Интернет

Интерне́т (акăл.

Интернет Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тетел (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Internet, Interconnected Networks — çыхăнуллă эрешсем, [интэрнэ́т]) — пĕтĕм хыпарлă тата шутлав янтă пуррисен (ресурссăсен) телекоммуникаци эрешĕсем. Пĕтĕм тĕнче эреш картин физикăллă никĕсĕ пулса тăрать. Часах Пур тĕнче эрешĕ тата Пĕтĕмлĕ (глобаллă) эреш тесе те палăртаççĕ. Çаплах «ине́т», «нэт» тени те тĕл пулать.

Интернет
Интернет эрешĕн çыханăвĕсене ӳкерсе-çырса кăтартни
Интернет
This NeXT Computer was used by Sir Tim Berners-Lee at CERN and became the world's first Web server.
Интернет
ICANN headquarters in Marina Del Rey, California, United States

2008 çул варринелле Интернетпе пĕрмаях усă куракансен йышĕ 1,4 млрд çынна (çĕр чăмăрĕн чĕрĕк пайĕ). çитрĕ.

Интернет эрешĕн кунĕ-çулĕ

ARPANET-ăн пĕрмĕш серверне 1969 çулхи авăн, 1 Калифорни университетĕнче (Лос-Анджелес) ĕçе кĕртнĕ. «Honeywell 516» компьютерĕн 12 КБ оперативлă аставăмĕ пулнă.

1971 çул тĕлне эшер витĕр электронлă почтăна куçармалли пĕрремĕш программăна çырса хатĕрленĕ, вăл вара пур усă куракан кăмăлне юранă.

1973 çулта эреш çумне трансатлантика телефон кабелĕ витĕр Аслă Британипе Норвегири пĕрремĕш ют çĕр йĕркелӳлĕхĕсене çыхăнтарать, çакăнтанпа вара интернет тĕрлĕ çĕршывсене пĕрлештерме тытăнать.


1984çулта домен ячĕсене (акăл. Domain Name System, DNS) йĕркелесе хута янă.

Интернет протоколĕсем

1. Хушма шайĕ
  • DNS
  • FTP
  • HTTP
  • HTTPS
  • SSH
  • Telnet
  • XMPP (Jabber)
  • SNMP
2. Сеансăн шайĕ/курăмлăх шайĕ
  • SSL
  • TLS
3. Транспорчĕн шайĕ
  • TCP
  • UDP
4. Эрешĕн шайĕ
  • BGP
  • ICMP
  • IGMP
  • IP
  • OSPF
  • RIP
  • EIGRP
  • IS-IS
5. Каналăн шайĕ
  • Ethernet
  • Frame relay
  • HDLC
  • PPP
  • SLIP

Цензура интернетре

Китай

Китайра «Аслă Китай файерволĕ» (акăл. «Great Firewall of China») ĕçлет, вăл иккĕленӳллĕ ăшлăхлă сайтсен IP-адресĕсене чаркалать. Хăйĕн пурнăçне çăмăллатас тесе, Китай правительстви провайдерсене кирлĕ мар сайтсене чарса тăма хушнă (тĕслĕхрен, BBC çĕнĕ хыпар сайчĕ).

2006 çулхи кăрлачра «Google» компани, тинех, Китайра хăйĕн шырав сайтне уçнă. Анчах та, Китай правительствипе килĕшсе татăлнипе, шырава кăштах хĕстернĕ.

Википедие Китайра чарса лартнă. Кулăшла та пулĕ, анчах Китай правительстви çак чарака «массăллă информаци хатĕрĕсене ирĕксĕрлес ĕçе пропогандăлассипе кĕрешме» туса лартнă. Тĕплĕнрех википеди пресси пирки вулăр.

Иран

Википедие кĕрессине Иранра 2006 çулхи раштав, 3, халăх кăмăллакан урăх сайтсемпе пĕрле, тĕслĕхрен YouTube тата IMDb, хупса хунă. Çакна çĕршывра анăç культурин сĕмĕпе кĕрешес кампанипе çыхăннă.

Куба

2004 — 2008 çулсенче Кубăра Пĕтĕм тĕнче эркшĕпе тухтăрсем кăна усă курма пултарнă, ытти граждансене çакна саккун вăйĕпе чарнă.

Раççей

2007 çулхи çу, 23 Çĕн Çепĕр хула сучĕ Academ.org («Первая Миля») эрешне хăйĕн ресурсĕпе усă куракансене экстремист сайчĕсене кĕме чарнă. Прокуратурăн çу, 29 çырăвĕпе, вăл «экстремизм тĕсĕллĕ интернет-ресурсĕсене кĕме чарма пултаракан хăш виçесене йышăннă». ХФХ облаç управленипе пĕрле прокурорсем тăватă район провайдерне — «Первая Миля», «Академтелеком», «Полимекс плюс» тата «Сибирь-Телеком» — экстремистсен ресурсĕсене кĕрес тĕлпе тĕрĕсленĕ.

Çурçĕр Корей

Çурçĕр Корейа тулаш интернетпе çыхăнтаракан канал пур, анчах та çĕршв шалĕнче веб-серверсем çук; çурçĕр корей правительствин сайчĕсене ([1] 2009 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ., [2] 2004 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.) урăх патшалăхсенче вырнаçтарнă. Çапах та, 2004 çултанпа КХДР-та анлă мар ушкăн çын валли электронлă почтă ĕçлет; пĕр интернет-кафе пур. Çав чухнех «Кванмен» çурçĕр корей шалти компьютер эрешĕ ĕçлет, ăна тулаш Интернетпе çыхăнтарман.

Рунет

Рунет (сасă паллисемпе, [рунэ́т] вуланать) — пĕтĕм тĕнчери Интернет эрешĕн вырăс чĕлхиллĕ пайĕ. Кĕскерех каласан, Рунет — .ru тата .su наци доменĕсен Пĕтĕм тĕнчери эрешĕн пайĕ. 1987—94 çулсем тăван Интернетшĕн паллă шутланаççĕ. Атом энерги И. В. Курчатов институчĕпе Минавтопромăн ИПК-ĕнче çуралнă профессиллĕ ăслăх эрешĕ 1990 çулхи çурла, 28 тĕнчери Интернет эрешĕпе çыхăнса хальхи раççей эрешĕсен никĕсне хывать. 1990 çулхи авăн, 19 InterNIC Тĕнче информации центрĕн хыпар базинче .su пĕрремĕш шайри домена регистрланă. Çакăнтанпа Совет Союзĕнче Интернете çул уçăлать. 1994 çулхи ака, 7 InterNIC-ра пĕрремĕш .ru раççей доменне регистрланă.

Çавăн пекех пăхăр

  • Киберуçлăх
  • Дотком
  • Эреш нейтралитечĕ
  • Хостинг
  • Интернет янтă пурин каталогĕ
  • Пиринг эрешĕ
  • Геолокаци
  • Спам
  • Чăвашнет

Истори

Интернетĕн тĕрлĕ аспекчĕсем

Каçăсем

Асăрхавсем

Tags:

Интернет эрешĕн кунĕ-çулĕИнтернет протоколĕсемИнтернет Цензура интернетреИнтернет РунетИнтернет Çавăн пекех пăхăрИнтернет КаçăсемИнтернет АсăрхавсемИнтернетАкăлчан чĕлхи

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Рутгер ХауэрÇеçпĕл МишшиАкăлчан ВикипедийĕЭнциклопедиÇуллахи вăхăтБаландин Владислав ФёдоровичХабенский Константин ЮрьевичУдмуртсемЮрăçă (вокалист)Чул кăмрăкХурритсемMediaWikiКукăрлăхВалем ЫрăСлавянсемÇулДубайПахтатISO 4217ФутболПерсиКатарÇĕр кăмрăкĕПорт ЛуиÇурçĕр пăланӗКанберраКилйышМодернАмасис IIЛапафёТербиПӗрлешӗннӗ Арап ЭмирачӗсемЧирПĕлӳЖурналистикаЭвтаназиГринвич обсерваторийĕБанкЛюдвиг ван БетховенТанлăхсен тытăмĕГайдай Леонид ИовичГектор БерлиозЧейИндонезиХун Танкăр363ЧӑвашсемUTF-8ВаккатЗарубина Ольга ВладимировнаĂслăхЧӳк уйăхĕ63Анăç УкраинаМăкшăсемБургундиАрхеологиХистевлĕ пайăркалавКорд (тĕртĕм)C++Акăлчан чĕлхиШри-ЛанкаПерссемЮнМари-Агнес Штрак-ЦиммерманПерс кӳлмекĕУяр, ХветĕрТурăСывлăш карапĕМезозойМольер Жан-Батист🡆 More