Телекурăм (грек τήλε — инçе лат.
video — курав) — ӳкерчĕк-сасса аякран курни-илтни.
Телекурăм ӳкерчĕксене пĕр-пĕрин хыççăн кăтартнинчен пулать. Вĕсене хăвăрт е майĕпен кăтартни кадрсене мĕнле улăштарса тăнинчен килет.
Телевидени хăй ĕçĕнче çакăн пек хатĕрсемпе усă курать:
Кадăра числосем тăрăх уйăрни, ăна тытса пыракан йĕркене телевивенире стандарт теççĕ.
Пĕтĕм тĕнчере пĕр евĕрлĕ стандартсемпе ĕçлет:
Халĕ вĕсене улăштарма телевиденин çĕнĕ паллисем тухаççĕ (ТВЧ). Вĕсен хăйсен стандарчĕ:
Телевидени системинчи тĕс кодировкисем:
Çĕр çийĕн каякан телевидени —Ăна тытма пӳлĕмри е урамри антеннăпа усă кураççĕ.
Тĕнчери пĕрремĕш приёмник «телефот» ятлă пулнă. Ăна 1925 çулта шухăшласа кăлараканни Грабовский пулнă. Документсем тăрăх, СССР Çыхăну министерстви телефота нумайччен тĕпченĕ, анчах та унăн килĕлĕхне тĕрĕс палăртайман. Кайран тин АПШ-ра тĕрĕссине палăртнă: Митчел Уилсон романĕнче телевидени пулса кайнă историре телефота та аса илнĕ.
Çавăнпа та телекурава тĕпчесе ĕçе кĕртекенĕ АПШ шутланать. Америка ăсчахĕсем ӳкерчĕкĕ лайăхрах пултăр тесе «киноскоппа» усă кураççĕ. Ăна та совет ăсчахĕ Катаев шухăшласа кăларать. Çапах та унран пĕр çул маларах,1933 çулта, ĕçлекен моделе американ тĕпчевçи Владимир Зворыкин кăтартать.
Кулленхи кăларăмсем Раççейре 1939 çулхи пушăн 10- мĕшĕнче тухма тытăнаççĕ. 1953 çулхи раштавăн 18-мĕшĕннче АПШ-ра пĕрремĕш тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телекалаçу (NTSCсистеми) тухать.
XX ĕмĕрĕн варринче телекурав анлă сарăлать. ПНО та телекурава пысăк вырăна хăпартать, Мĕнпур тĕнчери телекурав кунне уявлама йышăнать.
Вăл вĕрентет те пĕлтерет, чуна уçать, анчах тĕрĕс усă кура пĕлсен. Унсăр пуçне вăл кирлĕ мар ещĕк çеç.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Телекурав, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.