Абруццо

Абру́ццо (итал.

Абруццо
Abruzzo
Абруццо
Зона: Вăта Итали
Тĕп хула: Л’Акуила
Лаптăк: 10 794 км²
Пурăнан халăх: 1 342 177 çын
(14-мĕш вырăн, )30.11.2011
Халăх йышлăхĕ: 124,7 çын/км²
Провинцисем: Л’Аквила, Кьети, Пескара, Терамо
Коммунăсем: 305
Пуçлăх: Джанни Кьоди  с 2009
Абруццо
Официаллă сайт

Халăх йышĕ, облаç тытăмĕ

Облаçре 1342 пин çын (2010) пурăнать, ку патшалăхра пурăнан халăхăн 2,2 % пулать. Регион çак кăтартупа патшалăхра 14-мĕш вырăнта.

Абруццо 
Абруццо провинцийĕ

Тĕп хула — Л'Аквила. Шекĕр хула — Адриати тинĕсĕ хĕрринчи Пескара.

Çутçанталăк-тавралăх пахалăвĕ

Абруццо 
Гран-Сассо массивăн Корно-Гранде тăрри, Апеннин тăвĕсен чи çӳллĕ вырăнĕ.

Абруццо регионĕ Апеннин çурутравĕн вăта пайĕнче, Адриати тинĕсĕ çумĕнче вырнаçнă. Регион лаптăкĕ 10 794 çм² (13-мĕш вырăнта Италире), территорин иккĕ виççĕмĕш пайне тусем йышăнаççĕ. Абруццо çĕрĕнчи чи çӳллĕ вырăн — Корно-Гранде (Corno Grande) (2914 м) тата Монте-Амаро (Monte Amaro) (2795 м).

Абруццо облаçĕн территорин çĕр пичĕ тĕрлĕ тĕслĕ: çурутравĕн вăта пайĕнчи тусем, нумай пляжлă сăртлă Адриати тинĕсĕ.

Кун-çулĕ

Абруццо тахçан Неаполь патшалăхĕн тата Иккĕ Сицилин патшалăхĕн пайĕ шутланнă. 1861 çултанпа — пĕрлешĕннĕ Итали шутĕнче, маларах патшалăх, 1946 çултанпа — республика. 1963 çулчен Абруццо, хальхи Молизе регионпа пĕрле Абруцци-е-Молизе регионĕ пулнă.

Экономика

Абруццо ШПТ Италин ШПТ 1,8 % шутланать, çак вăл 26 807,3 млн. евро.. Пĕр çын шайне вăл 20 501,1 евро çитет. Абруццора туризм лайăх аталаннă. Хуласенче авалхи рим тата вăтам ĕмĕрсенчи çурт-йĕрсем упранса юлнă. Тусем çинче хĕлле туçи йĕлтĕрĕсен курорчĕ бази нумай, çулла вара Адриатика хĕрринче халăх канать.

Символика

Абруццо ялавĕ — регионăн официаллă символĕсенчен пĕри. 1999 çулхи çăвăн 21-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Тăвăттă кĕтеслĕ тĕксĕм хĕрлĕ пусма, варринче Абруццо гербĕ. Герб çинче 3 диагональ ярăмĕ — çӳлте юр тĕсне пĕлтерекен шурă ярăм, варринче — вăрмана палăртакан симĕсси, аялта — тусене кăтартакан синкер тĕс. Енĕсен шайĕ — 2:3.


Кăсăк фактсем

Абруццора 1984 çулхи кĕркунне «Рыжая Соня»тата «Леди-ястреб» фильмсене çапса илнĕ.

Каçăсем

Асăрхавсем



Tags:

Абруццо Халăх йышĕ, облаç тытăмĕАбруццо Çутçанталăк-тавралăх пахалăвĕАбруццо Кун-çулĕАбруццо ЭкономикаАбруццо СимволикаАбруццо Кăсăк фактсемАбруццо КаçăсемАбруццо АсăрхавсемАбруццоИтал чĕлхиИтали

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ÇĕрDiary.ruИран чĕлхисемC++МатематикаКушакЯпалавКĕркури календарĕРаштавХункăриБайкал-Амур магистралĕÇеçенхирАвстралиВикиВикипедин чĕлхе уйрăмĕсем1677ЯпониФизикаАфоняЧăваш Республикин гимнĕЧĕмпĕрJava (компьютер чĕлхи)Пуш, 14ШерпсемPax SovieticaTelegram (мессенджер)Джек ЛондонVGoogle (компани)Чăваш Республики1915Арап чĕлхиМалороссем1527Хыпарсем1995Мари Эл1169Пуш, 30Вĕçенкайăк13341994ВАЗ-2113ФайлУэльсЛукьянов Иван КонстантиновичДжордж ВашингтонЧăваш ВикипедийĕСейшел утравĕсемМишина Ксения АлександровнаКлементьев Пётр АндреевичВикимани19231529Жанна СамариКуçман пурлăхАйсин РусланРокоссовский Константин КонстантиновичЦыпленков Олег МихайловичЭлементсен периодла тытăмĕПатшаКанадаЭлтешле журналистикаТопинамбурШăхчаHTMLКазахстанРайон1909🡆 More