Латин Чĕлхи

Латтин чĕлхи (lingua latina), е латынь, — инди-европа чĕлхе çейин латтин-фалиск ушкăн пайĕн Итали чĕлхисем шутĕнчи чĕлхе.

Латин Чĕлхи
Lapis Niger (Хура чул) - латтин çырăвĕллĕ авалхи палăк


Латтин чĕлхи инди-европа чĕлхисен чи авалхи çыру чĕлхисенчен пĕри шутланать.

Паянхи кунсенче латтин чĕлхи Ватиканăн, çаплах католици чиркĕвĕн официаллă чĕлхи пулать.

Европа чĕлхисенче латтинран кĕнĕ сăмахсем çав тери чылай (тĕслĕх: тĕнче лексики).

Латтин алфавичĕ хальхи чылай чĕлхен çырулăхĕн никĕсĕ пулса тăрать.

Истори

Латтин чĕлхи оскпа умпăр чĕлхисемпе пĕрле инди-европа çемьин итали туратне кĕрет. Авалхи Италире аталанса пынă çем латтин чĕлхи ытти итали чĕлхисене аяла хурса анăç Вăтаçĕр тинĕсĕ таврашĕнче мала тухать.

Сĕм авал латтин чĕлхи

Классикăллă латтин

Классикăллă хыççăнхи латтин

Кайри латтин

Урăх чĕлхесене сĕмлени

Латтин чĕлхин халăх пуплев тĕсĕ — халăх латтин чĕлхи — çĕнĕ наци роман чĕлхисемшĕн чĕлхе тĕппи пулса тăрать. Çавсем шутĕнче Апеннин çурутравĕн çĕрĕнче латтин чĕлхинчен улшăнса аталаннă итали, малтанхи Галли территоринчи франципе провансаль чĕлхисем, Пиреней çурутравĕн территоринчи испанпа португал чĕлхисем, ретороман чĕлхи— Реци рим колонийĕнчи (хальхи Швейцарин тата çурçĕр-тухăç Итали пайĕсенче вырнаçнăскер), румын — Даки (халĕ Румыни) рим провинцин территоринче, молдава тата ытти чĕлхесем, çавсем хушшинче уйрăмах классикăллă латтина çывăх сардин чĕлхине асăнмалла.

---

Римлĕнсем пирĕн эрăччен I ĕмĕрпе I ĕмĕрсенче герман йăхĕсене пăхăнтарасшăн кĕрешнĕ, анчах та çар ăнăçне тытайман пулин те, римлĕнсемпе германсем хуçалăлăхлă çыхăнусене чылай вăхăт тытса пынă — çак ĕçсене Рейнпа Танай тăрăхĕнчи рим колони-гарнизонĕсем урлă ирттернĕ. Çакна нимĕç хули ячĕсем кăтартаççĕ: Кёльн (ним. Köln, лат. colonia — пурăну вырăнĕ), Кобленц (ним. Koblenz, лат. confluentes — юхса пĕрлешекенсем, Кобленц Мозельпе Рейн пĕрлешĕннĕ çĕрте), Регенсбург (ним. Regensburg, лат. regina castra), Вена (лат. vindobona) тата ытисем те.

Британире латтин чĕлхин авал йĕрĕсем хула ячĕсенче сыхланса юлнă: -chester, -caster е -castle (лат. castra — çар лагерĕ тата castellum — хӳтлĕх), foss- (лат. fossa — канав, col(n) от лат. colonia — пурăну вырăнĕ: Манчестер (акăлч. Manchester), Ланкастер (акăлч. Lancaster), Ньюкасл (акăлч. Newcastle), Фосбрук (акăлч. Fossbrook), Линкольн (акăлч. Lincoln), Колчестер (акăлч. Colchester).

Морфологи

Латтин чĕлхи, вырăс чĕлхи пекех, чылай шучĕпе синтетикăллă чĕлхе шутланать. Латтин чĕлхин 5 тĕсĕллĕ вĕçлени тата 4 тĕсĕллĕ сăпатлану.

Вĕçлени

Чĕлхере 6 ӳкĕм:

  • Ят (nominativus)
  • Камăнлăх (genetivus)
  • Пару (dativus)
  • Тӳрĕ объект (accusativus)
  • Аблятив, е отложительный (ablativus)
  • Йыхăр (vocativus)

Вырăс чĕлхинчи пекех, виçĕ (грамматика) нĕсĕл:

  • Ар (masculinum)
  • Ама (femininum)
  • Вăта (neutrum)

Сăпатлану

Латтин чĕлхин глаголĕсен 6 вăхăт хорми, 3 наклонени, 2 залог, 2 хисеп тата 3 сăпат.

Латтин глаголĕн вăхăчĕсем:

  • Хальхи вăхăт (praesens)
  • иртнĕ вăхачĕ (imperfectum)
  • Вĕçленнĕ тĕсĕн иртнĕ вăхачĕ (perfectum)
  • Плюсквамперфект, е пулса иртнин умĕ (plusquamperfectum)
  • Пулас вăхăчĕ, е пĕрремĕш пулас (futurum primum)
  • Пулас ум вăхăчĕ, иккĕмĕш пулас (futurum secundum)

Тайăлусем:

  • Кăтарту (modus indicativus)
  • Хушу (modus imperativus)
  • Ӗмĕт (modus conjunctivus)

Залог:

  • Тĕп (genus activum)
  • Тăвăну (genus passivum)

Хисеп:

Сăпат:

  • Пĕрремĕш
  • Иккĕмĕш
  • Виççĕмĕш

Кӑсӑклӑ фактсем

Çĕрĕсем çинче латынла чи анлă усă куракан çыравсем:

  • Ab hinc - Паянтан (çак самантран)
  • Ad infinitum - Вĕçсĕр
  • In aeternum - ĕмĕрлĕх, манми
  • In saecula saeculorum - ĕмĕр-ĕмĕр!
  • Ad vitam aut culpam - ĕмĕрлĕхе е пĕрремĕш айăпччен
  • А solis ortu usque ad occasum - Хĕвел тухăçран пуçласа хĕвĕл аниччен
  • Aeterna historia - Вĕçсĕр истори
  • Amor omnibus idem - Юрату пурин валли те пĕрех
  • Bonum factum! - Ырлăха та телее!
  • Fac fideli sis fidelis - Хăвна шанакан çынна, шанчăклă пул!
  • Gens una sumus - Эпир - пĕр ăру
  • Ne varietur - Улшăнми
  • Omnia vincit amor et noc cedamus amori - Юрату пурне те çĕнтерсе илет, эпир ăна пăхăнатпăр

Çавăн пекех пăхăр

  • Латтин чĕлхин грамматики
  • Латтин чĕлхин фонетики
  • Латтин ваттисен сăмахĕсем
  • Вульгарлă латынь
  • Европа хулисен латтин ячĕсем

= Усă куракан паллă терминсем

  • Dixi
  • Post Scriptum
  • Nota Bene

Каçăсем

Tags:

Латин Чĕлхи ИсториЛатин Чĕлхи Урăх чĕлхесене сĕмлениЛатин Чĕлхи МорфологиЛатин Чĕлхи Кӑсӑклӑ фактсемЛатин Чĕлхи Çавăн пекех пăхăрЛатин Чĕлхи = Усă куракан паллă терминсемЛатин Чĕлхи КаçăсемЛатин ЧĕлхиИнди-европа чĕлхисемЧĕлхе

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Николай IIШыв çиТухăç АфрикаАкăлчан чĕлхиШупашкарти В.И. Чапаев музейĕКалашсемПавел Филонов бульварĕУльянов Илья НиколаевичНавуходоносор IIАлаусиБарселона (пĕлтерĕшсем)1997ЧикансемИталиĔмĕр сакки сарлака (роман)Кеплер ИоганнПульницă«Гутенберг» проекчĕБухарестТвиттерОстеохондрозВикихыпарСенбернарАлгазин Александр КузьмичУильям ШекспирMediaWikiТаджикистан920ЙывăçПочепа Оксана АлександровнаĂренпур районĕСталин Иосиф ВиссарионовичАПШ1996ГданьскАлешко Виктория РобертовнаПормаЛюксембург (патшалăх)Ильменау (юханшыв)Людвиг ван БетховенÇĕнĕ ЗеландиJavaScriptКосмологилле сингулярлăхМонголиМари-Агнес Штрак-ЦиммерманЛара ФабианКамала ХаррисАриэль ШаронКастро ФидельАдюков Виталий ИвановичЧăваш чĕлхиЧăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕЭлектронлă почтаАПШ Республика партийĕАлюминийТом Сойер тата Гекльберри Финн темкурнисемThe Washington PostКорпускула-хум дуализмĕVI ĕмĕрТикĕтСелена Гомес🡆 More