Осети́нсем (ирон.
ир, ирӕттӕ; дигор. дигорӕ, дигорæнттæ) — Кавказра вырнаçнă иран чĕлхиллĕ халăх. Алансен несĕлĕсем шутланаççĕ. Çурçĕр Осетири (РФ) тата Кăнтăр Осетири пурăнан тĕп халăх. Çаплах Раççейри урăх регионсенче, Грузире, Турцире тата урăх çĕршывсенче пурăнаççĕ.
Осетинсем | |
Тăван ячĕ | ирон, дигорон |
---|---|
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ | |
Пурӗ: ▲ 700 000
Кăнтăр Осети:: 48 146 (2015)
Ӳспекстан: 7 700 (2019 ç.) | |
Тĕн | христианлăх, ислам, йăлари тĕне тытни |
Расă тĕсĕ | европеоид раси |
Кĕрет | иран халăхĕсем |
Тăван халăхсем | яссем |
Осетин чĕлхи индоевропа чĕлхисен йышĕнчи иран ушкăнне (çурçĕр-тухăç кĕçĕн ушкăнне) кĕрет.
Осетинсен тĕнчери мĕнпур йышĕ 700 пин çына çитет, Раççейре — 528,5 пин çын (2010 çулта çырнипе).
«Осетинсем» этноним «Осети» терминрен тухать, ку ĕнтĕ вырăс чĕлхине грузин чĕлхинчен («Осети») килнĕ. Хайне май, «Осети» грузинла алан тата осетин — «оси», «овси» (груз. ოსები) сăмахĕсенчен тата «-ети» грузин топоформантĕнчен пулса тухнă. Вырăс чĕлхинчен «осетинсем» этноним тĕнчипех саланать.
Грузинла «оси» е «овси» тени алан сăмахăн тăван ятĕнчен — «ассем» — пулнă.
Шаблон:Осетинсем
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Осетинсем, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.