗсенче 1582 ҫулхи 4 юпа уйӑхӗнче унчченхи Юлиан календарӗ вырӑнне йышӑнса илнӗ: кӗҫнерникун 4 юпа хыҫҫӑн тепӗр кунӗ эрнекун 15 юпа пулса тӑнӑ. Кӗркури календарӗпе тӗнче патшалӑхӗсен пысӑкрах пайӗ усӑ курать.
Литературара тата «ҫӗнӗ стиль» тени пур.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Кĕркури календарĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.