Шамбулина Алина Валерьевна

Алина Валерьевна Шамбулина (1983 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕ, Чăваш Чутей ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш тележурналисчĕ, «Чăваш Ен» хыпарсен кăларăмĕн ертӳçи.

Шамбулина Алина Валерьевна
Алина Шамбулина

Пурнăçĕ

1983 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районĕн Чăваш Чутей ялĕнче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ çĕр ĕçтешĕсем. Евгений тата Алексей пиччĕшĕпе Людмила йăмăкĕ.

Вăтам шкула Чутей ялĕнче вĕренсе тухнă. Чăвашла сăвăсене çыракан хĕрача 9-мĕш класра (1998 çулта) Çамрăк прозăçсемпе сăвăçсен республикăри ăмăртăвне хутшăнса пĕрремĕш вырăна тухать. Çакна пула ăна экзаменсăрах Г.С. Лебедев ячĕллĕ чăваш наци интернат-лицейне вĕренме илеççĕ. Кĕмĕл медальпе шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пултарулла хĕрупраç Чăваш патшалăх университĕнчи журналистика факультетне пĕлӳ пухма кĕрет. Унăн суйласа илнĕ ĕçĕ: тележурналистика. Алина аслă пĕлӳ шкулне питĕ аван паллăсемпе вĕренсе тухать.

Вĕрентӳçсем: Абрамов Анатолий Серафимович, Данилов Анатолий Порфирьевич, Савельева Вера Мефодьевна, Эшкерат Амин Мухамад.

Пĕрремĕш курсрах инçекурав ĕçне хутшăнать. Малтанах çамрăксем валли «Çул утти» кăларăма хатĕрлесе кăларать.

Сăввисене ачаранпа çырать. Алинăн хушма ячĕ Çумăрпи. (Ку ята вăл Университетра вĕреннĕ тапхăрта Пăлхар хулинче пулнă чухне илнĕ).

Халĕ Чăваш Ен инçекуравĕнче вăй хурать. "Хыпарсем" (Вести) кăларăмне ертсе пырать. Репортажĕсене хатĕрлет.

Каçăсем

Tags:

1983Пуш, 28Тăвай районĕЧăваш АССР

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Пӗрлешӗннӗ Арап ЭмирачӗсемII ĕмĕрМадхья-ПрадешТӳре-шараБлуаПарижКитай историйӗӲт касниКĕркунне1984 (роман)Хир улмуççийĕАнталья (ил)Ненец автономиллĕ тăрăхĕБрянск облаçĕМĕтри ВаçлейĕГерманиРог (юханшыв, Лăпкă океана кĕрет)МинскТутарстанСамар облаçĕОманФутболКокос пальмиНаполеон I БонапартVХристофор КолумбЛютецийГрециСартр Жан-ПольНарăс (уйăх)1962Улисс ГрантКомсомольски районĕВысоцкий Владимир СемёновичПи хисепĕн кунĕНарăс, 29Кингстон (Онтарио)КалькуляторСывлăш-десант çарĕсен кунĕТроцкий Лев ДавидовичПутин Владимир ВладимировичWayback MachineРеннРимВырăс чĕлхиФранцин Аслă революцийĕЧех ВикипедийĕИуда ИскариотПысăк кушакКоранМонреальНорштейн Юрий БорисовичБуддизмКривичсемПлотников Николай АлексеевичМексикаЧăваш хĕрарăмĕ (хаçат)Армия ЛюдоваИсториографиМишина Ксения Александровна1905Дидро, ДениНитокрисБорçФрэнк Синатра11521800Лаптăкӗсене кура йĕркеленĕ патшалăхсен ят-йышĕИндонези🡆 More