Ӳпке

Ӳпке (pulmo, pneumon) — çыннăн, пур сĕтĕмекен чĕрчунсен, кайăксен, рептилсен, чылай çĕр-шыв чĕрчунĕсен тата хăш-пĕр пулăсен (икĕ мелпе сывлакансен, алăпӳрнеллĕ тата нумайпӳрнеллĕ чĕрчунсен) сывлăшпа сывламалли хатĕр (орган) пулать, пур чухне те тенĕ пекех ӳпке йĕкĕр орган шутланать.

Ӳпке
Çын ӳпки, касса ӳкерни

Ӳпкесем тесе хăшпĕр çурăмшăммисĕр чĕрчунĕсен ( моллюскăсем, Голотурисем) сывлăшпа сывламалли хатĕрĕсене те кăтартаççĕ.

Танлаштаруллă анатомии

Ӳпкеллĕ пулăсен, типĕ сывлăшпа сывламалли хатĕрсемпе пĕрлех, шыври сывлăшпа сывламалли йĕкĕр суха пур. Çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен тата кайăксен ӳпкисем кĕлетке ăшĕнче, кăкăр уйрăмĕнче, сĕтпе ӳсекенсен тата çыннăн — кăкăрăн ятарлă ăшĕнче, хырăм пушăлăхĕнчен кăкăр-хырăмăн чаракĕпе уйрăлса вырнаçнă.

Сĕт ӳсекенсен ӳпки

Чылай сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпки мăшăрлă, сылтăм ӳпке чĕрĕкĕсен шучĕ яланах нумай (6 чĕрĕк таран) , сылтамминче 3 чĕрĕк. Ӳпкен кĕлетки тĕпĕ бронхăсем шутланаççĕ. Сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисенче тĕп бронхи (сывлама пыртан пуçланать) иккĕмĕшлĕ бронхăсене пайланать, кусем вара татах пĕчĕкрех, 3-мĕш тата 4-мĕш шайлă бронхăсене саланаççĕ, сывламалли бронхиолсене куçаççĕ; çак бронхиолĕсем хăйсем альвеолярлă бронхиолсене куçаççĕ, кайран вĕсем альвеолсене анлăланаççĕ.

Çын ӳпки

Çын ӳпки — сывламалли орган. Ӳпке кăкăр ăшĕнче, чĕре çумне сылтăпа сулахай енчен вырнаçнă. Вĕсем çурма конус евĕрлĕ, тĕпĕнче диафрагма, çӳллĕшĕ йĕтес шăмминчен 1-3 см çӳллĕрех. Сылтăм ӳпке 3 чĕрĕкрен, сулахай ӳпки 2 чĕрĕкрен тăрать. Ӳпке ӳпке хутаççипе витĕннĕ, вăл ӳпке хутаççин çурхахĕнче выртать. Ӳпке кĕлетки бронхисем — туратлă йывăç евĕрлĕ.

Çав. пекех

Tags:

Ӳпке Танлаштаруллă анатомииӲпке Сĕт ӳсекенсен ӳпкиӲпке Çын ӳпкиӲпке Çав. пекехӲпкеÇын

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Трубинер Павел КонстантиновичМаврикийПерсиРаççей ФедерацийĕАтăлçи ПăлxарШанăçланиJКолумбиКăш1200.scВĕçенкайăкИисус Христоса пăталаниУдмуртсемБулансазТель-АвивЭнергиАслă Петĕр1478КарсакКустантинПлутонЯн СибелиусЛашаГрачёвка районĕ (Ăренпур облаçĕ)ШалуГрек чĕлхиНимĕç Википедийĕ.aw350Пуш, 5НейтронДиафрагма (анатоми)Рим шутлав йĕркиTelegram (мессенджер)Нимĕç чĕлхиЧарльз СимониБеллинсгаузен Фаддей ФаддеевичАшхабадГрадус (геометри)Теннесин2006Джузеппе Верди.hu377ХӳреШермеинскАкăлчан чĕлхиТурткăшсемКитай Халăх РеспубликиHСертеКацусика ХокусайПуш, 23ТербиМария-АнтуанеттаЭвфемизмПортугалсемЮнкунАка, 7363Ленинграда хупăрланиÇырсатуху96Йĕркев🡆 More