Вырăс Википедийĕ

2001

Вырăс Википедийĕ
Вырăс Википеди логотипĕ
Тĕп страницăн скриншочĕ
URL: ru.wikipedia.org
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): вырăс
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2001 çулхи çу, 11
Хальхи статус: Ӗçлет, аталанса пырать
Логотип Викисклада Вырăс Википедийĕ Викиампарта

Вырăс Википе́дийĕ. Официаллă ячĕ пирки консенсус çук, çавăнпа та тĕрлĕ вариантсемпе усă кураççĕ. Вулăр: Википеди:Ыйтнисем/Вырăс уйрăмĕн ячĕ. Çак вариантсем: вырăс «Википедийĕ», «Вырăс Википедийĕ», Вырăс чĕлхиллĕ Википеди, Википедин вырăс чĕлхиллĕ уйрăмĕ, РуВика, РуВики, ru-wiki. — Википедин —ирĕклĕ0 энциклопедин— вырăс уйрăмĕ. Халĕ унта статья йышĕ 52 780. Уйрăм статья шучĕпе вуннăмĕш вырăн йышăнать. «Вырăс» ят (çакăн пекех урăх чĕлхе ячĕсем те — Акăлчан Википедийĕ, Франци Википедийĕ т.ур.) этноса е патшалăха мар,статьяна çырнă чĕлхене кăтартать.

2009 çулхи юпа уйăхĕнче Википедин Яндекс.Каталогра ЦТИ 31 000 танлашнă, вăл вара Рунет сайчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăна тухать. alexa.com статистикипе Википедин вырăс уйрăмĕ пиллĕкĕмĕш-улттăмĕш вырăнта пулать (франци википедипе пĕрле; акăлчан, япун, нимĕç тата испан хыççăн), Википедине кĕрекенсен 3,5 % йышĕ вырăс викине керсе тухать.

Кун-çулĕ

    Тĕп статья: Википеди:Вырăс уйрăмĕн кун-çулĕ
  • 2001 çулхи çу, 11 — Википедин вырăс уйрăмне уçнине пелтернĕ. Вăл http://russian.wikipedia.com(ĕçлемен каçă) доменĕнче вырнаçнă пулнă.
  • 2004 çулхи раштав, 3010-пиннĕмĕш статьяна çырса кĕртнĕ.
  • 2005 çул
  • 2006 çул
    • çурла, 16100-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • чӳк, 29 — вырăс Википедине «Ăслăх тата Пĕлӳç» палартăвĕнче «Рунет парнине панă».
  • 2007 çул
    • пуш, 10150-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • авăн, 4200-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • юпа, 27—юпа, 28Санкт-Петербург хулинче Санкт-Петербург информаци технологисен, механикăпа оптика патшалăх университетĕнче пĕрремĕш Вики-конференци иртнĕ.
    • чӳк, 27 — «Рунет парнине» çав номинацирех тивĕçнĕ.
Вырăс Википедийĕ 
Вырăс Википедийĕ пĕрремĕш вуннăра
  • 2008 çул
    • пуш, 17250-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • çу, 19 — Вырăс Википедийĕ тĕнче Википедин вуннине кĕрет, латиницăпа мар усă куракан алфавитлă иккĕмĕш (япунсен хыççăн) уйрăм пулса тăрать.
    • утă, 18300-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • юпа, 18—юпа, 19Мускавра Ăслăлăх педагогика К. Д. Ушинский ячĕллĕ библиотекинче иккĕмĕш Вики-конференци иртрĕ.
  • 2009
    • кăрлач, 22350-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • çĕртме, 16400-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • юпа, 7 — 20 000 000 тӳрлетӳ кĕртнĕ.
    • юпа, 24—юпа, 25 Санкт-Петербургра Санкт-Петербург информаци технологисен, механикăпа оптика патшалăх университетĕнче виççемĕш Вики-конференци иртнĕ.
    • чӳк, 6450-пиннĕмĕш статьяна çырнă.
    • чӳк, 25 — вырăс Википедийĕ Рунет парнине «Ăслăх тата Пĕлӳç» номинацинче тивĕçет.

Тытăм

Аппарат хатĕрлĕхĕ. Вырăс уйрăмĕ Википедин ытти пайĕсемпе пĕрле темиçе çĕртен тытăнса тăракан сервер кластерĕнче ĕçлет. Тĕплĕнрех meta:Hardware (акăлч.) вулăр.

Программа хатĕрлĕхĕ. MediaWiki движокпа усă кураççĕ. Усă курнакан MediaWiki вермипе унăн саралăвĕсем пирки çакăнта пĕлме юрать.

Ăшлăхĕ. Статьясен массивĕ (52 780), ятарстраницăсен массивĕ.

Статья тематики

2009 çулхи çĕртме, 16 тĕлне тематикăпа чи нумай статьяллисем:

  • Çынсем — 79 пинрен ытла;
  • Пурăну вырăнĕсем — 64 пин ытла;
  • Фильмсем — 13 пине яхăн;
  • NGC объекчĕсем — 7,8 пине яхăн.
  • Галактикăсем — 6 пине яхăн.

Хутшăнакансем

Хутшăнакансен географийĕ

2007 çулхи юпа уйăхĕн хыпарĕпе вырăс Википедине хутшăнакансем (хăйсем кăтартнă информаципе) 30 ытла патшалăхра пурăнаççĕ.

Паллах, чылайăшĕ Раççейрен. Шĕкĕр хуласенче йышĕ темиçе çĕр: 800 хутшăнакан хăйне Мускавран хутшăнакансем, 400 ытла — Санкт-Петербургран хутшăнакансем. Украина, Германи, Израиль тата АПШ патшалăхĕсенче кашнинче, 50—150 вырăс Википедине хутшанакан пулать.

Викитĕлпулусем

Википедин хăш хутшăнакĕнĕсем викитĕлпулусенче куçа-куçăн курса та калаçаççĕ. Пĕрремĕш хут Вырăс Википедине хутшăнакансем 2005 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургра тĕл пулса тĕрле ыйтăва сӳтсе явнă.

Парнесем

Рунет парни

Вырăс Википедийĕ 
Вырăс Википедин логотипĕ Рунет парнине тивĕçнĕ хыççăн

РОТОР тата РОТОР++

РОТОР эреш конкурсĕ, унăн уйрăмлăхĕ — проекта номинацие кĕртме тата уншăн сасăлама Рунетăн (ЕЖЕ пĕрлĕхĕн пайташĕсем) паллă ĕçченĕсем çеç хутшăнма пултараççĕ.

  • РОТОР-2009 (2009, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче çĕнтерет, вырăс Википедин редакторĕсем «Çулăн редакторĕ» номинацинче II-мĕш вырăна тухаççĕ. Çаплах ăмăртăва Викитека тата Викисклад проекчĕсем хутшăннă.
  • РОТОР-2008 (2008, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерет, «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче тăваттăмĕш хут II-мĕш вырăна тухать, пĕрремĕш вырăна «Элементы.ру» проект тухать.
  • РОТОР-2007 (2007, пуш). Вырăс Википедийĕ икĕ чыслă иккĕмĕш вырăна йышăнать: «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацинче (Хабрахабр проект мала тухать) тата «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче (пĕрремĕш — Вокруг света). Пурĕпе 220 ытла çын сасăланă.
  • РОТОР-2006 (2006). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăна, «Математика этюдĕсем» проекта мала ярса, йышăнать. Сасăлăва 141 çын хутшăннă.
  • РОТОР++ (2005). Википедин «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн, пĕрремĕшне «Элементы.ру» проекта иртерсе йышăннă.

Ылтăн сайт

Ылтăн сайт — пĕтĕм раççей уçă интернет-конкурс; 1998 çулта IBS, APC, Intel тата Microsoft IT-корпорацисем никĕс хунă.

  • Ылтăн сайт — 2007 (2007 çулхи раштав, 6). Вырăс Википедийĕ «Классика» номинацин лауреачĕ пулса тăрать.

Сумлă çăлкуçсем Вырăс Википедийĕ пирки

  • Российская Газета, Раççей Федерацин правительствин официаллă пичет органĕ пĕрмаях Вырăс Википедине асăнать.

Асăрхавсем

Çавăн пекех пăхар

  • Вырăс Википеди кун-çулĕ
  • Викимедиа Раççей
  • Википеди:Калăпăш томсенче
  • Çĕпĕр Википедийĕ

Каçăсем

    Тĕп статья: Википеди:Пресса Википеди пирки

Шаблон:Вырăс универсал энциклопедисем

Tags:

Вырăс Википедийĕ Кун-çулĕВырăс Википедийĕ ТытăмВырăс Википедийĕ ХутшăнакансемВырăс Википедийĕ ПарнесемВырăс Википедийĕ Сумлă çăлкуçсем пиркиВырăс Википедийĕ АсăрхавсемВырăс Википедийĕ Çавăн пекех пăхарВырăс Википедийĕ КаçăсемВырăс Википедийĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Гулая Инна ИосифовнаХӑмла ҫырлиАльфонс МухаНиагара (шыв сикки)ÇулYАфрикаансРоттердамМерета-ЯхаРембрандтИисус Христоса пăталаниЫлтăнПĕлӳАшхабадХабенский Константин ЮрьевичАстрономиСасă хăвăртлăхĕМулла-КамышСауд АравийĕМăйăрФеликс МендельсонПабло ПикассоÇăварниИттрийНиколаев Андриян ГригорьевичУкраин чĕлхиЫтларикунКазючиц Анна Юрьевна.huАслă БританиГоленькаяNРаштав (уяв)Джузеппе ВердиПӗрлешӗннӗ Арап ЭмирачӗсемНищёнкин Артур ПетровичТури АльпМатематикăлла логикаОпераГайдай Леонид Иович903Ылтăн ăмăрткайăк (кинопреми)Вологда (юханшыв)71СинематографПирр1986Mercedes-BenzЗарубина Ольга ВладимировнаГлаголЭвтаназиÇĕр кăмрăкĕПангеяМольер Жан-БатистТăван Çĕршывăн Аслă вăрçиЧăваш РеспубликиКанберраПуçламăш63ПахчаCreative CommonsХуран кукли1200АлманчăкЯкутиЕвропа1973Горский Семён ПетровичÇутçанталăкСловаксемАнджелина ДжолиÇурçĕр пăланӗУйăх🡆 More