Ормус пырĕ, — Оманпа Перс кӳлмекĕсене çыхăнтаракан стратеги енче питĕ пĕлтерĕшлĕ шыв пырĕ.
Çурçĕр енчи çыранĕ Иран çĕрне тухать, кăнтĕр енчи Пĕрлешӳллĕ Арап Эмирачĕсен тата Оман анклавĕн шутланать.
Пыр таршшĕ 195 çухрăм. Чи ансăр вырăнĕн сарлакăшĕ — 54 çухрăм. Тарăнăшĕ 229 метр таран çитет.
Ячĕ Ормус утрав ятĕнчен пулнă. Утрав ячĕ епле пулса кайни пирки икĕ шухăш пур. Ытларах паллăрах шухăш — перссен Ормуст (هرمز) ятлă Турă ятĕнчен пулнă тесе шутлаççĕ. Ăсчахсен, историксен тата чĕлхеçĕсен шухăшĕ урăхларах. Вĕсем утрав ячĕ Hur-mogh сăмахран пулса кайнă тесе шутлаççĕ. Ку сăмаха чăвашла «финик пальми» пулать. Вырăнти Хормуспа Минап диалексенче халĕ те ку утрава хормус утравĕ теççĕ.
1988 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче АПШ ТÇФ пассажирсене турттаракан Airbus A300 Иран самолётне персе антарнă. Пурĕ 290 çын пурнăçĕ татăлнă.
This article uses material from the Wikipedia Чăваш article Ормус пырĕ, which is released under the Creative Commons Attribution-ShareAlike 3.0 license ("CC BY-SA 3.0"); additional terms may apply (view authors). Урăххине кăтартман пулсан ку материал CC BY-SA 4.0 лицензипе килĕшӳллĕн сарăлать. Images, videos and audio are available under their respective licenses.
®Wikipedia is a registered trademark of the Wiki Foundation, Inc. Wiki Чăваш (DUHOCTRUNGQUOC.VN) is an independent company and has no affiliation with Wiki Foundation.