Кукăль, Google Inc.
Шыравçă çинче Google AdWords-ăн тĕнчери чи пысăк онлайн-янравĕ вырнаçнă.
Компанин пасарта хаклани — 160 млрд долл. АПШ (2008, авăн). Кукăль — тĕнчери чи хаклă брендсен йышĕнче 7-мĕш вырăн йышăнать (2009, авăн).
Google — Эдвард Каснер математикăн тăванĕн ывăлĕ Милтон Сиротта çĕр нульрен тытăнса тăракан хисепе палăртма шутласа кăларнă тĕрĕс мар çырнă googol (гуго́л) акăлчан сăмахĕ.
Пĕрремĕш чекне инвесторсенчен илнĕ чухне компание йĕркелекенсем Google Inc. ята асăннă, теççĕ.
Компание 1998 çулхи авăн, 4 никĕсленĕ, офисне Менло-Парк хулинче (Калифорни, АПШ) уçнă.
Халĕ ăна Google Inc. ятпа регистрациленĕ, штаб-хваттерĕ — Маунтин-Вью (Калифорни) хулара. Унăн инвесторĕсем хушшинче Kleiner Perkins Caufield & Byers тата Sequoia Capital пур. Хăйĕн технологи инновацисене пула, Google нумай парнене тивĕçет, çав шутра «Глас Народа» чи лайăх техника çитĕнĕвĕсемшĕн тата Yahoo! Internet Life «Лучшая поисковая система в Интернете» парни. Google çаплах РС журналăн «Техническое Совершенство» тата The Net журналăн «Лучшая поисковая машина» парнине çĕнтерсе илет. Чылай компани, çав шутра AOL тата Washington Post, хăйсен веб-сайчĕсенче Google шырав технологипе усă кураççĕ.
Компани никĕслевçисем — Сергей Брин тата Лэрри Пейдж.
Кукăль логотипĕ уявсемпе каçалăксенче — хăйĕн тата паллă çынсен — урăхланать. Çак кунсенче ятăн сасă паллисем темăн тăван ӳкрчĕкĕн пайĕ пулса тăраççĕ. Юлашки пиллĕк çулта вĕсен авторĕ — Деннис Хванг (акăл. Dennis Hwang).
Google Викисăмахсарта? |
Шаблон:Open Handset Alliance Members Шаблон:Nasdaq 100
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Google (компани), which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.