Сенега́л (фр.
Ятне юханшыв ячĕпе панă. Хĕвеланăçалла Атлантика океанĕ сарăлать, çурçĕрте Мавританипе, хĕвелтухăçĕнче Гвиней тата Гвинея-Бисаупа кăнтăрта чикĕ тытать. Патшалăх ăшĕнче Атлантика океанĕнчен хĕвелтухăçнелле Гамби патшалăхĕ 300 çх патнелле тăсăлать.
République du Sénégal (фр.) Réewum Senegaal Шаблон:Ref-wo Senegaal Шаблон:Ref-ff Сенегал | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | франци чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Дакар | ||||
Чи пысăк хула | Дакар | ||||
Президент | Салл Маки | ||||
ПРемьер-министр | Ндиайе Сулейман Ндене | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе | 87 вырăнта 196,722 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2002) - Йышлăхĕ | 72 вырăнта 14 120 000 51/км² | ||||
Валюта ячĕ | Франк КФА | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -0 пуçласа -0 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Сенегал патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .sn | ||||
Тел. префиксĕ | 221 |
Сенегал — саваннăсемпе сайра вăрмансем ӳсекен тӳрем çĕршыв, субэкватор кламтĕнче вырнаçнă. Сенегал тăрăх типмен икĕ юханшыв юхать - çурçĕрте Сенегал тата кăнтăрта Казаманс. Ыттисем типĕ тапхăрта шывсăр юлаççĕ. Шултра чĕрчунсене пĕтемпех пĕтернĕ теме пулать, çавах саваннăра антилопăсем тĕл пулаççĕ. Шакал, гепард, леопард çын çитмен вырăнсенче çеç юлнă. Вĕтĕ кышлакансем, кайăксем, тĕрлĕ хуртсме нумай. Çыран хĕррринчи шывра пулăсем, çав шутра акулăсем, нумай.
Халăх йышĕ - 14,1 млн (июль 2010). Çулталăкра ӳсни - 2,7 %, пĕр хĕрарăм вăтамран 4,86 ача çуратнă. Вăтамран 59 çул пурăнаççĕ (57 - арçынсем, 61 - хĕрарăмсем). ВМЧ вирусĕ çынсен 1 % (2007) яхăн. 20 яхăн этника ушкăнĕ, вĕсенчен чи йышлисем волоф (43 %), фульбе (24 %)тата серер (15 %). Шуррисем (французсемпе ливансем) 1% яхăн. Официалă чĕлхе — франци, вырăнти чĕлхесемпе анлă усă кураççĕ. Арçынсен 51 %, хĕрарăмсен 29 % хутла пĕлеççĕ. Тĕн — мусульман 94 %, христиан 5 %, вырăнти тĕнсем 1 % яхăн.
Хулара пурăнакансен шайĕ 42 % (2008) .
Сенегал 14 облаçе пайланать.
№ | Облаç | Облаç (фр. ) | Адм. центрĕ | Лаптăкĕ, км² | Халăх йышĕ, (2010), çын. | Йышлăх, çын./км² |
---|---|---|---|---|---|---|
1 | Дакар | Dakar | Дакар | 550 | 2 740 200 | 4982,18 |
2 | Диурбель | Diourbel | Диурбель | 4 359 | 1 421 500 | 326,11 |
3 | Фатик | Fatick | Фатик | 7 935 | 649 500 | 81,85 |
4 | Кафрин | Kaffrine | Кафрин | 11 853 | 509 600 | 42,99 |
5 | Каолак | Kaolack | Каолак | 4 157 | 782 400 | 188,21 |
6 | Кедугу | Kedougou | Кедугу | 16 896 | 124 300 | 7,36 |
7 | Колда | Kolda | Колда | 13 718 | 582 100 | 42,43 |
8 | Луга | Louga | Луга | 29 188 | 810 000 | 27,75 |
9 | Матам | Matam | Матам | 25 083 | 572 800 | 22,84 |
10 | Сен-Луи | Saint-Louis | Сен-Луи | 19 044 | 890 300 | 46,75 |
11 | Седиу | Sedhiou | Седиу | 7 293 | 431 000 | 59,10 |
12 | Тамбакунда | Tambacounda | Тамбакунда | 42 706 | 648 100 | 15,18 |
13 | Тиес | Thiès | Тиес | 6 601 | 1 532 100 | 232,10 |
14 | Зигиншор | Ziguinchor | Зигиншор | 7 339 | 485 300 | 66,13 |
Пĕтĕмпе | 196 722 | 12 179 200 | 61,91 |
Шаблон:Сенегал темăсенче
Шаблон:Латин Пĕрлешĕвĕ
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Сенегал, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.