Коньсковола

Kоньсковола (пол.

Польша гербĕ Коньсковола
(гербĕ)
Коньсковола
Патшалăх Польша
Воеводстви
Гминин Куров гминин
Халăх йышĕ ()
Лаптăк км²
Йышлăхĕ /км²
Телефон префиксĕ (+48) 81
Геогр. широти 51°хх′ Ç/N
Геогр. долготи 22°хх′ Т/E

Вăл Люблин воевотствинчи Пулав повечĕн Kоньсковола гминĕн административлă тĕпĕ шутланать.

Тавралăхĕ

Коньсковола Люблинпа Пулав хушшинче вырнаçнă. Юнашарах Курув — чиркӳллĕ тепĕр ял ларать тата Курувка шыв юхать.

Халăх йышĕ: 2004 çулта 2188 çын.

1532 çулхи çĕртме, 8 пуçласа 1870 çулчен Коньсковольăн хула статусĕ пулнă.

Истори

Яла XIV ĕмĕрте Витовска Вола ятпа никĕсленĕ, каярахпа Конинскавола пулнă, хальхи палăртăвĕ XIX ĕмĕрте тин çирĕпленнĕ.

Коньскавола çумри çĕрсемшĕн апат-çимĕç сутă-илӳ пасарĕ пулнă,кунтах темиçе текстиль фабрики ĕçленĕ. Ӗçлеме çынсем хулана Польшăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тата Саксонинчен куçса килнĕ.

Польшăна виççĕмĕш хут аркатса пайланă хыççăн, Коньскавола 1795 çулта Австри айне лекет. 1809 çулта Варшава херцăклăхĕ (1815 çулта Польша Патшалăхĕ ята куçнă) шутне кĕнĕ. 1863 çулхи Польша пăлхавĕ хыççăн, 1870 çулта Коньсковола пĕтĕмлĕхпех хула статусне алран кăларса ӳкерет. Раççейри 1905-1907 революци вăхăтĕнче кунта нумай пĕрлĕхлĕ демонстраци, забастовкă ирттернĕ. 1918 çултанпа каллех Польшăна таврăнать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшĕнче, 1939 çулхи авăн, 15, Коньскаволăна Германи оккупациленĕ. Çак вырăнта çартыткăнĕсен лагерьне йĕркеленĕ, ăна тепĕртакран пăсса янă, ун вырăнне концентраци лагерьне туса хунă, вăл вара 1943 çулчен тытăнса тăнă. Кунта ĕнтĕ хĕстерсе тытнисене вырăнти фермăсенче Германишĕн ĕçлеттернĕ тата çулсем тутарнă.

Çулçӳревлĕх, курмаллăх

  • Чи палли католици чиркĕвĕ шутланать. Кунта Опалинскисемпе Любомирскисен çемйисен вилтăприсем выртаççĕ.
  • «Люблин ренессансĕ» чиркĕвĕ, 1613 çулта хута янă.
  • лютерансен çăви.

Паллă çыннисем

  • Франц Заблоцкий
  • Князьнин Францишек Дионизы

Çавăн пекех пăхăр

Каçăсем

Tags:

Коньсковола ТавралăхĕКоньсковола ИсториКоньсковола Çулçӳревлĕх, курмаллăхКоньсковола Паллă çыннисемКоньсковола Çавăн пекех пăхăрКоньсковола КаçăсемКоньсковолаПольшаПоляк чĕлхиЯл

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

ШăхчаВикихыпарПормаМĕлке2005Грек чĕлхиЧукун çулКазахстанАвстралиHTMLРамсес IIISternЧăваш Енĕн Етĕрне районĕн гимнĕВырăс чĕлхиÇеçпĕл МишшиTelegram (мессенджер)АфоняХĕвел тавраш тытăмĕГаза СекторPax Sovietica1677ПатшаМерчен полипХимилле элементсен символĕсемСовет Союзĕн ПаттăрĕТоталитаризмКрюшшон тата крюшшон савăчĕХура тинĕс1864ЕвропаИран чĕлхисемКстовоУрал тăвĕсемТăнăварКремний тăправĕJava (компьютер чĕлхи)Аслă Октябрь социализм революцийĕЧăваш Республикин гимнĕ19951924ВикикаларăшЫр-хаяр тĕнĕÇĕрC++1870Мексика470-мĕш çулсемЖанна СамариКальций гидроксичĕАлина ВарнаХевиз (кӳлĕ)Байкал-Амур магистралĕЕвдокимов Ярослав АлександровичМишина Ксения АлександровнаПултранХайдеггер МартинПочепа Оксана АлександровнаСтатистикаКушакТăвар йӳçекĕĂста тата Маргарита (фильм, 2024)ЭнциклопедиЖанна Дюбарри1527ГерманиМалороссемОпераци системи1783ШанăçланиМусăкDiary.ruИспани🡆 More