Зино́вий Миха́йлович Тала́нцев (1868—1929) — раççей усламçи тата меценачĕ; 1909-па — 1-мĕш гильдири чулхула купси, «Братья Таланцевы» сутă-илӳ çурчĕн пĕрйĕркелевçи, пĕрлĕхпе политика ĕçченĕ, Хисеплĕ гражданин (1891).
Зиновий Михайлович Таланцев | ||
Ӳкерчĕк:Talancev ZM.jpg | ||
Çуралнă вăхăт | 1868, çĕртме, 30 | |
---|---|---|
Çуралнă вырăн | Хусан кĕперни, Раççей империйĕ | |
Вилнĕ вăхăт | 1929, пуш, 9 | |
Вилнĕ вырăн | Чулхула, СССР | |
Гражданлăх | ССРП | |
Пăхăнулăх | Раççей империйĕ | |
Альма-матер | ||
Ĕçе илекен | ||
Ашшĕ | Михаил Михайлович | |
Амăшĕ | Софья Ивановна | |
Арăмӗ | Александра Арсеньевна | |
Ачисем | Дмитрий, Татьяна, Юрий, Ирина | |
Премисемпе чысланисем | | |
Медиафайлы на Викиампар |
1868 çулта çĕртмен 30-мĕшĕнче Етĕрне çумĕнчи Янибяково кил йăвинче купса çемьинче çуралнă. Ашшĕ - Михаил Михайлович тата амăшĕ - Софья Ивановна Таланцевсем, çемьере виççĕмĕш ача пулнă, пиччĕшĕсем - Николай тата Михаил.
Уес училищинче пĕлӳ илсен Хусанти 3-мĕш гимназире кĕмĕл медале тивĕçсе вĕренсе тухнă. 1886 çулта Мускаври Çĕрпе вăрман ĕçĕн Петĕр академине вĕренме кĕнĕ. 1887 çулта студентсен пухăвĕсене хутшăннăшăн академирен кăларса янă. Вара Таланцев икĕ çул Берлинри аслă çĕр ĕç шкулĕнче (академире) пĕлӳ пухнă — унта вăл химие Ландольт профессор патĕнче вереннĕ, çакăн хыççăн киле таврăннă. 1890 çулта Хусан университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕнĕ, анчах та тепĕр икĕ çултан революци шухăшлă студентсемпе туслă пулнăшăн каллех кăларса янă. 1896 çулта, авланнăскер ĕнтĕ, Таланцев каллех Хусан университетĕнче химик профессине алла илет.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Таланцев Зиновий Михайлович, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.