Мадагаскар Республики ( Шаблон:Lang-mg, фр.
République de Madagascar) - Инди океанĕн хĕвеланăç пайĕнчи Мадагаскар утравĕнче, Африкăн хĕвелтухăç çыранĕ патĕнче вырнаçнă патшалăх. Африкăри тинĕс патне тухакан çĕршыв.
Repoblikan'i Madagasikara République de Madagascar Мадагаскар республики | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | малагаси тата франци чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Антананариву | ||||
Чи пысăк хула | Антананариву | ||||
Президент тата Премьер министр | Андри Радзуэлина Омер Беризики | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе | 45 вырăнта 587 041 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2008) - Йышлăхĕ | 48 вырăнта 20 042 552 33/км² | ||||
Валюта ячĕ | ариари (MGA | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +3 пуçласа +3 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Мадагаскар патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | [[.mg]] | ||||
Тел. префиксĕ | 261 |
Мадагаскар утравĕ Кăнтăр Африкăн хĕвелтухăç çыранĕпе юнашар вырнаçнă. Чи çÿллĕ вырăн - Марумукутру (2876 м) сÿннĕ вулкан. Утрав тăршшĕ 1600 çх, сарлакăш - 600 çх ытла. Утравăн варринчи пайне çуллĕ тулă Анджафи йышăнать. Вăл хăвеланăç еннелле сĕвек, хĕвелтухăç еннелле чăнкă çырсемпе анать.
Инди океанне юхса кĕрекен юханшывсем кĕске, чуллă, гидроресурссемпе пуян, çулталăкĕпех нумай шывлă. Хĕвелтухăç юханшывĕсем: Мананара, Мангуру, Манингури, Бемариву, Ивундру тата Манандзари. Анăçалла юхакан шывсем вăрăмрах, вĕсен шыв хăвăртлăхĕ пĕчĕкрех. Хĕвеланăç юханшывĕсем: Самбирану, Махаджамба, Бецибука, Маниа, Çурçĕр тата Кăнтăр Махавави, Мангуки, Унилахи, Икупа тата Мандраре. Мадагаскарта виçĕ пысăк кӳлĕ пур: Алаутра (900 км²), Кинкуни (100 км²) тата Ихутри (96-112 км²). Алаутра кӳллинчен Манингури юханшывĕ пуçланать.
Биологсем хушшинче Мадагаскар эндемик биологи тĕсĕсем нумай пулнипе палăрса тăрать. Сăмахран утраври сĕтпе тӑрантаракан чӗрчунсен чи пысӑкки — фосса (лат. Cryptoprocta ferox), сăнран пăхсан вӑл кушак йышшисене евӗрлӗ, çавна май ăна малтан вӑл йыша кĕртнӗ пулнӑ. Анчах чи çывăх чĕрчун - мангуст. Ун нĕселĕсем араслан пекех пысăк пулнине палăртнă. Хальхи вăхăтра утравра пурăнакан тискер кайăксем 20-30 миллион çул каялла Мадагаскар проливĕ урлă каçнă пĕр нĕселтен пулнине çирĕплетнĕ .
Мадагаскар утравне çынсем килсен кунти чĕрчунсен, уйрăмăнах илсен пысăк чĕрчунсен нумай пайне пĕтернĕ. Мадагаскара тĕрлĕ йышши çĕр çинчи чĕрчунсем пилĕк хут колонизациленĕ. Колонистчен хушшинче çаксене уйăрма пулать: тенрексем, лемурсем, мадагаскар тискер кайăкĕсем, мулкач тутиллĕ арлансем тата халь вилнĕ пăрăхлăшăл. Утравра çара çерçисем нумай, тахçан бегемот йышшисем пурăннă.
Ӳсентăрансен 8 килйышĕ утравра эндемиксем шутланаççĕ:астеропейные (лат. Asteropeiaceae), дидимелесоцветные (лат. Didymelaceae), дидиереевые (лат. Didiereaceae), Kaliphoraceae, Melanophyllaceae, физеновые (лат. Physenaceae), сарколеновые (лат. Sarcolaenaceae) тата сферосепаловые (лат. Sphaerosepalaceae).
Мадагаскар провинцийĕсем:
№ | Провинци | Тĕпĕ | Лаптăк км² | Лаптăк % | Халăх йышĕ | Халăх йышĕ % |
---|---|---|---|---|---|---|
1 | Антананариву | Антананариву | 58 283 | 9,9 % | 4 580 788 | 29,2 % |
2 | Анциранана | Анциранана | 43 046 | 7,4 % | 1 188 425 | 7,6 % |
3 | Фианаранцуа | Фианаранцуа | 102 373 | 17,6 % | 3 366 291 | 21,5 % |
4 | Махадзанга | Махадзанга | 150 023 | 25,5 % | 1 733 917 | 11,0 % |
5 | Туамасина | Туамасина | 71 911 | 12,2 % | 2 593 063 | 16,5 % |
6 | Тулиара | Тулиара | 161 405 | 27,4 % | 2 229 550 | 14,2 % |
Çĕршыв 6 автономла провинципе (Шаблон:Lang-mg) 22 региона пайланать. Провинцисем çине 1946-мĕш çулта Франци инициативипе пайланă, начах малтан 5 провинчи çеç пулнă. Анциранана 50-мĕш çулсенче анчах автономи илнĕ. 2007-мĕш çулта провинцисене пĕтерес тесе ăнăçлă референдум ирттернĕ, çапла май малалла çĕршыв регионсем çине пайланать.
Мадагаскар регионĕсен списокĕ:
№ | Ячĕ | Тĕп хули | Халăх йышĕ | Лаптăк км² |
---|---|---|---|---|
1 | Диана | Анциранана | 485 800 | 19 266 |
2 | Сава | Самбава | 805 300 | 25 518 |
3 | Итаси | Миаринариву | 643 000 | 6993 |
4 | Аналаманга | Антананариву | 2 811 500 | 16 911 |
5 | Вакинанкаратра | Анцирабе | 1 589 800 | 16 599 |
6 | Бунгулава | Цируанумандиди | 326 600 | 16 688 |
7 | Суфия | Анцухихи | 940 800 | 50 100 |
8 | Буени | Махадзанга | 543 200 | 31 046 |
9 | Бецибука | Маэватанана | 236 500 | 30 025 |
10 | Мелаки | Маинтирану | 175 500 | 38 852 |
11 | Алаутра-Мангуру | Амбатундразака | 877 700 | 31 948 |
12 | Ацинанана | Туамасина | 1 117 100 | 21 934 |
13 | Аналанджируфу | Фенуариву | 860 800 | 21 930 |
14 | Амурун’и Маниа | Амбуситра | 693 200 | 16 141 |
15 | Верхняя Мациатра | Фианаранцуа | 1 128 900 | 21 080 |
16 | Ватувави-Фитувинани | Манакара | 1 097 700 | 19 605 |
17 | Ациму-Ацинанана | Фарафангана | 621 200 | 18 863 |
18 | Ихурумбе | Ихуси | 189 200 | 26 391 |
19 | Менабе | Мурундава | 390 800 | 46 121 |
20 | Ациму-Андрефана | Тулиара | 1 018 500 | 66 236 |
21 | Андруи | Амбувумбе-Андруи | 476 600 | 19 317 |
22 | Ануси | Таулантару | 544 200 | 25 731 |
2010-мĕш çулта 21,3 млн çын пурăнать. Çулталăка халăх йышĕ 3 % ÿсет (тĕнчере 12-мĕш вырăн). Пĕр хĕрарăм пуçне — 5,1 ача çурăлать (тĕнчере 20-мĕш вырăн).
Вăтам пурнăç тăрршĕ — 61 çул арçынсен, 65 çул хĕрарăмсен.
Хулара пурăнакансен шайĕ — 29 %.
Мадагаскар Республики Викиампарта? |
Шаблон:Африка патшалăхĕсем
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Мадагаскар Республики, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.