Çын калаçакан чĕлхе çинчен, тĕнчери тĕрлĕ чĕлхесем кашни хăй евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăни çинчен.
Уйрăмсем
Чĕлхе пĕлĕвĕ хире хирĕç енлĕ виçĕ сыпăкран тăракан тĕнĕл çинче тытăнать:
- Cинхронла тата Диахроникла: Синкронла лингвистика чĕлхен хальхи самантри сăн сăпатне тĕпченипе çыхăннă, диахроникăлла (историлле) лингвистика чĕлхен е чĕлхе ушкăнĕн тĕрлĕ тĕрлĕ саманара пулса иртнĕ улшăнăвĕсене тĕпчет.
- Теорилле тата Практикăлла: теорилле лингвистика чĕлхене çырса кăтартмалли мелсемпе, теорипе çыхăннă; практикăлла лингвистика çав теорисене урăх сферăсенче пурнăçа кĕрет;
- Макролингвистика(Контекстла) тата Микролингвистика(Ниме пăхăнман): Контекстла лингвистика чĕлхен тĕнчери вырăнне, пĕлтерĕшне, обществăлла функцине, калаçма вĕреннине, каланипе илтнине тĕпчет. Микролингвистика вара чĕлхене уйрăммăн, унпа çыхăннă тулашри пулăмсене шута илмесĕр тĕпчет.
Теорилле лингвистика уйрăмĕсем:
- Фонетика — этем калакан сасăсен пĕлĕвĕ (сас, фонема, саспалли);
- Фонологи (Фонемика) - чĕлхен тĕп сассисен ĕренкисене тĕпчени;
- Морфологи — сăмах тытăмне тĕпчени (морфема, сăмах);
- Синтаксис — сăмахсем пĕр пĕрин çумне предложенире еплерех çыпăçнине тĕпчени.
- Семантика — сăмах пĕлтерĕшĕ, сăмахсем пĕрлешсе предложени пĕлтерĕшлетни çинчен вĕрентни;
- Прагматика — тӳрĕ е куçăмлă пĕлтерĕшлĕн калаçнине палăртни, пуплеве тĕллев тĕлĕшĕнчен тĕпчени;
- Историлле лингвистика - историн тĕрлĕ тапхăрĕсенче чĕлхесем пĕр пĕринпе епле çыхăннине лексикăри, морфологири, синтаксисри пĕрпеклĕхĕсене кăтартса ăнлантарса паракан вĕрентӳ.
- Лингвистикăлла типологи - мĕнпур этем чĕлхисенче тĕл пулакан грамматика пулăмĕсем çинчен вĕрентни.
- Стилистика - чĕлхери стильсем çинчен вĕрентни.
- Аналитика лингвистики - предложенисем пĕр пĕрин çумне çыпăçăнса текст пулни çинчен вĕрентни.
Сленг, арго
- Арго
- Компьютерщиксен сленгĕ
- Жаргонсем
Çав. пекех
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Лингвистика, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.