Юрăç Фарида

Фарида, Фарида Файзуллина (Файзуллина Феридя Фетахетдиновна, тутар.

Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2018).

Фарида
Тулли ят Файзуллина Феридя Фетахетдиновна
Çуралнă вăхăт нарăс, 27
Çуралнă вырăн Красномайск (Начар Упи), Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Патшалăх Юрăç Фарида СССР,
Юрăç Фарида Раççей
Профессисем чăваш тата тутар эстрада юрăçи, композитор, менеджер
Жанрсем эстрада мусăкĕ, поп-мусăк, халăх мусăкĕ
Парнесем "Саккам чăвашĕсен "УЧУК" фестивалĕн сасси" ят (2014), ЮТВ телеканал ирттернĕ конкурсра Стас Владимировпа пĕрле "çулталăк дуэчĕ" ят (2015), ЮТВ телеканалăн конкурсĕнче "çулталăк юрăçи" ят (2016), Чăваш наци конгресĕн хисеп грамоти (2015), Чăваш Ен Патшалăх канашĕн хисеп грамоти (2016), Чăваш республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçлевçĕ (2018)

Кунçул, пултарулăх

Чăваш Енти Патăрьел районĕнчи Начар Упи ялĕнчи 8 киллĕ Тутаркасси урамĕнче çуралса ÿснĕ. Ача чухне ялти кĕнекесарти тутарла, вырăсла кăларăмсене çеç мар, чăвашлисене те (кĕнекесем, журналсем, хаçатсем) иле-иле вуланă. Валери Туркай ĕнентернĕ тăрăх, уйрăмах Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэмине (паллах, чăвашла, оригинал чĕлхипе) вулама юратнă. Хăй вара ача чухне Илпек Микулайĕн "Хура çакăр" романне (икĕ кĕнекеллĕ) тата Никифор Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романне (5-6 кĕнекеллĕ) вуласа ÿсни пирки калать. Паллах, чăваш шкулне çÿренĕскер, ытти хайлавсемпе те паллашнă вăл. Чăваш чĕлхине, тен, ун чухне тутар чĕлхинчен те аванрах пĕлнĕ пуль (ку каллех хăй каланă тăрăх).

Юрăç Фарида  Пирĕн чипер пике чăваш культурин хуранĕнче пиçсе çитĕннĕ, шкула та чăваш ачисемпех çÿренĕ. Юрăç Фарида 

<Куçару: Шкулта чăвашла вĕреннĕ. Тутар чĕлхи — килйышран.>

Çакăн пиркиех юрăçă хăй те интервьюсенче калать.:

<Куçару: Шкулта тап-таса чăвашла вĕрентĕмĕр. Ӳссе çитнĕçем кăна, сăвăсем, юрăсем çырнă май, чăн тутарла вĕренсе çитрĕм. Урамра чăваш чĕлхи малта тăнă та, пÿрте кĕрсен атте-анне тутарла калаçма хушатчĕç. Вĕсен йĕрки çаплаччĕ. Ĕнтĕ атте-анне çĕре кĕчĕç. Эп вĕсене тав тăватăп, мĕншĕн тесен ман пурнăçра чăвашлăх нумай пулнă та, вĕсем вара тутар чĕлхи пирки те манман.>

Ачалăхне Фарида хăй çапла аса илет:

Юрăç Фарида  Хама мĕн астунăранпах юрăç пулма ĕмĕтленнĕ. Фльăрапа ялан юрлаттăмăр эпир. Чăваш юррисене шăрантараттăмăр, вырăсла та янраттараттăмăр. Тутарла вара юрламанпа пĕрех. Тутар юррисемлĕ пластинкăсем пурччĕ килте, çавсене вара ялан итлеттĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен хамăрăн «концертсемпе» çынсене савăнтарнă. Пĕчĕк ачасем пек мар, ÿссе çитĕннĕ хĕрсем, чăн-чăн артисткăсем пекех туяттăмăр хамăра.

Мускавран тăвансем пырса çÿретчĕç пирĕн пата. Вĕсем килсен ятарлă программа хатĕрлеттĕмĕр Фльăрапа. Хыçлă икĕ тенкеле юнашар лартаттăмăр та, хăпарса тăраттăмăр та «сцена» çине - пуçлаттăмăр вара уяв концертне. Питĕ хавхаланса, тăрăшса юрлаттăмăр.

Юрăç Фарида 

Хăйне мĕнле чăваш юррисем уйрăмах килĕшни пирки калани:

Юрăç Фарида  Нумай юрă килĕ­­шет те... Çапах та «Шăнкрав курăкĕ», «Сир, анне, чÿрече каррине» юрăсене ыттисенчен уйăратăп. Халĕ вĕ­­­­сене юрланă чухне ĕнтĕ хама ача чухнехи пек мăн çынла мар, пачах тепĕр майлăн туятăп: пысăк мар эпĕ - хыç­­лă тенкел çи­­не хăпарса тăрса юрă шă­­­­­­­­­­­­­­­­­рантаракан пĕчĕк хĕрача каллех. Юрăç Фарида 

Юррисен сăввисем пирки акă мĕн тет Фарида:

Юрăç Фарида  Юрăсен сăмаххисене хам çырмастăп. Чăваш поэчĕсенчен ытларах Валерий Раштавпа ĕçлетĕп, 20-рен ытла юрă текстне çырса пачĕ вăл. Инкеке лекнĕ пулсан та пуçне усмасть Валерий. Чунĕ унăн çутă та тарăн. Кăмăлĕ хурçăран та çирĕп. Юратуллă та савăнăçлă юрăсем çырать, вĕсем итлекенĕн чунне çунатлатаççĕ. Валерий Раштав поэт - сусăррисемшĕн кăна мар, сыввисемшĕн те маттурисемшĕн чĕр тĕслĕх: акă вăл чун хăвачĕн иксĕлми таппи. Манăн тепĕр автор - Василий Шихранов. Унăн пултаруллăхĕнче те ялкăш хĕлхем пур. Çак поэтсен сăввисем манăн чуна çывăх. Поэт пулнă пулсан хам та çавăн пеках çыраттăмччĕ пуль.

Сăмахсăр юрă пулмасть. Юрă вара çыннăн чун уççи. Çавăнпа кашни юрăçăн хайлавсен авторĕсем камсем пулнине пĕлтермеллех.

Юрăç Фарида 

Чăваш эстрадинчи хăйĕн кумирĕ тесе Иван Христофорова шутлать, ун умĕнче пуçне таять.

Хăй кĕвĕленĕ юрăсене ытларах юрлать концертсенче Фарида. Ытти чăваш, тутар тата вырăс композиторĕсен юррисене те юрлать.

Шкул пĕтерсен Фарида пилĕк çул Мускавра пурăннă (1980-1985), умпĕлÿ илнĕ хыççăн чÿрече блокĕсем тăвакан цехра оператор пулса ĕçленĕ. Унтан Тутарстанти Теччĕ районĕнчи райпо тытăмĕнче ревизорта ĕçленĕ, Алабердино тутар ялĕнче Культура çуртне ертсе пынă. Çавăнпа пĕрлех Хусанти Культура институтĕнче вĕреннĕ те кану-культура пĕрлĕхĕсен менеждерĕн дипломне алла илнĕ. Хĕрĕ çавăнта пурăннă май, Çыранçи Чаллă хулинчи "Эврика" культура центрĕнче артистка-вокалистка пулса ĕçленĕ. Хайхи хĕрĕ Хусанти авиаци институтĕнче (КАИ) вĕренме пуçласан, вăл унпа пĕрле Хусана куçать.

Чăн малтан хăй ăсталанă тутарла юрăсен альбомĕ тухнă. Унтан — чăвашла юрăсен альбомĕсем.

Пайăр пурнăç

Тетелте Фарида миçемĕш çулта çурални тĕлĕшпе информаци тупма йывăр. Ахăртнех, хĕрарăм пирки вăл хыпара пĕлмесен те юрать теççĕ пулмалла. Анчах та кун пек пайрăм эстрада юрăçине пырса тивмест (калăпăр, спортсменсене пырса тивмен пек). Çуралнă вăхăта (çулне) юрăхлă шăпташайлăхпа тавçăрса илме пулать. Фарида 1980-1985-мĕш çулсенче Мускавра пурăннă. Шкул хыççăн. Вăтам шкул пирки е сакăр çул вĕренмелли шкул пирки кунта сăмах пырать — çакă паллă мар. Ăна та, кăна та шута илсен, 1963-1965-мĕш çулсен хушăкне пырса тухатпăр. Шкула тĕрлĕ сăлтавсене пула пĕр çул маларах е каярах кайма тивме пултарнине шута илсен — 1962-1966-мĕш çулсен хушши.

Ютубри пĕр видеоклипра "Хусан пики" тенĕ Фаридана. Чăннипе вара унăн пурнăçĕн ытларах пайĕ унта мар иртнĕ. Хусанта пурăнма çеç пуçлать-ха вăл.

Кăсăклă фактсем

Кун пек пĕр харăсах чăвашла та, тутарла та сăвăсемлĕ юрăсем Фаридан татах та пур.

. Чăваш халăхĕшĕн вăл ФАРИДА <кун пирки стаья ятенчех каланă>. Тутарта-ФАРИДА ФАЙЗУЛЛИНА <Ăстан пĕлен? Википедири тутарла статья на вуласа пăхрăн-и?>.

Çакнашкал альбомсем тухнă:

—Татар телендә “Яшисе килә җырда” (2009 ел).

—Чăвашла “Аван-и, ман килес... (Исәнмесез, мин килдем... ) (2012).

—Чăвашла “Парналетĕп сире юрату (Мәхәббәтемне сезгә бүләк итәм)” (2013).

—Чăвашла “Юррăмсем –çунатăмсем (Җырларым - канатларым)” (2014).

—Чăвашла “Сире эп сунатӑп (Сезгә минем теләкләрем) (2016).

Вуламалли

Асăрхавсем

Каçăсем

Tags:

Юрăç Фарида Кунçул, пултарулăхЮрăç Фарида Кăсăклă фактсемЮрăç Фарида ВуламаллиЮрăç Фарида АсăрхавсемЮрăç Фарида КаçăсемЮрăç Фарида2018КомпозиторКультураТутар чĕлхиТутарсемЧăваш республикиЧăвашсемЮрăç

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Ĕмĕр1710-мĕш çулсемСальвадор ДалиÇăка1938Жанна ДюбарриИталиГималай тăвĕсемЮпитер (планета)ЭквадорКилĕшӳТĕнАПШФилонов Павел НиколаевичОмонимРаççей ФедерацийĕАча19851997MediaWikiВикивулавăш17331975Нью-Йорк1735701ШерпсемКĕркури календарĕТанзаниАмерикăри Пĕрлешĕннĕ ШтатсемПавел Филонов бульварĕЭстониАрсеньев Николай ЛаврентьевичМексикаISO 42171927АнимациХыпарсемДамаскЛитваСуахили ВикипедийĕCreative CommonsПочтă индексĕАдольф ГитлерСтамбулМари-Агнес Штрак-ЦиммерманЛенин Владимир ИльичКăнтăр Африка РеспубликиКосово РеспубликиМалайзиШуйтанЯпала ячĕТунисПиньинь19171960ЛиссабонУкраинаСтронций876Windows 2000800ИракДани1994КавказКуçман пурлăхИрçе чĕлхиСтарикова Светлана Ивановна🡆 More