Фёдоров Александр Фёдорович

Александр Фёдорович Фёдоров (7.8.1871—27.12.1938) — çĕр ĕçтешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Фёдоров Александр Фёдорович Фёдоров хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Чăваш кăкĕнчен тухнăскер.

Александр Фёдорович Фёдоров
Фёдоров Александр Фёдорович
Иккĕмĕш Думăн пайташĕ, 1907 ç.
Çуралнă вăхăт: 1871, çурла, 7
Çуралнă вырăн Кивĕ Вăрмар ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕпĕрни
Вилнĕ вăхăт: 1938, раштав, 27
Вилнĕ вырăн: Çĕрпӳ
Гражданлăх: Раççей империйĕФёдоров Александр Фёдорович Раççей империйĕ Фёдоров Александр Фёдорович ССРП
Тĕне тытни: православи
Парти: социал-революционерсем
Ĕçлев тĕсĕ: çĕр ĕстешĕ, Хусан кĕпĕрнинчен Патшалăх думин II чĕнĕвĕн депутачĕ.

Биографи

Фёдоров Александр Фёдорович 
Патшалăх думин II чĕнĕвĕн Хусан кĕпернин депутачĕсем. Хыçалта: Г. И. Петрухин, А. Ф. Фёдоров, С. Н. Максудов, Г. М. Мусин; малта: З. М. Таланцев, М. В. Батуров, М. Я. Капустин, Д. А. Кушников С. Т. Максютов.

Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Çĕрпӳ уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралса ӳснĕ.

1885 çулта Çĕрпӳ уесĕнчи Çĕнĕ Ишпуç салинчи вырăнти пуçламăш шкулта вĕренсе тухнă. 1900 çулта Мускав тулашĕнче çулăма хирĕç çирĕп çурт-йĕр тăвас курсĕнче пĕлӳ илнĕ. 1901 - 1915 çулсенче Çĕрпӳ таврашĕнче тăмран çуртсене туса çӳренĕ. 1905—1906 çулсенче революци пулăмĕсем сиксе тухсан Кивĕ Вăрмарта социал-революционерсен партин кĕтесне йĕркеленĕ, чăваш эсерĕсемпе вăрттăн пуçтарăнса канашланă, революциллĕ литературăна халăх хушшинче салатнă. Çĕр çинче те ĕçленĕ.

Çемье

  • Арăмĕ — ?
    • Ывăлĕ — Петĕр (1897—1918), Чăваш наци-социализм партине йĕркелекенсенчен пĕри, кайран сулахай эсерсен партине куçнă. Чăваш сулахай социализм комитечĕн пайташĕ. Хусан кĕпернин рабочисен салтаксен тата хресченсен депутачĕсен канашĕн комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш ĕçĕсен çыхăну тата агитаци-политика Комиссариачĕ уйрăмĕн ертӳçи; 1918 çулта утăн 8-12-мĕшĕсенче тата 21-30-мĕшĕсенче Хусан кĕпернин рабочисен салтаксен тата хресченсен депутачĕсен канашĕн комиссарĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пынă. Хусана шурă чехсенчен хӳтĕленĕ. Хулана ярса илсен шурă гвардейсем персе пăрахнă.

Асăрхавсем

Литература

  • Матросов И. Иккĕмĕш Дума депутачĕ. // Коммунизм ялавĕ. — 1981. — 4 июнь.
  • Матросов И. Революци ывăлĕ, теттĕмĕр ăна / И. Матросов // Коммунизм ялавĕ. — 1989. — 12 апр.
  • Гусаров Ю. В. Депутат Государственной Думы // Их имена останутся в истории : биогр. очерки. — Чебоксары, 1994. — Вып. 2. — С. 44-48.
  • Гусаров Ю. В. Федоров Александр Федорович // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 426.
  • Ухтияров А. Думу разгоняли то царь, то Временное правительство : к 100-летию Государственной Думы // Республика. — 2006. — 1 марта (№ 8). — С. 3.

Каçăсем

Архив

  • Российский государственный исторический архив. Фонд 1278. Опись 1 (2-й созыв). Дело 454; Дело 551. Лист 9.

Tags:

Фёдоров Александр Фёдорович БиографиФёдоров Александр Фёдорович ÇемьеФёдоров Александр Фёдорович АсăрхавсемФёдоров Александр Фёдорович ЛитератураФёдоров Александр ФёдоровичХусан кĕпĕрни

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Латин чĕлхиКувакино ял тăрăхĕЧарпуçÇăкаАдольф ГитлерВикиманиШвед чĕлхиФилонов Павел Николаевич19381888Газа Сектор (ушкăн)ПеруJava (компьютер чĕлхи)Ионлакан пайăркалав1439Çилпи — пăлхар пикиСтронций1529Германи1180Пĕрлĕхле ĕçтăвăмЗаворотнюк Анастасия ЮрьевнаАлексей МосковскийMediaWikiСидр18701456Ашшурбанипал2016Байкал-Амур магистралĕКуçман пурлăхДаниСлепцовкаКарфагенАссошиэйтед ПрессФотографиДжакартаКриштиану РоналдуКузнецова Екатерина ОлеговнаХăрпан пайранĕКалтасем1980АнимациВисантиÇурла, 18Якут чĕлхиХĕрарăмПархи ĕмпÿлĕхĕЗельц1946Чăваш кĕрешĕвĕЛомбардиГвадалахара1731ЭлектростатикаТибетçĕсемТунтикун1918Топинамбур1864Кăрлач, 10Германи историйĕИндонезиНимĕçсемТимĕр ĕмĕрĕ13592018Вырăс чĕлхиВенаCreative CommonsWindows 2000ТокиоВикипеди кун-çулĕКаппадоки1995🡆 More