Кокель Алексей Афанасьевич

Кокель Алексей Афанасьевич (1880, пуш, 13, Пăва уесĕ, Турхан ялĕ (халĕ Чăваш Ен, Патăръел районĕ) — 1956, нарăс, 4, Харьков, УССР) — ӳкерçĕ, график, профессор.

CCCР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1932).

Алексей Афанасьевич Кокель
Автопортрет. 1936 ç. хут, кăмрăк, 50,5 х 38,5
Автопортрет. 1936 ç. хут, кăмрăк, 50,5 х 38,5
Çуралнă вăхăт: 1880 çул пуш, 13 (пуш, 1)
Çуралнă вырăн: Турхан, Пăва уесĕ, Чĕмпĕр кĕперни, Раççей империйĕ (халĕ Чăваш Ен, Пăва уесĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1956, нарăс, 4
Вилнĕ вырăн: Харьков
Жанр: ӳкерçĕ
Вĕренӳ: В.Е. тата А.В. Маковскисен ӳнер студийĕ
Петербургри ӳнер академийĕ, унта вăл Я. Ционглинский, В. Савинский тата Д. Кардовский патĕнче пĕлӳ пухнă.
Стиль: социаллă реализм
Пулăшакансем: Казимира Станиславовна Свенторжецкая, М.В. Раубе амăшĕ
Кокель Алексей Афанасьевич Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Кокель пăхăр.

Пурнăçĕ

1880 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пăва уесĕн Турхан ялĕнче (халĕ Чăваш Енĕн Патăръел районне кĕрет) çуралнă.

1903 çулта Санкт-Петербургри укерӳ шкулĕнче вĕренсе тухнă. 1912 çулта И.Е.Репинпа Д.Н.Кардовский ăста лаççинче Аслă ӳнер шкулĕнче пĕлӳ ӳстернĕ. "В чайной" конкурслă (дипломлă) ĕçĕшĕн Алексей Кокеле Италине пенсионер енĕпе хăйĕн ӳкерçĕ ăсталăхне пахалатма янă. "В чайной" ĕçĕ 1913-1914 çӳлсенче Мюнхенри тата Венеци мĕнпур тĕнчери куравсенче кăтартнă.

1916-1921 çулсенче Алексей Кокель Харьков ӳнер шкулĕнче вĕрентекен пулса, 1918-1922 çулсенче Çар-ĕç тăрăхĕн коммисариачĕн ӳнер секцин ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1921-1923 çулсенче вăл пуçарса янипе Харьков ӳнер институтне туса хунă. Вăлах çав институтăн ректорĕ пулнă. 1923-1956 çулсенче вăл институтăн живописьпе ӳкерчĕк кафедрин ертӳçи пулнă.

Çавăн пекех Алексей Кокель Червонлă Украинăн ӳкерçисен пĕрлешĕвне туса хураканĕ.

1956 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Харьков хулинче вилнĕ.

Пултарулăх

Кокель Алексей Афанасьевич 
Колхоз пасарĕ (1934), пир, çу, 4мх3м

А. А. Кокель ĕçĕсен пухмачĕ Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче упранать.

  • «Портрет чувашской женщины» (1906)
  • «Уральские заводы» (1908)
  • «В чайной» (1912)
  • «Итальянцы» (1913)
  • «Семейный портрет» (1914)
  • «Из чувашской сюиты»(1919)
  • «Извозчик» (1919)
  • «Венчание. Чуваши» (1920)
  • «Старый рабочий» (1927)
  • «На посту» (1927)
  • «Награждение ударницы» (1930)
  • «Колхоз пасарĕ» (1934)
  • «Ликбез» (1935)
  • «На соляных промыслах» (1936)
  • «Зима» (1943)
  • «Донец» (1955)

Асăнмалăх

Вуламалли

  • Алексей Афанасьевич Кокель: Воспоминания современников и учеников.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд–во, 1980.– 104 с.: ил.
  • Кокель А.А. Алексей Афанасьевич Кокель: Выст. произведений, посвящ. 100–летию со дня рождения худож.: Каталог / А.А.Кокель.– Чебоксары; Киев; Харьков, 1980.– 30 с.
  • Садюков Н. И. Алексей Афанасьевич Кокель (к 125-летию со дня рождения) // Халăх шкулĕ=Народная школа. – 2004. – № 6.
  • Кушманов Н. Кокель: Поэма / Н.Кушманов.– Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. – 128 с.

Асăрхавсем

Каçăсем

Шаблон:Куçакансем

Tags:

Кокель Алексей Афанасьевич ПурнăçĕКокель Алексей Афанасьевич ПултарулăхКокель Алексей Афанасьевич АсăнмалăхКокель Алексей Афанасьевич ВуламаллиКокель Алексей Афанасьевич АсăрхавсемКокель Алексей Афанасьевич КаçăсемКокель Алексей Афанасьевич18801956Нарăс, 4Пăва уесĕПатăръел районĕПуш, 13Турхан (Патăръел районĕ)ХарьковЧăваш Ен

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

.hr.vgХăртЕлена ОсмановаСтарикова Светлана Ивановна9КарпУшкӑн (биологи)2007ПентаграммаАПШВăхăтБотсванаГрант капитана шырасаКомиссар (группа)Хӗрлӗ шыв курӑкӗсем2019БастияМустаев Олег НиколаевичУльтрафиолет пайăркалавНацисен Тус-ЙышлăхĕЯковлев Иван ЯковлевичКарл ЯсперсИ.Я.Яковлев халалĕ7192009Магнус тăварĕМастер тата Маргарита (фильм, 1994)ТаджикистанТĕп страница1918Лобачевский геометрийĕВырăс чĕлхиКалтасемСолонин Марк СемёновичХаçатБангладешПăспулăмăн тата конденсациленнин пайлавла ăшшиВикипеди кун-çулĕНепалÇеремМеньшиков Олег ЕвгеньевичЛондонТĕплĕх пасарĕПролетариат юра ерниВăрман хуçалăхĕEЧăваш энциклопедийĕApple Inc.Маша тата УпаВладимирова Ольга Геннадиевна2006КуракСитим (ушкăн)Ассошиэйтед ПрессПутин Владимир ВладимировичЯсукуни храмĕChuvash alphabet1995АнтропологиАльгологиМадхья-ПрадешВикен (авалхи тӑрӑх)СимволизмÇулталăкШанхайПонъю (Усы юппи)🡆 More