Вăрман Сăсарĕ

Вăрман сăсарĕн кĕлетки 50 см çитет, йывăрăшĕ - 1 килограмран иртет.

Ытларах юманлăхра, чăрăшлăхра пурăнма килĕштерет. Апачĕ - шăши йышшисем, пакшасем, вĕçенкайăксемпе вĕсен çăмартисем. Сунара каçхине тухать. Йывăç тăрăх çăмăллăн çӳрет, анчах та сунар ытларах çĕр çинче иртет. Йăвине вара йывăç хăвăлĕнче тăвать. Питĕ сивĕ вăхăтра çапă айне е юр ăшне кĕрсе выртма пултарать. Çуллахи вăхăтра шăшисемпе кайăксене ытларах тапăнать пулсан, хĕллехи вăхăтра пакшасене, ăсансемпе пăчăрсене аптратать. Сăсар ами 8-9 уйăхран çăвăрлать: çĕртме-çурла уйăхĕсенче чупать, акапа çу уйăхĕсенче çăвăрлать. Кĕркунне çурасем хăйсем тĕллĕн пурăнма пуçлаççĕ. Сăсарсем 15 çул таран пурăнма пултараççĕ, анчах та ĕмĕрĕ вĕсен нумай чухне 5-6 çултан иртмест. Пирĕн тăрăхра çак çăткăн чĕрчунăн тăшманĕсем çукпа пĕрех. Çынсем кăна ăна хаклă тирĕшĕн тытма пултараççĕ. Çамрăк сăсар çине тата ӳхĕ е пысăк хурчка тапăнма пултарать. Вăрман сăсарĕ питĕ вăрттăн чĕрчун. Ăна асăрхама питĕ йывăр. Сăсар йышĕ Чăвашра 1000 пуç шайĕнче тытăнса тăрать.

Вăрман Сăсарĕ
Вăрман сăсарĕ
Вăрман Сăсарĕ
Вăрман сăсарĕн ареалĕ

Tags:

ÇăмартаÇĕрÇĕртмеÇапăÇуÇурлаÇынĂсанĔмĕрАкаАхаль пăчăрЙывăçЙывăç хăвăлĕКĕркуннеКаçПакшаПуçСунарТирУйăхХурчкаЧăвашШăшиЮманлăхЮрӲхĕ

🔥 Trending searches on Wiki Чăваш:

Дани1959ХурăнШупашкарТерентьев Алексей ГригорьевичИдишWayback MachineАПШИншааллахИранВӗрентӳУшкӑн (биологи)Чех РеспубликиФинляндиТӗнчери патшалӑхсен списокӗ1983Кăнтăр Африка РеспубликиКашуп чĕлхиЛаттин чĕлхиТунисОпераци системиКавказ479ФотографиИспан чĕлхиИврит2006Тимĕр ĕмĕрĕНюдя-Яга580-мĕш çулсемСоломон Утравĕсем701Ĕмĕр800КёльнПаллă ячĕВерсальВикипеди кун-çулĕВырăс чĕлхиВикен (авалхи тӑрӑх)Гарнир1953Çеçпĕл Мишши1359Мария-Антуанетта1915МускавСантьягоИккĕмĕш Тĕнче вăрçиИонлакан пайăркалавОркестрГражданла пĕрлĕхБиблиРоуз О'НилЯпон чĕлхиВĕçенкайăкЧарпуçГрециБайкал-Амур магистралĕИндиТутар чĕлхиХисеп (грамматика)Шурă эрехПархи ĕмпÿлĕхĕЧулхула облаçĕКăмака🡆 More