Па-де-Кале {{{Департамент Фр}}} | |
---|---|
Тĕплĕнрех | |
Информаци | |
Номерĕ | 62 |
Регион | Çурçĕр — Па-де-Кале |
Префектура | Аррас |
Супрефектурăсем | Бетюн Кале Лан Булонь-сюр-Мер Монтрёй Сент-Омер |
Халăх йышĕ пурĕ (1999) -Йышлăх | 5-мĕш вырăн 1,442 млн {{{йышлăх}}}/км² |
Лаптăкĕ | 6 671 км² |
Тăрăхсем | {{{тăрăхсем}}} |
Кантонсем | 77 |
Коммунăсем | 894 |
Тĕп совет президенчĕ | Доминик Дюпиле |
Вырнаçни | |
Па-де-Кале (франц. Pas-de-Calais) — Францин çурçĕр енче вырнаçнă, Çурçĕр — Па-де-Кале регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 62. Администрациĕ Аррас хулинче вырнаçнă. Халăх йышĕ 1,442 млн (1999) çын.
Департамент лаптăкĕ 6 671 км² танлашать. Анăç енче çыранĕсем Па-де-Кале проливĕ енне тухаçĕ. Çав проливранах департамент ячĕ пулнă. Департамент урлă Отье, Отье, Канш, Темуаз, Лиан, Сансе юханшывсем юхаççĕ.
Департамент шутне 7 округ, 77 кантон тата 894 коммуна кĕреççĕ.
Па-де-Кале — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Булонне, Понтьё тата Артуа провинцисен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Па-де-Кале (департамент), which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.