68: Çулталăк

Çулсем
60 61 62 63 64 65 66 67 68
Вуннăçуллăхсем
40-мĕш50-мĕш60-мĕш70-мĕш80-мĕш
Ĕмĕрсем
I ĕмĕр пирĕн эраччен — I ĕмĕрII ĕмĕр

Пулăмсем

  • 68 – Консулсем: Тиберий Катий Асконий Силий Италик тата Публий Галерий Трахал. Консул-суффект Сервий Сульпиций Гальба (Трахал вырăнне).
  • 68, çуркунне — Веспасиан Иерион çумĕнче лагерь тăвать те таврари мĕнпур ял-хулана пăхăнтарать.
  • 68 – Анат Германие пăхса тăракан Фонтей Капитонăн вилĕмĕ.
  • 68 - Нерон Неаполе тата Рима, вăйăсенчи çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать. Нерона хирĕç Лузитани Галлин пропреторĕ Гай Юлий Виндекс тата Испание пăхса таракан Гальба тăраççĕ. Гальбăна унăн çарĕсем император тесе йышăнаççĕ. Виндекс, Отон тата урăх пăхса тăракансем Гальба майла пулаççĕ. Вергиний, Галлири герман легионĕсен пуçлăхĕ каланипе императора сенатăн суламалла. Вергиний çапăçура Виндекса çапса аркатать. Виндекс хăйне хăй вĕлерет. Преторисем Неронран тараççĕ, сенат ăна императортан хăтарать. Нерон Римран тарать. 7.6 (9.6) - "Епле мăнаç артист вилет!" сăмахсемпе Нерон хăй çине хăех ала хурать.
  • Нерон хушнипе Мизенре Гальба Легион I «Адъютрикс» (Legio I Adjutrix) йĕркелет.
  • Галлире Нерон императора хирĕçле Гай Юлий Виндекс рим çарпуçĕ ертсе пынă пăххав хыпса тухать;
  • Çуркунне — Испанири легионсен пăлхавĕ, Тарракон провинцине пăхса тăрканне çитмĕл пĕр çулти Сервий Сульпиций Гальбăна император туса хураççĕ; пăлхава майлă урăх провинцисем те пулаççĕ, Гальба çарĕсем маршпа Рим çине каяççĕ;
  • Çĕрме уйăхĕн пуçламăшĕнче Нерон, хăйĕн пуçне çăлас тĕллевпе, Римран тухса тарать;
  • Гальба Рима кĕрет те Рим империн хуçи пулса тăрать;
  • 68, утă-69, кăрлач — Рим императорĕ Гальба Сервий Сульпиций (пирĕн эрăччен 3, пирĕн эрăри 24.12-69, 15.1).
  • 68 - Сенат Гальбăна император пулма çирĕплетет. Вергиний те ăна йышăнать. Претори префекчĕ Нимфидий Сабин хăй император тесе пĕлтерет, анчах та ăна тӳрех тирпейлеççĕ. Гальба Рима çитсен судсăрах Сабин юлташĕсене велерме хушать. Виний, Гальбăн тĕп канашçи, нумай укçа илнипе Тигеллина пурнăç парнелет. Иудейăри Веспасианăн ăнăçлă ĕçĕсем. Гальбăна провинцисенче килĕштермеççĕ. Гальба Вителлие Анат Германие префект пулма ярать.
  • III «Августа» легионĕн легат Луций Клодий Макр, Çурçĕр Африкăри ирĕклĕ патшалăх патши тесе пĕлтерет, Легион I «Макриана Либератрикс» (Legio I Macriana liberatrix) пуçтарать
  • 68 — Китайра пĕрремĕш будда таса вырăнне — Шурă Лаша Храмĕ — туса лартнă.

Çуралнă

Вилнĕ

68: Çулталăк  Ку çулсем çинчен çырса пĕтермен статья.
Эсир тӳрлетсе, хушса ăна çырса пĕтерме пулăшаятăр

Tags:

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ВикиЛиксАлексей МосковскийАхахТитаник (фильм, 1997)ЭвтаназиТăрăх (координат)Тăмана евĕррисемНосков Николай Иванович (мусăкçă)АрхеологиКиотоИоган Вольфганг ГётеÇĕлĕмЮрăçă (вокалист)356ХирургиКлеопатраАкăлчан чĕлхиАкшарАльфонс МухаГастелло Николай ФранцевичВигоКолумбиПерси490-мĕш çулсемЮнМумбаиСĕтпе ӳсекенсемÇĕрКазах чĕлхи1900-мĕш çулсемАмет-Хан СултанÇу5КонтактраЧӳк, 25Кăмрăк йÿçлĕхĕлле газШермеинскВоймегаПахтатМăйăрÇеçпĕл МишшиМорзе азбукиГорский Семён ПетровичГаусс, Карл ФридрихЛюдвиг ван БетховенЕгипетÇурçĕр пăланӗДин РидШкулНаполеон I БонапартТĕп страницаАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемТурăЛашаАртвин (ил)ХӳреЛиви тинĕсĕЛазерОвьедоКил-çуртНимĕç чĕлхиЖурналистикаUСавойя (департамент)Çĕртме, 1АстрономиМария-Антуанетта🡆 More