Уотерхаус Ӳкерчӗкӗ Сӑваплӑ Евлали

«Сӑваплӑ Евлали» (акăл.

Вӑл Христос тӗнӗн сӑваплӑ Мерида Евлалин Мерида хулинче пулса иртнӗ асаплӑ вилӗмне кӑтартать. Ӳнер ӗҫӗ Бритинчи Тейт галерейинче, Лондонра упранать.

Уотерхаус Ӳкерчӗкӗ Сӑваплӑ Евлали
Джон Уильям Уотерхаус
Сӑваплӑ Евлали,
Пир, ҫу сӑрри. 188,6×117,5 см
Тейт галерейи, Лондон

Каласа пани

Ку ӗҫӗн композицийӗ кӗтмен ҫӗртен ҫӳҫентерсе ярать, ӗҫ Уотерхаусӑн чи ытти ӗҫӗсенчен хумхануллӑхӗпе питӗ уйӑрӑлса тӑрать. Сӑваплин ӳт-пӗвне вӑйлӑ ракурсра вырнаҫтарнӑ, юр Евлалин ҫарамас кӗлеткинчен ҫав терийех уйӑрӑлса тӑрать, ҫапла вара 12-ҫулхи хӗрачан кунта ытла та кирлӗ мар пек туйӑнать.

Ҫапла композицине суйласа илни — хӗрӗн кӗлеткине мал енче вырнаҫтарса ӳкерчӗкӗн тӗп вырӑнне пушӑ хӑварни — хӑйӗн тӗлне лектернӗ: ытти кӗлеткесене хыҫалти плана вырнаҫтарса, ӳнерҫӗ куракансене тӗмсӗлсе хӗрӗн ӳчӗ ҫине пӑхма хистет.

Ҫарамас ӳте ӳкерни Уотерхаусшӑн хӑюллӑ ҫӗнӗлӗх пулнӑ, ӳнер тишкерӗвӗсенчен тиркев илес хӑрушлӑх та пулнӑ, — анчах ӳнерҫӗ хӑйӗн ӗҫне питӗ ӑнлануллӑн та ҫепӗҫҫӗн туни ӑна тиркеврен хӑтарнӑ. Ӳкерчӗкре хӗре сӑнӑпа чиксе вӗлернӗ Рим ҫар ҫыннини, хӗре юпа ҫумне ҫыхнӑ вӗренсене курма пулать.

Халап тӑрӑх сӑваплӑ Евлалине Турӑ саван вырӑнне, унӑн ҫарамас ӳтне хуплама юр ҫутарнӑ; хурланнисен ушкӑнӗнчен ҫӳле вӗҫекен шурӑ кӑвакарчӑн, Евлалин уҫӑ тутисенчен унӑн чунӗ тӳпене вӗҫсе хӑпарнине пӗлтерет.

Вуламалли

  • Noakes, Aubrey, Waterhouse. John William Waterhouse, Chaucer Press, 2004.
  • Trippi, Peter, J.W. Waterhouse, Phaidon Press, 2005.

Каҫӑсем

Tags:

Акăлчан чĕлхиМерида (Испани)Мерида ЕвлалийӗУотерхаус Джон Уильям

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ÇĕнйĕркелÿТетел (хатĕр)Кăвакарчăн куçĕ928ПрапорщикШăши юсХронологиП. эрч. 276ГидропланСӳленкке1505МанилаСемантика (ăслăлăх)Эрмен-кăпчак чĕлхиСуйланăлăхБуддизмТоомла1643723Яковлев Иван ЯковлевичКĕçнерникунВиктория (Аслă Британи арăм патши)Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçиБейтСухумиСССРЮрилле курăк521892ТанкЕсенин (телесериал)ВĕçенкайăкVI ĕмĕрЧăваш РеспубликиУрапа-çунаХут (архитектура)Тинĕс уриПельш Валдис ЭйженовичДавыденко Константин СергеевичÇулталăкЭАка, 15Чăваш пускăч хăмин калăпĕсемУкăр чĕлхисемПроцессорHTMLАзиÇу (уйăх)Чандрагупта МаурьяПелагея (юрăç)ШывСаке1770-мĕш çулсемШăмăршăАльенде СальвадорРаççей ФедерацийĕМишина Ксения АлександровнаПоляк чĕлхи1084К-431750ТĕнХимилле чĕлкĕмĂс.neХристианлăхАваХасарсем🡆 More